Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыпар сăмах пирĕн базăра пур.
хыпар (тĕпĕ: хыпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
23. Анчах сирӗн пӗр иккӗленмесӗр ҫирӗп ӗненсе тӑрас пулать, хӑвӑр илтнӗ Ырӑ Хыпар панӑ шанчӑка пӑрахас пулмасть; ҫавӑ Ырӑ Хыпара ӗнтӗ тӗнчере мӗн пуррине пурне те пӗлтернӗ; эпӗ, Павел, ҫав Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлекен пултӑм.

23. если только пребываете тверды и непоколебимы в вере и не отпадаете от надежды благовествования, которое вы слышали, которое возвещено всей твари поднебесной, которого я, Павел, сделался служителем.

Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эсир хӑвӑра Хӑйӗн тивлечӗпе Чӗнсе Илекене пӑрахса Ырӑ Хыпара урӑхла вӗрентни хыҫҫӑн ҫапла хӑвӑрт кайнинчен тӗлӗнетӗп эпӗ; 7. урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук, сире пӑлхатакан, Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑсасшӑн тӑрӑшакан ҫынсем ҫеҫ пур.

6. Удивляюсь, что вы от призвавшего вас благодатью Христовою так скоро переходите к иному благовествованию, 7. которое впрочем не иное, а только есть люди, смущающие вас и желающие превратить благовествование Христово.

Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапах та, хыпарне илтессе илтсен те (ял хыпарӗ пуриншӗн те пӗр хыпар, хӗрпе каччӑ хушшинчи хыпар — пушшех те!), Матвирен хаяр ҫыру илсен, хытӑ тӗлӗннӗччӗ вара Куля.

Через некоторое время получил он от Матвея письмо… уже кто-то настрочил, прыткий (в деревне ведь секретов нет, тем более если дело в парне с девушкой).

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хыпар ямасть, тахҫантанпах Егор та хыпар ямасть.

— Молчит, давно и упорно молчит Егор.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан самозванеца хӑйне тытни ҫинчен те Зурин хыпар илчӗ, ку хыпарпа пӗрлех ӑна малалла каясран чарӑнса тӑма хушнӑ.

Наконец Зурин получил известие о поимке самозванца, а вместе с тем и повеление остановиться.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку вӑл ҫӗнӗ япала тупнӑ пекех, тӗрӗссипе каласан, Татаринов капитан уҫнӑ Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ ҫинчен калакан хыпар пекех кӗтмен хыпар.

Это тоже было открытие, и, пожалуй, еще более неожиданное, чем открытие Северной Земли капитаном Татариновым.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Томӑн эрнекун ирхине чи малтан илтнӗ хыпарӗ савӑнмалла хыпар пулчӗ.

Первое, что услышал Том в пятницу утром, было радостное известие.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Апла пулин те хальлӗхе «Хыпар», «Хресчен сасси», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» /пурте «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑраҫҫӗ/ хаҫатсенче тӑрӑшакан калем ӑстисемшӗн тӗпре ял валли специалистсем хатӗрлекен аслӑ шкулӑн паянхи йывӑрлӑхӗ-ҫитӗнӗвӗ ҫинчен вулакана уҫӑмлатса парасси пулчӗ.

Помоги переводом

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Тӗлпулура «Хыпар» Издательство ҫурчӗ» АУ директорӗ-тӗп редакторӗ Михаил Арланов чӑваш халӑхӗн наци пӗрремӗш кӑларӑмӗ «Хыпар» йӗркеленнӗренпе кӑҫал 110 ҫул ҫитни ҫинчен асӑннӑ май Издательство ҫурчӗн истори ҫул-йӗрӗпе кӗскен паллаштарчӗ, пирӗн хаҫат-журнал хускатакан халӑха ҫывӑх темӑсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Вӑл ҫавӑн пекех «Хыпар» Издательство ҫурчӗ тӑван литературӑна халӑхра сарас тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫсем /«Хыпарта» ҫеҫ — «Кӗнеке ҫӳлӗкӗ», «Пурӑнать ялта писатель», «Культура», «Литература», «Чӑваш тӗнчи» страницӑсем тухса тӑраҫҫӗ/ ҫинчен те чарӑнса тӑчӗ.

Она также отметила работу Издательского дома "Хыпар" по пропоганде родной литературы среди народа (только в "Хыпар" выходят такие страницы как "Книжная полка", "Живет в деревне писатель", "Культура", "Литература", "Чувашский мир").

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

10. Халӗ ҫав тивлет Иисус Христос Ҫӑлаканӑмӑр килсен паллӑ пулчӗ: Вӑл вилӗме пӗтерчӗ, Ырӑ Хыпар урлӑ пурӑнӑҫпа вилӗмсӗрлӗх кӳчӗ; 11. мана ҫав Ырӑ Хыпара пӗлтерекен апостол тунӑ, суя тӗнлисене вӗрентме хушнӑ.

10. открывшейся же ныне явлением Спасителя нашего Иисуса Христа, разрушившего смерть и явившего жизнь и нетление через благовестие, 11. для которого я поставлен проповедником и Апостолом и учителем язычников.

2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ан вӑтан: эпӗ, Унӑн ҫынни, тӗрмене ларнӑшӑн та ан вӑтан; ман пекех Турӑ вӑйне шанса, манпа пӗрле Ырӑ Хыпаршӑн асаплан.

8. Итак, не стыдись свидетельства Господа нашего Иисуса Христа, ни меня, узника Его; но страдай с благовестием Христовым силою Бога,

2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Пачах урӑхла: Петра ӳт кастарнисене Ырӑ Хыпар пӗлтерме шаннӑ пек, мана ӳт кастарманнисене Ырӑ Хыпар калама шаннине курсассӑн 8(Петра ӳт кастарнисем патӗнче апостол ӗҫне Тума Пулӑшаканӗ мана та суя тӗнлисене вӗрентме пулӑшрӗ), 9. мана панӑ тивлет ҫинчен пӗлсессӗн, тӗн тӗрекӗ шутланакан Иаков, Кифа тата Иоанн пире, Варнавӑпа иксӗмӗре, пӗр ӗҫ тӑватпӑр тесе алӑ пачӗҫ, эпир суя тӗнлисем патне, вӗсем ӳт кастарнисем патне кайма пултӑмӑр; 10. тата пире чухӑнсене асра тытса тӑма хушрӗҫ, эпӗ ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама тӑрӑшрӑм.

7. Напротив того, увидев, что мне вверено благовестие для необрезанных, как Петру для обрезанных 8. [ибо Содействовавший Петру в апостольстве у обрезанных содействовал и мне у язычников], 9. и, узнав о благодати, данной мне, Иаков и Кифа и Иоанн, почитаемые столпами, подали мне и Варнаве руку общения, чтобы нам идти к язычникам, а им к обрезанным, 10. только чтобы мы помнили нищих, что и старался я исполнять в точности.

Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эпир пӗлтерекен Ырӑ Хыпар ӑнланмалла мар пулсассӑн та, вӑл пӗтекеннисемшӗн, 4. ӗненменнисемшӗн ҫеҫ ӑнланмалла мар — Христос мухтавӗ ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпар ҫутине ан курччӑр тесе, вӗсенӗн ӑсне ҫак тӗнченӗн турри туйми тунӑ; Христос вара — курӑнми Туррӑн сӑнарӗ.

3. Если же и закрыто благовествование наше, то закрыто для погибающих, 4. для неверующих, у которых бог века сего ослепил умы, чтобы для них не воссиял свет благовествования о славе Христа, Который есть образ Бога невидимого.

2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара астутаратӑп; эсир ӑна йышӑнтӑр, ӑна тытса та тӑратӑр; 2. пурне те эпӗ хӑвӑра каласа панӑ пек тытса тӑратӑр пулсассӑн, эсир ахальтен анчах ӗненмен пулсассӑн ҫав Ырӑ Хыпар урлӑ ҫӑлӑнатӑр та.

1. Напоминаю вам, братия, Евангелие, которое я благовествовал вам, которое вы и приняли, в котором и утвердились, 2. которым и спасаетесь, если преподанное удерживаете так, как я благовествовал вам, если только не тщетно уверовали.

1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ Евангелие вӗрентсе, нимӗн илмесӗрех, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар саратӑп, Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн илме тивӗҫлипе усӑ курмастӑп, ҫавӑншӑн мана пайта пулӗ.

За то, что, проповедуя Евангелие, благовествую о Христе безмездно, не пользуясь моею властью в благовествовании.

1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эпӗ Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗп пулсан, манӑн нимӗн мухтанмалли те ҫук: ку — манӑн тумалли ӗҫ; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремесессӗн хуйхӑ ҫитӗ мана!

16. Ибо если я благовествую, то нечем мне хвалиться, потому что это необходимая обязанность моя, и горе мне, если не благовествую!

1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24-25. Ӗнтӗ Турра мухтар: Вӑл сире эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ — Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Хыпар урлӑ — тата сире ӗмӗр-ӗмӗртенпех пытарӑнса тӑнӑ вӑрттӑнлӑха пророксем урлӑ уҫса парса ӗненме тӗреклӗлентерет; халӗ ӑна, ӗмӗрхи Турӑ хушнипе, пур халӑхсене те — вӗсем пурте ӗненсе Турра пӑхӑнччӑр тесе — пӗлтернӗ.

24. Могущему же утвердить вас, по благовествованию моему и проповеди Иисуса Христа, по откровению тайны, о которой от вечных времен было умолчано, 25. но которая ныне явлена, и через писания пророческие, по повелению вечного Бога, возвещена всем народам для покорения их вере,

Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ырӑ Хыпар этеме Турӑ умӗнче мӗнле тӳрре тухмаллине уҫса пырать: Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ курӑнать, ӑна ӗненӳ урлӑ ҫеҫ тупма пулать, вӑл ӗненӳ патне илсе пырать.

17. В нем открывается правда Божия от веры в веру,

Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме вӑтанмастӑп: ҫав Хыпар — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекене вӑл кирек кама та — малтан иудее, унтан эллина та — ҫӑлать.

16. Ибо я не стыжусь благовествования Христова, потому что оно есть сила Божия ко спасению всякому верующему, во-первых, Иудею, потом и Еллину.

Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней