Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хырӑмӗсем выҫсан, вӗсем тирексем патне апатланма чупатчӗҫ; шӑрӑхпа турткӑшса сывлакан сурӑхсем пӗр ҫӗре кӗпӗрленетчӗҫ те пуҫӗсене пӗр-пӗрин хырӑмӗ айне пытаратчӗҫ; ачасем, вӗсен ҫывӑхне ларса, хӑйсен качака ҫӑмӗнчен тунӑ сумккисене курӑк ҫине саркаласа хуратчӗҫ, хурӑн хуппинчен тунӑ пӗчӗк ещӗксенчен чӑкӑт кӑларатчӗҫ те, кукуруз ҫӑкӑрне сӑхӑмлӑн чӑмла-чӑмла, чӑкӑта алран алла куҫакан сухан пуҫӗпе пӗрле ҫыртса ҫиетчӗҫ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Малтанах пулӑсем хӑраса ӳкрӗҫ те айккинелле саланса пӗтрӗҫ, анчах тинӗс енчен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ушкӑн хӑпарчӗ, вара манӑн кӑвакарнӑ ура хырӑмӗсем лосоҫсене текех хӑратмарӗҫ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Шӑнса кӑвакарнӑ, хырӑмӗсем карӑнса кайнӑ, урисем патак пек имшерленнӗ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Кусен, тӑванӑм, хырӑмӗсем те ахаллисенни пек мар…
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑрҫӑ инкекне хырӑмӗсем сарӑличчен кӳпчӗр, никамӑн та нихҫан та вӑрҫӑ пуҫласа ярас ан килтӗр вара!..Чтоб нажрались той войны, чтоб никому уже не захотелось ее никогда!..
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хырӑмӗсем те хыр тӑрне кайрӗҫ пуль паҫӑрах.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе ларнӑ, хырӑмӗсем выҫнӑ, шӑнса ӗнтӗркенӗ ачасене ыйхӑ часах пусса илчӗ.Приткнувшись друг к другу, голодные и прозябшие ребята не в силах долго бороться со сном.
46 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Тепӗр темиҫе минутран вӗсем шыва кӗрсе тухрӗҫ те, хырӑмӗсем выҫнӑ пулин те, телейлӗскерсем, шыв хӗррине канма ларчӗҫ.Через несколько минут, выкупавшись в реке, голодные, но счастливые, ребята уселись на берегу.
26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ачасен хырӑмӗсем выҫса кайрӗҫ.
9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Зал тӑрӑх симӗс ҫухаллӑ, кӑкрисемпе хырӑмӗсем ҫине ылтӑн тӳме лартса тултарнӑ служащисем пӗр сасӑсӑр чупкалаҫҫӗ.По залу бесшумно бегали служащие с зелеными воротниками, золотыми пуговицами на груди и животе.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пурин те хырӑмӗсем выҫнӑ.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хырӑмӗсем тутӑран, хӑрушӑ ӗҫ ӑнӑҫуллӑ вӗҫленнӗрен, хӑйсем чӗрӗ те сывӑ пулнӑран, Хушкапуҫ ӑшӑ картара ҫула май колхоз капанӗнчен ҫаклатнӑ утта ҫисе тӑнӑран, — ахӑртнех, вӑл та кӑмӑллӑ пулӗ, — ачасен кӑштах ӗмӗтленсе выртас килчӗ.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Кашниннех хырӑмӗсем выҫнӑ, Анна Васильевна тата хӑнисене пӗрмаях: уҫӑ сывлӑшра апат питӗ усӑллӑ, тесе ӗнентерчӗ, ытларах ҫиме хистерӗ; вӑл ҫавнашкал сӑмахсене Увар Ивановича та каларӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫӳҫӗсем кӑтра, аллисем вӑрӑм, хырӑмӗсем малалла мӑкӑрӑлса тухнӑ; ӳчӗсене тӗрлӗ краскӑпа илемлетнӗ, ӳчӗсем пытару вӑхӑтӗнче тунӑ шӑйрӑксемпе тӗрленсе тӑраҫҫӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Лашасем, — вӗсен ҫилхисемпе хӳрисем чӑмакланса пӗтнӗ, хырӑмӗсем пысӑк, параппан пек, пӑнкӑ-пӑнкӑ пулсан та, — лайӑхскерсем пулчӗҫ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Ҫӗр варринче тахӑш казак таҫтан мурӗнчен ансӑр мӑйлӑ икӗ вӑрӑм тӑм кӑкшӑм ҫӗклесе пычӗ; вӗсен хырӑмӗсем ҫинче ҫурри ҫӗрӗшнӗ этикеткӑсем кӑшт ҫеҫ палӑраҫҫӗ, сӗркӗчленӗ пӑккисен чие ҫырли тӗслӗ сӗркӗч пичечӗсем айӗнчен тӑхлан пломбӑсем йывӑррӑн усӑнса тӑраҫҫӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хирӗҫ килекенсем каласа пачӗҫ-ха: лашасем хырӑмӗсем таран кӗрсе ӳксе ашаҫҫӗ, урапа кустӑрмисем ҫаврӑнмаҫҫӗ, ҫураннисем, ав, санашкал лутрашка кутамассем, ҫул ҫинчех лап! тӑсӑлса ӳкеҫҫӗ, тет те, ҫавӑнтах пылчӑк ӑшне путса вилеҫҫӗ, тет.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урасем итлеми пулса пыраҫҫӗ, ура хырӑмӗсем хытса ларнипе ыратаҫҫӗ, атӑ путушӗсем ҫумне пылчӑк сырӑнать, унран ниепле те хӑпса пӗтейместӗн.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Утсем, вар тӗвне аннӑ чух, хырӑмӗсем таран ҫемҫе юр ӑшне пута-пута кӗчӗҫ, тахӑшӗн ӑйӑрӗ, ҫур умӗнхи хӗрӳлӗхпе хыттӑн ихахлата-ихахлата кӗҫенчӗ, тапӑҫса хӑтланчӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Генералсем пуҫӗсене усса пынӑ, хырӑмӗсем пӑкӑртатнӑ — ҫиес килнӗ.
Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.