Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыттӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хыттӑн (тĕпĕ: хыттӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мекӗрлен, маттурӑм, мекӗрлен! — хыттӑн кӑшкӑрни пӳлӗме тултарса лартрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳрленсе тӑрасшӑнччӗ, пилӗкӗ хыттӑн ыратса кайнипе йынӑшса ячӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫывӑрма хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ, хапхана хыттӑн шаккарӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫынсем кӳршӗ-аршӑпа хыттӑн пулни-иртнине сӳтсе явма пикенчӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ы-ы-ш-ш-ш! — хыттӑн кӑшкӑрса янипе вӑранса кайрӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӳрече патне ҫывхарчӗ те витрине кантӑк ҫумне тытса: — Ҫак витре пек пушӑ пулмалла пултӑр сире. Аллӑр-урӑр типсе хӑртӑр, — терӗ хыттӑн чӗтрекен тутисемпе.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кам эсӗ? — амӑшӗн чӗри хыттӑн сиксе тапма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Вӑрларӗҫ пирӗн хӗре, — кӳреннӗн, хыттӑн татса пачӗ Нюҫҫа.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак ҫӑткӑнсенчен хӑтарсам! — тархасласа хыттӑн ыйтрӗ вӑл, пӗр самантлӑха шӑпланчӗ, унтан сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрчӗ:

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫитменнине, совет влаҫӗ пекех, хӑнкӑласем хыттӑн ҫыртрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле (шӑпах ҫапла, вӑрӑ-хурахла, коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене пуҫлӑхӗ вӗрентнӗ пек ҫӗрле тунӑ) Кузнецовсен чӳречинчен хыттӑн шаккарӗҫ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫыру сӗтелӗ хушшинче ларакан Малюҫ хӑранипе ручкине хыттӑн ҫатӑрласа тытнипе лешӗ хуҫӑлнине те сисмерӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла майпа хӑйӗн вӑйне упрать, — сасӑпах калаҫрӗ Валерий Викторович военрук, арӑмне хыттӑн ыталаса.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле Ванюшӑн аллине хыттӑн чӑмӑртаса тытнӑ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш арӑмне хыттӑн ыталарӗ те чуптуса илчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗтеретпӗр ӑна, ӗҫ ҫыннисене сусӑрлататпӑр, тӑлӑхсен йышне ӳстеретпӗр, — хыттӑн каласа хучӗ Ваҫиле.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тарӑн варта шӑппӑн систернӗ юрату халӗ хыттӑн янӑрарӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗпер тӑрӑх хыттӑн шавласа шкул ачисем иртсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан хурҫӑ алӑка уҫӑпа кӗмсӗртеттерсе уҫрӗ те хыттӑн: — Кузнецова гражданка! — терӗ.

Помоги переводом

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тинех Тимуш ӑнкарса, пӗтӗм чунтан савӑнса ячӗ хыттӑн кӑшкӑрса.

Помоги переводом

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней