Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ пӗлетӗп сире: мана улталаса хӑварасшӑн калатӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Пӑрахут капитанӗ пристань патӗнче пӗр баржине хӑварасшӑн пулнӑ, анчах ун патне начальник пынӑ та ҫапла каланӑ:
Шыв илни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Вӗсем чул сарнӑ тӑвӑр уҫлӑх тӑрӑх хутлашнӑ, пӗр енче ҫӳллӗ ҫуртсем ларнӑ, тепӗр енче — ҫырманалла чӑнкӑ шырлан аннӑ; вӗресе тӑракан хӗвӗшӳ Фомана ҫапла туйӑннӑ: ҫак пылчӑкри, хӗсӗкри, шавлӑхри ӗҫрен ҫынсем таҫта тарасшӑн пек тӑрмашнӑ, пӑрахса тариччен — пӗтермен ӗҫӗсене пӗтерсе, чарса тӑраканнине ҫырлахтарса хӑварасшӑн пек васканӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мана килтех хӑварасшӑн, хӑй умӗнчен ниҫта та ярасшӑн мар.
1. Ӑҫта каймалла? // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпир пӗр сӑмах та, Мускавра юрлакан пӗр юрра та илтмесӗр хӑварасшӑн марччӗ.Мы старались не пропустить ни одного слова, ни одной пропетой в Москве песни.
Тӑванла // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Олег хӑйӗн кукамӑшне, ҫитменнине тата чирлӗскере, ниепле те пӑрахса хӑварасшӑн пулмарӗ.Как же не хотелось Олегу оставлять свою бабушку, да ещё больную!
Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Ху ӗҫлеме пултарассин тӑваттӑмӗш пайне ҫеҫ ӗҫлетӗн те, ыттисене те выльӑхсӑр хӑварасшӑн.— Сам в четверть силы работаешь, да хочешь, чтобы и у других живности не было.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
— Ӳстерме тиврӗ, хама тата кил-ҫурта ҫӑлса хӑварасшӑн пултӑм.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ чунӑма савӑнӑҫ кӳрекен юрату туйӑмне яланлӑхах упраса хӑварасшӑн кӑна ӑнтӑлтӑм, ҫав туйӑмшӑн пысӑкрах телей ыйтма тата мӗн те пулин урӑххи ҫинчен ӗмӗтленме май пуррине ӑнланмарӑм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗрин хыҫҫӑн тепри Стеклов, Суржик, Подсолнушкин тухса калаҫҫӗ, — вӗсем пурте Нарышкина хамӑр патра хӑварасшӑн.По очереди выступают Стеклов, Суржик, Подсолнушкин — все за то, чтоб Нарышкина оставить.
49 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Мӗншӗн-ха вӗсем мана хӑйсемпе хӑварасшӑн пулмарӗҫ?» — темиҫе хутчен те ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй, Кэукайпа унӑн тусӗсем ҫинчен шухӑшласа.
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мучи хӑрушлӑха парӑнасшӑн пулмарӗ, — хӑйшӗн мар, епле те пулин Ильсеяра хӑтарса хӑварасшӑн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшрӗ.Но он старался не поддаваться не столько для своего спасения, сколько ради внучки.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫав япаласем ҫывӑхрах тӗл пулнӑ чухне — вӑл вӗсем ҫине урипе йывӑррӑн пусса иртме тӑрӑшать, вӗсене шӑн ҫӗр ӑшне таптаса путарса хӑварасшӑн ку, тейӗн, умри ҫӗр ӑна ҫаплах-ха хӑйӗн ҫӗршер куҫӗсемпе ялкӑшса выртнӑ пек тата вӑл ҫынсен пичӗ-куҫӗсем тӑрӑх утса пынӑ пек туйӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫамрӑк йӗкӗт хӑй ҫырнисене ҫак ҫынна каласа пама юратать, ӑна валли вӑл урӑхларах та калать тата: васкамасӑр; ҫемҫен пӑшӑлтатса, хӑй юратнӑ сӑмахӗсене уйрӑмах витӗмлӗн палӑртса калама тӑрӑшать, хӑш чухне вара, сӑвӑри хӑйшӗн уйрӑмах кирлӗ пек туйӑнакан пӗр-пӗр сӑмаха е йӗркене палӑртса хӑварасшӑн пулса, сӑвӑ итлекене темскере систернӗн кӑлт-калт тӗрткелесе илет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Амӑшӗ ӑна хӑварасшӑн пулман; анчах поручик ӑна кӑшкӑрса пӑрахнӑ та, эпӗ ку вырӑна Столыгин пулӑшнипе илтӗм, унӑн туслӑхне йывӑр кун валли упраса пурӑнас пулать, тесе, арӑмӗн кӑмӑлне хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл калама ҫук нумай укҫа пухса тултарнӑ, тет те, никама та хӑварасшӑн пулман, тет; хӑй укҫине ҫав тери юратса хӑйпе пӗрлех тупӑка илсе кайнӑ, тет.Денег много накопил и ничего оставить не хотел; так свои деньги любил, что с собою в гроб унес.
VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ҫак ытарайми лӑпкӑ пурнӑҫ ҫине нимӗн сиктерсе хӑварасшӑн мар куҫа илмесӗр тӑрӑшса пӑхса кӑкӑр тулли сывлатӑп…Не отрываясь, я смотрел на эту милую жизнь, стараясь ничего не пропустить, и дышал полной грудью.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вилме каяс умӗн вӑл хӑҫан та пулсан гросслазарета илекен салтаксене, аманнисемпе, тыткӑна лекнисемпе фашистсем мӗскер хӑтланни ҫинчен стена ҫине ҫырса хӑварасшӑн пулнӑ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Ӑна машинӑсем юсанӑ ҫӗрте хӑварасшӑн пулнӑ, анчах ку ӗҫ ҫапӑҫуран тата та аяккарах пулнӑ пирки, вӑл хӑйне машина ҫине лартма командира тархасланӑ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Саша Сиверцев, пуҫне кӑна упраса хӑварасшӑн пулнӑ пек ӑна аллисемпе хупласа, ӳкет.Саша Сиверцев падает, закрывая голову руками, как будто только ее и бережет.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.