Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑлхине (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем калаҫни хӑлхине те кӗмест унне…

Она не слышала, о чем говорили люди.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Такам юррин сассисем Кӗрет Сетнер хӑлхине.

Помоги переводом

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Те хӑлхине йӑлтах чикмерӗ, Те тапранмарӗ ун ӑшри?

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сасартӑк Ятман хӑлхине тепӗр юрӑ, таҫтан аякран килекен юрӑ кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑртран аялалла аннӑҫемӗн ун хӑлхине музыка пек янраса тӑракан ӗҫ шавӗ ытларах хупласа пырать, куҫсем ҫуллахи хӗвеллӗ кунӑн мӗнпур эрешне сӑнаса илме те ӗлкӗреймеҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илтрӗ те, чарӑнса тӑрас вырӑнне, такӑнса ӳкесле кӗпер патнелле утрӗ, хӑйне хыҫалтан темиҫе хутчен кӑшкӑрса чӗннине те хӑлхине чикмерӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун хӑлхине ҫырма леш енчен вархан1 сасси килсе кӗчӗ те, халь ӑна чунтан тӗмсӗлсе итлет.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем учӳк пӑттине пурте тутанса пӑхрӗҫ-и е хӑшӗ-пӗрисем кашӑк та тытаймарӗҫ — ӑна Ятламас курса юлаймарӗ, ҫав вӑхӑтра ун хӑлхине хӑрушӑ сӑмахсем пырса кӗчӗҫ.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял патне ҫывхарса пынӑ май каччӑ хӑлхине темле юрӑ пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Илтессе илтнӗччӗ-ха вӑл, Турханкассинче пурӑннӑ чухнех хӑлхине кӗнӗччӗ унӑнне: малтан тутарсен аллине ан ҫакланччӑр тесе вырӑссем мӗн пур утӑ капанӗсене вут тӗртнӗ имӗш, унтан яла тутарсем темиҫе хутчен ҫунтарнӑ.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Батухан хӑлхине те ҫитрӗҫ ҫав сӑмахсем.

Помоги переводом

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Мӗскер, мӗскер? — тӳрех хӑлхине чанк! тӑратрӗ старик.

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна ҫерем ҫине майлаштарса хурса хӑлхине ун кӑкӑрӗ ҫумне туса итлесе пӑхрӗ — Иливан сывламасть те иккен.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урисем ҫинҫе те вӑрӑм, пуҫне яланах каҫӑр тытать, хӑлхине чанк! ҫеҫ тӑратнӑ.

Помоги переводом

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах питрен ҫуталса кулса ячӗ: ун хӑлхине Ахтупай темле савӑнӑҫлӑ юрӑ ӗнерни илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яла вырӑссем кӗрсе тухнӑ тенине илтсен Урасмет алманчӑ хӑлхине чанках тӑратнӑ.

Помоги переводом

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Татах мӗн те пулин ун хӑлхине кӗрет, мулкач мӗн пур вӑйран айккинелле сирпӗнет, малтанхи йӗртен пӑрӑнса каять.

Ещё услышит что-нибудь — и со всего размаха прыгнет в сторону и поскачет прочь от прежнего следа.

Мулкачсем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 38–39 с.

Софья Ичьинична ун чухне хӑлхине хупласа ларнӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗпе амӑшӗ Артур ҫинчен ырӑ мар калаҫни Тимуш хӑлхине кӗнӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пулса иртни ун хӑлхине пырса ҫитмен иккен.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней