Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑвалаҫҫӗ (тĕпĕ: хӑвала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил ачисем хурӑнсен турачӗсем хушшинче ӳлесе пӗрне-пӗри хӑвалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кунта та хӑвалаҫҫӗ.

Тоже гонят.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Кур-ха, ун айне сӑвӑласа пичетленӗ: «Гей, гей! Не робей!» куратӑн-и, акӑ хӗрлисем Юденича хӑвалаҫҫӗ.

Тут, смотри, со стихами: «Гей, гей! Не робей!» видишь, это красные гонят Юденича.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Кӗтӳҫӗсем пушшисемпе хыттӑн шартлаттарса канӑҫсӑр кӗтӗве хӑвалаҫҫӗ.

Пастухи громким щелканьем бичей сердито сгоняли обеспокоенное и мычащее стадо.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Ун ҫинелле пӑшалпа переҫҫӗ, ӑна хыҫран хӑвалаҫҫӗ, вӑл карта урлӑ, пахча урлӑ тарса хӑтӑлчӗ.

По нем из ружей кроют, за ним гонятся, а он через плетень, через огороды, да и утек.

2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Йӗри-таврах красноармеецсем бандӑсене хӑвалаҫҫӗ, е бандӑсем — красноармеецсене хӑвалаҫҫӗ, е атамансем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫаҫҫӗ.

А кругом красноармейцы гонялись за бандами, или банды за красноармейцами, или атаманы клочились меж собой.

2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Ун валли ҫут тӗнчере вырӑн ҫук! хӑвалаҫҫӗ ӑна!

Ему нет места на свете! его гонят!

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Вӗсене сарлака хӑмасенчен тунӑ: виҫӗ хӑма тӑрӑх строительсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, икӗ хӑми тӑрӑх, нимӗҫсем бульварти пек, кӑшкӑрашса, кая юлакансене чышкисемпе е винтовка кӳпчекӗсемпе хӑвалаҫҫӗ.

Они были широкие, в пять досок; по трем бегали строители, а по двум остальным, как по бульвару, разгуливали немцы, окриками, кулаками и прикладами винтовок подгоняя тех, кто, по их мнению, бегал недостаточно быстро.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Урӑх тӑмана вӗсем йышӑннӑ вӑрмана килсе лексен ӑна сӑмсисемпе сӑха-сӑха тарса хӑтӑличченех хӑвалаҫҫӗ.

Если другая сова залетала к ним в лес, они набрасывались на неё и били когтями и клювами до тех пор, пока враг не спасался бегством.

Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.

Лавҫӑсем лашисене хӑвалаҫҫӗ, ача-пӑчасем йӗреҫҫӗ, ҫынсем хушшинче красноармеецсем курӑнкалаҫҫӗ.

Возницы остервенело нахлестывали лошадей, плакали дети, в потоке повозок, людей и скота мелькали красноармейские шинели.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Шыв кайӑкӗн ӑратти темерӗн: пӑхма пӳрнескесем пек пӗчӗкҫӗ пулин те шывра пулӑсем пек вӑр-вар: шыв тӑрӑх чупса пӗрне-пӗри хӑвалаҫҫӗ е чӑма-чӑма пытанмалла выляҫҫӗ.

Вот это да: какие смекалистые утята! Сами чуть больше напёрстка, но такие шустрые, плавают как рыбы: то мечутся по водной глади, то под водой прячутся…

Аптраман кӑвакалсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 34,36,40 с.

Тусанланса пӗтнӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ хӗрарӑмсем выльӑхсене хӑвалаҫҫӗ, ҫул айккипе юланутсем пыраҫҫӗ.

Запыленные, черные от загара бабы гнали скот, по обочинам дорог ехали всадники.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн хӑйӑр хытса ларнӑ тӗлӗ ҫийӗпе кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хура пулӑ ишсе ҫӳрет; ҫӗрлесенче ӑшӑх вырӑнсене ҫӗкӗ апат шыраса тухать, ҫыран хӗрринчи симӗс лӑймака хушшинче сазан мӗкӗлтетет; пӑртаспа шӑла пулӑ кӑртӑшсемпе ырашпӗтрисем хыҫӗнчен хӑвалаҫҫӗ; ҫуйӑн рак хуранӗсем хушшинче мӗшӗлтетет, хушӑран симӗс шыва шӑмпӑлтаттарса пӑлхатать те уйӑх ҫутинче ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑркка хӳрине ҫатӑлтаттарса илет, унтан каллех вара, ир енне шыв ҫисе якатнӑ хура карӑш айӗнче ӗнтӗркесе выртас умӗн, мӑнттай ҫамкаллӑ, уссиллӗ пуҫӗпе рак хуранӗсене тӗрткелесе ухтарма каять.

Над песчаным твердым дном стаями пасутся чернопузы; ночью на россыпь выходит жировать стерлядь, ворочается в зеленых прибрежных теремах тины сазан; белесь и суда гоняют за белой рыбой, сом роется в ракушках; взвернет иногда он зеленый клуб воды, покажется под просторным месяцем, шевеля золотым, блестящим правилом, и вновь пойдет расковыривать лобастый усатой головой залежи ракушек, чтобы к утру застыть в полусне где-нибудь в черной обглоданной коряге.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсем ниҫта кайса кӗрейми асапланаҫҫӗ, чыхӑна-чыхӑна кайса хартлатаҫҫӗ, казахсем ӳпресене аллисемпе сулса хӑвалаҫҫӗ, килте ӳстернӗ табака вӗҫӗмсӗр йӑсӑрлантараҫҫӗ.

Лошади нудились, чихали, казаки отмахивались руками, беспрестанно чадили табаком-самосадом.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем сӑмах чӗнмесӗр учӗсене хӑвалаҫҫӗ.

Казаки молча торопили коней.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вун сакӑр юлан ут иртсе каять пас тытнӑ виҫӗ улмуҫҫипе чармакланнӑ сӑрт тӗмески ҫумӗнчен; унтан вӗсем, йӗнер ларкӑчисене нӑчӑртаттарса, лашисене уҫӑ юртӑпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле хӑвалаҫҫӗ.

Восемнадцать всадников миновали курган, подпиравший три обыневших диких яблоньки, и свежей рысью, поскрипывая подушками седел, пошли на северо-восток.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каллех ун хыҫҫӑн хӑвалаҫҫӗ.

И снова за ним погоня.

Ҫуна // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Каллех уҫӑлать хапха, каллех хӑвалаҫҫӗ.

И снова открылись ворота, снова погоня.

Ҫуна // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Шывӗ лашасене хырӑм айӗ таран; утсем шыва хавассӑн кӗрсе кайрӗҫ, хӑйсене ҫӑварлӑхланӑ пулин те тата хуҫисем хистесе хӑвалаҫҫӗ пулин те, вӗсем утнӑ ҫӗртех шыв ӗҫме тытӑнчӗҫ.

Вода подходила лошадям по пузо, они охотно шли в воду и пили на ходу, взнузданные, понукаемые всадниками.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрӗнкеленнӗ кучерсем утсене нимӗн хӗрхенмесӗр хӑвалаҫҫӗ.

Подвыпившие кучера гнали безжалостно.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней