Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хытхура (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑпӑш клумбӑсем ҫине пӑхсан, унччен кунта ҫын ҫӳллӗш хытхура пулни, вӗсем хушшинче ҫӑлкуҫ пачах ҫухални ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ.

Помоги переводом

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Мӗн шутпа чупрӑм эпӗ унта — хам та пӗлмерӗм, анчах хайхи хытхура тӗлне ҫитсен, сасартӑк чарӑнтӑм та пилӗк ҫумӗнчи пӗр мулкача вӑшт ҫеҫ салтса илтӗм.

Помоги переводом

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Нумай та утмарӑмӑр, пӗр хытхура тӗлӗнчен, вӑтӑр-хӗрӗх утӑм ҫеҫ пулать, ҫурма шурӑ, ҫурма тӗссӗр карсак сиксе те тухрӗ.

Помоги переводом

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Кун пек ҫуртра вилме маннӑ пӗр-пӗр йӳтенӗ карчӑкӑн ҫеҫ пурӑнмалла, ҫакӑнта ӳсекен хытхура хушшинче пӗр-икӗ чӑхӑн тата кӗсенленсе пӗтнӗ анчӑк ҫурин ҫеҫ сулланса ҫӳремелле пек туйӑнать.

В таком домике впору было бы жить какой-нибудь старушке, забытой смертью.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Урсэкие ӑна хытхура пусса илнӗ улах вырӑнта курчӗ.

Урсэкие нашел его на пустыре.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑмӑш хушшипе пырса, вӗсем ҫапӑпа тӗрлӗ хытхура купаласа хунӑ вырӑн патне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Пробираясь меж тростником, остановились они перед наваленным хворостом и фашинником.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Чӑнкӑ ҫырана пӗтӗмпех хытхура сырса илнӗ, ҫыранпа ҫырма йӳппи хушшинчи лапамра вара ҫын ҫӳллӗш таранах хӑмӑш ӳсет.

Обрывистый берег весь оброс бурьяном, и по небольшой лощине между им и протоком рос высокий тростник; почти в вышину человека.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Хӑш чухне каҫхи тӳпе темиҫе ҫӗрте те ҫаран ҫинчи тата шыв хӗрринчи типнӗ хӑмӑш тунипе тӗрлӗ хытхура ҫунтарнӑран ӳкнӗ ҫутӑпа ҫуталса илет, вара ҫурҫӗрелле вӗҫекен акӑшсен тӗттӗм карти сасартӑк кӗмӗл тӗслӗ е кӗрен ҫутӑпа ҫуталса каять, ку вара тӗттӗм тӳпере хӗрлӗ тутӑрсем вӗҫнӗ пекех туйӑнать.

Иногда ночное небо в разных местах освещалось дальним заревом от выжигаемого по лугам и рекам сухого тростника, и темная вереница лебедей, летевших на север, вдруг освещалась серебряно-розовым светом, и тогда казалось, что красные платки летали по темному небу.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

«Хула» пуш-пушах, килкартине вӗлтӗренпе хытхура пусса илнӗ.

В Городке было пусто, двор зарос травой.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем шӑнса ларнӑ пылчӑк тумхахӗсемпе типсе хӑрнӑ хытхура тӗмескисем ҫинче тапӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫурма сасӑпа пӗрне-пӗри ҫапла калакалаҫҫӗ:

Они топтались на кочках мёрзлой грязи и жухлого бурьяна, вполголоса говоря друг другу:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Четыхер ҫаврӑнса пӑхрӗ, чирленӗ вӑкӑр пекех мӗкӗрсе ячӗ, унтан, кукӑр урисемпе шултра хытхура тунисене, хӑрӑк-ҫӗрӗк йывӑҫ татӑк-хуҫӑкӗсене, кирпӗч ванчӑкӗсене тӗшӗрттерсе, кил хушши тӑрӑх утса кайрӗ — тем те пӗр тӑкса-пӑрахса тултарнӑ, япӑха янӑ ҫӗре сухаласа пырать ку, тейӗн.

Четыхер оглянулся, замычал, точно больной бык, и пошёл по двору, кривыми ногами загребая бурьян, гнилые куски дерева, обломки кирпичей точно пахал засоренную, сброшенную землю.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Хӗрсем, ҫепӗҫҫӗн йӑл кулса, ун патнелле утса пыраҫҫӗ, хӑмла ҫырли йывӑҫҫи тӗмӗсемпе хытхура тунисем вӗсен кӗпи аркисене ҫакланаҫҫӗ, хӗр-туссем, хӑпӑнми ҫакланчӑксенчен вӗҫерӗнкелесе, е сылтӑмалла, е сулахаялла сулланкалаҫҫӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӗлеткисене каялла авӑнтарса, иккӗшӗ те хуллен кӑна ҫӑри-ҫари айкашкаласа илеҫҫӗ.

Они шли к нему, слащаво улыбаясь, малина и бурьян цапали их платья, подруги, освобождаясь от цепких прикосновений, красиво покачивались то вправо, то влево, порою откидывали тело назад и тихонько взвизгивали обе.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Воеводинсен сарлака, икӗ хутлӑ, антресольсемлӗ, колоннӑсемлӗ тата террасӑллӑ ҫурчӗ шултра хытхура пусса илнӗ килхушши варринче ишӗлсе ларать.

Широкий, двухэтажный, с антресолями, колоннами и террасою, воеводинский дом развалился посредине двора, густо заросшего бурьяном.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Анчах эсир каллех хытхура ӑшне пытанӑр.

Только вы спрячьтесь обратно в бурьяны.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ хытхура ӑшӗнчен пуҫа кӑлартӑм та хӗре чӗнсе илтӗм.

Я высунул голову из бурьяна, окликнул девушку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Типсе кайнӑ хытхура, йытпырши, сӳсен пусса ларнӑ уй-хир ҫавӑн пек ҫунма пултарать.

Так могут гореть заросли сухого будяка, верблюжатника и песьего цвета.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ӗнтӗ ӳт-пӗве тата кӑшт хытарас та йӗплӗ хытхура урлӑ сиксе ӳкесси кӑна юлать, унта вара… хӑйӑрлӑ утрав, ун ҫинче хӑва тӗмисем — хамӑр пуҫтарӑнма палӑртса хунӑ вырӑнта тусӑмсем мана кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Надо немного напружинить тело, перепрыгнуть через бешенюку — колючий бурьян — и дальше… остров, заросли верболоза, где на условном месте сбора ожидают меня мои друзья.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тӳнет хытхура.

Падали бурьяны.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ӑна тӗрлӗрен хытхура та талпиҫен, вӗтӗ йывӑҫ тӗмисем тата тӗрлӗрен чей чечекӗсем пусса илнӗ.

На ней серели осоты, стояли татарники и виднелись светлосиреневые цветочки цикория или питрова батига.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Хытхура хушшинче, хурӑнран икӗ-виҫ утӑм айккинерх, лапчӑтса-кукӑртса пӗтернӗ металл купи курӑнать, аякран вӑл тӗл-тӗл хура путӑклӑ хӗрлӗ пӑнчӑ евӗр ҫеҫ палӑрать.

И среди бурьяна в двух метрах от нее выступала груда исковерканного металла, издалека казавшаяся лишь красным пятном с черными провалами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней