Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑварма (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Депутат шута илмелли сӑлтавсӑр ултӑ уйӑх муниципалитетӑн халӑх суйланӑ органӗн пӗр ларӑвне те пыманни ӑна мандатсӑр хӑварма ирӗк парать.

Помоги переводом

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Палӑртса хӑваратпӑр, 2023 ҫулта Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫӑл-борт пыл хурчӗсене пулӑшмалли программа туса хатӗрленӗ, вӑл ҫавӑн пекех вӑтам вырӑс пыл хурчӗсен вырӑнти популяцине сыхласа хӑварма тата сарма май панӑ.

Помоги переводом

Пушкӑрт специалисчӗсем Беларуҫри пыл хурчӗн популяцине юсаса ҫӗнетме пулӑшӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... sh-3219536

Кирек-епле ыйтӑва та анлӑн тишкермелле, тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварма тӑрӑшмалла.

Помоги переводом

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Енчен те эпӗ хам вилӗмпе пирӗн хӗре упраса хӑварма пултарайсанччӗ!

Помоги переводом

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Тен, ӑна чӑнах та сывӑ хӑварма юрамасть пуль! — шухӑш ярӑнса иртрӗ Укаслу пуҫӗнче.

Помоги переводом

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫапла императрица ҫарӗ Улатӑра килсен хӑйне хӳтӗлесе хӑварма ӗмӗтленчӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эсӗ пуҫна ҫӑлатӑн та манӑн пуҫа йӑлмака чйкмелле-и?» — терӗ вӑл, вара ҫак самантпа усӑ курса юлма, пичӗкери укҫана ҫуррине хӑй валли хӑварма, ыттине Пӑкачава ҫитерсе пама, самозванецӑн шанчӑклӑ ҫынни пулма шутларӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Кун пек вӑрман чӑваш ҫыннисене кирек мӗнле инкекрен те ҫӑлса хӑварма пултарать, — шухӑшларӗ Ахмар.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ те пулин халӑх асӗнче «Юлашки кӑвак юман ҫинчен хунӑ юрӑ» упранать, унта чӑвашсем хӑйсен чун-чӗри суранне килес ӑрусене парса хӑварма тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран вара, вӗҫӗмсӗр пӑлхава ҫӗкленнине кура, патша чӑвашсене кӑрал таврашӗсӗр хӑварма шутланӑ, пирӗн ҫӗршывра тимӗр-тӑмӑр сутма, лаҫсем уҫма чарнӑ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах асту, эпир ӑна ҫара пакартан хӑварма пултаратпӑр мар-и?

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав вара юрӑхсӑра тухнӑ тупӑсене пӑрахса хӑварма хушрӗ.

Помоги переводом

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлет кӗтесӗ хӑйне ҫак ҫын ытамӗнчен упраса-сыхласа хӑварма пултараяс пек, ун ҫумне тӗршӗнчӗ.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ хайхи юр пек шурӑ ут тимӗр-кӑвака кая хӑварма тытӑнчӗ, хытӑрах та хытӑрах чупать вӑл…

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ Атей ҫава йӑтса хӑй улӑхне хӳтӗлеме тухиччен ӗҫе килӗшӳпе вӗҫлеме, ырӑ сӑмахпах аслашшӗ, ашшӗсенчен юлнӑ ҫӗре хӳтӗлесе хӑварма май пулмӗ-и, тенӗччӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вилес умӗн вӑл хӑйӗн чӑн ятне ҫеҫ каласа хӑварма ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Этемлӗх лайӑх пӗлет: чи йывӑр, чи трагедилле саманасенче те нацие упраса хӑварма пулӑшакан чи чаплӑ, никам ҫӗнейми пурлӑхсенчен пӗри вӑл тӑван халӑхне чунтан-чӗререн юратакан писатель ҫырнӑ хайлавсем пулнӑ.

Помоги переводом

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Мӗн калас тенине вӑл чун хавалӗпе аран-аран каласа хӑварма ӗлкӗрчӗ…

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кирек тем пулсан та, ӑна ҫухатса хӑварма тӑрӑшмалла… тилӗ пек, — терӗ Паҫук.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫурхисене акса хӑварма чӑрмавсем пулмӗҫ.

Помоги переводом

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней