Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑшман хӑйӗншӗн вилӗмле хӑрушлӑх килсе тухни ҫинчен сисмен те.Противник не подозревал о нависшей над ним смертельной опасности.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Вӑл хӑйӗн пур мускулӗсене те хытарса, хӑйӗншӗн йывӑр пулсан та, ҫаплах тӑма тӑрӑшать, хӑй ҫапах та инкек пулнӑ чухнехи пек пулса сасӑ парать.Он напрягает все мускулы, старается удержаться в трудной позе и только тревожно гудит.
Класри доска умӗнче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Пӗлетӗн-и, Нина нихҫан та чи малтан хӑйӗншӗн пӑшӑрханмасть, яланах — ыттисемшӗн.Знаешь, Нина никогда прежде о себе не забеспокоится, а всегда — о других.
Ҫитрӗҫ! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Суккӑра ертсе ҫӳрекен ача ҫеҫ, хӑйӗншӗн пурӗпӗр пулнӑ пек, урисене хуҫлатса кӑвайт умне лӑпкӑн кӑна ларчӗ те тарӑннӑн сывласа илчӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унтан хӑйӗншӗн хаклӑ, патша-тупӑ ӳкернӗ шӑвӑҫ портсигар кӑларчӗ, — унран вӑл мӗн пур фронтра ҫичӗ ҫул хушши уйрӑлман, — унтан патша-тупӑран шеплеттерчӗ: «Туртса яратпӑр-и, юлташсем?» — пурне те пирус сӗнчӗ.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лешӗ стена ҫумӗнче пуҫне усса, хирӗҫ калама та пикенмесӗр, хӑйӗн аттисен сӑмсисем хӑйӗншӗн ҫав тери калама та ҫук интереслӗ пулнӑ пек, вӗсем ҫине пӑхса тӑчӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Кочегар кулмастчӗ, хурланмастчӗ, ним те ӑна кӳрентерместчӗ, палӑрмалла та савӑнтармастчӗ: вӑл хӑйӗншӗн пурте пурпӗрех пулнӑ свидетель судье умӗнче каланӑ пек, хӑйӗншӗн айӑпланаканӗсем те, айӑплаканӗсем те, судьесем те пӗрешкел ют пулнӑ пек калатчӗ…
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Зубавин «хӑйӗншӗн тӑрӑшакан» диверсанта чарчӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл ҫаксене тумарӗ ҫеҫ те мар, хӑйне пачах урӑхла тытрӗ, амаҫури ячӗ хӑйне кӳрентермеллисем кӳрессе пӗлсе тӑнӑ май, вӑл хӑй ҫине тапӑничченех хӳтӗленме хатӗрленчӗ, килйышрисем пурте мӗнпур майсемпе хӑйне хур тӑвасшӑн, кӳрентересшӗн тесе шутласа, кирек мӗнре те усал шухӑш курчӗ, хӑйӗншӗн чи лайӑххи — шарламасӑр чӑтасси пулать, тесе шухӑшларӗ; паллах, нимӗн туманнипе вӑл пирӗн кӑмӑла ҫавӑраймарӗ, пире хӑйӗнчен пистерчӗ ҫеҫ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана йӑмӑкшӑн, хамӑршӑн, аттешӗн хӑйӗншӗн малашнехи кун-ҫулта лайӑххи нимӗн те пулас ҫук пек туйӑнать.Будущее сестры, нас и самого отца не представляло мне ничего хорошего.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне ырӑ тӑвакан мӗнпур ҫынсемшӗн (вӑл хӑйне йышӑнакансене ҫапла калать), ҫав шутра аннешӗн, пирӗншӗн, хӑйӗншӗн кӗлтурӗ, турӑран хӑйӗн йывӑр ҫылӑхӗсене каҫарма ыйтрӗ, ҫине-ҫинех: «Турӑҫӑм, каҫар ман тӑшмансене!» — тесе каларӗ, ӗхлетсе тӑчӗ те каллех ҫав сӑмахсене ҫине-ҫинех асӑнчӗ, урайне перӗннӗ май чӑкӑртатакан асап кӗпи йывӑррине пӑхмасӑр, темиҫе хут та пӗшкӗне-пӗшкӗне илчӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Екатерина Ивановна вара мӗне те пулин тӗрӗс тесе шутланӑ пулсан, унтан вӑл тем тусан та, хӑйӗншӗн кӳренмелле япаласем пулас пулсан та пӗр утӑм та чакмарӗ.
61 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑйӗншӗн, хӑйӗн лӑпкӑ пурнӑҫӗшӗн, хӑрушсӑрлӑхӗшӗн хӑраса, вӑл тӗрӗслӗх ҫулӗ ҫинчен пӑрӑннӑ.Боязнь за себя, за свое спокойствие и безопасность взяла верх над чувством справедливости.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ҫапах та вӗсем выляса илчӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗрле вылярӗҫ, пӗр кӑмӑллӑ пулчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах вӗсен тӑшманӗсем кашни хӑйӗншӗн вылярӗҫ.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Вӑл хӑйӗншӗн кӑна кӳренет, — ӑна хирӗҫ сас пачӗ Стеклов.
17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах Сергей Стекловӑн «кулакла йӑлисене» тиркеме ҫукчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ҫинчен шухӑшламан, хӑйӗншӗн тӑрӑшман.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тутисене пӑчӑртаса лартса, вӑл салху сӑнпа простыньсене, ҫивиттисене, утиялсене шутласа, вӗсене санитарсене парать, анчах ку ӗҫе вӑл ҫак япаласем хӑйӗншӗн ҫав тери шел пулнӑ пек тӑвать.
4 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Тӗрӗс, хӑйӗншӗн аван пулать, — килӗшрӗ Кэукай.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пирӗн арҫын — ахаль арҫын ҫеҫ мар, вӑл ҫар ҫынни е статски; вӑл ҫирӗм ҫултан пуҫласах хӑйӗншӗн хӑй хуҫа мар; вӑл ялан ӗҫре: ҫар ҫынни — вӗренӳсенче, статски — протоколсем, выпискӑсем ҫырать, арӑмӗсем вара ҫав вӑхӑтра пӗтӗмпех купӑста-хӑяр тӑварлас е варенисем пӗҫерес ӗҫе парӑнмасан, французсен романӗсене вулаҫҫӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Вӑл, хӑйӗншӗн канлӗх тупайман пек, будка патӗнче каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ.Он словно не мог найти себе покоя, все ходил взад и вперед возле будки.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.