Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑварнӑ (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл халь те пирӗн валли нумай кучченеҫ парса хӑварнӑ

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗррехинче, прихутри ялсем тӑрӑх иккунпа ҫӳренӗ чухне, пуп ӳсӗр пулнипе ҫумӗнчи пысӑк хӗресне ҫухатса хӑварнӑ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑҫал, тырӑ акса хӑварнӑ хыҫҫӑн ҫӗр валеҫсен, халь ҫуралнӑ ывӑл ачасене те ят парса хӑварас хыпар пур.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑрушӑ траххум чирӗ иккӗшне те сӗм-суккӑр туса хӑварнӑ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫана Михха парса хӑварнӑ тесе шутлать вӑл.

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук пырса кӗриччен кӑштах маларах Лукарье патне Мавра килсе кайнӑ та, ӗнер упӑшки Анук патне кӗни ҫинчен пӗлтерсе, ун кӑмӑлне пӑтратса хӑварнӑ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унти пир тӑрӑхӗсем хушшинче Дуся парса хӑварнӑ укҫа выртать.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни этемӗн асран кайми ачалӑхӗ пур, кашниех чылай саманта ӑшра хӑварнӑ.

Помоги переводом

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Эпӗ вара кушак чӗрнисем хӑварнӑ тарӑн сурансем ыратнине пула йӗрсе ятӑм.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Унта та кунта тӗрлӗ выльӑх «ҫемҫе икерчӗсем» пӑрахса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ашшӗ ачасене кӗрт ӑшӗнче паян ҫӳреме юраман пирки асӑрхаттарса хӑварнӑ иккен.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

…Пилӗк кунтан ялта каллех шӑв-шав ҫӗкленчӗ: Вихтрсен пилӗк сурӑхне килкартинчех пӑвса хӑварнӑ, каҫ-каҫ сӑнчӑртан вӗҫертекен йыттин виллине Анатри пӗве ҫырминче тупнӑ.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

— Амаҫурирен телей куракан пулман, эсӗ те телейлӗ пулаймӑн, — тесе хӑварнӑ ачана хура чунлӑ хӗрарӑм.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫумӗнче ӑна пӑхма хӑварнӑ кӳршӗри Марье аппӑшӗ ҫук, выльӑхсене апат пама кайнӑ пулмалла.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӑйӗн вӑхӑчӗ тивӗҫмен чухне ашшӗ ӑна кӳршӗ-аршӑ патне хӑварнӑ, аяккарахри ҫула тухмалла чухне ҫывӑхри яла качча тухнӑ йӑмӑкӗ патне ҫӗклесе кайнӑ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӗрарӑмӑн лайӑх япалисене йӑлт хывса илсе йӑтса кайнӑ, ҫара ӳтпе тӑратса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тепри тата пӗррехинче конвертпа ҫирӗм пилӗк тенкӗллӗхине сӗтел ҫинех хурса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Колхоз ӗҫченӗсене преми пама йышӑннӑ чухне Кайдураев хушаматне асӑрхамасӑр сиктерсе хӑварнӑ иккен.

Помоги переводом

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Виҫӗ капитан хӑйӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ вӑхӑтӗнче утрав ҫинче хӑйсен ҫемйисене, кӗҫӗн дворянсен пысӑках мар ушкӑнне, пуянах мар ҫынсене тата темиҫе ватӑ ирӗкрен хӑтарнӑ ҫынна хӑварнӑ.

Три капитана во время своего первого путешествия оставили на острове свои семьи, небольшую группу людей младшего дворянства, людей со скромными накоплениями и несколько старых заключенных.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Раман, ачине хӑй аллине илсе, тахҫан лартса хӑварнӑ йывӑҫсем патне пычӗ.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней