Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хушӑран вӑл иккӗленчӗ те: чӑнах та пике ун ҫине кӑмӑллӑнах пӑхрӗ-ши, — ҫавӑн пек вӑхӑтра вӑл минутлӑха чарӑна-чарӑна тӑчӗ; анчах хӑвӑрттӑн тапакан чӗре, нимпе те тытса чармалла мар вӑй тата шиклӗх малаллах туртрӗҫ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Урампа ӗҫлӗ халӑх сӗнкӗлтетет: хушӑран проспект урлӑ ӗҫе васкакан вырӑс мужикӗсем каҫаҫҫӗ, вӗсем извеҫпе вараланса пӗтнӗ атӑ тӑхӑннӑ, ку атӑсене ӗнтӗ хӑйӗн таса шывӗпе чапа тухнӑ Екатерински канал ҫуса тасатас ҫук.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Землянка енчен купӑс сасси илтӗнет, хушӑран арҫынсемпе хӗрарӑмсем майӗпен юрлаҫҫӗ:
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чӑлан тӑрринчен такам икӗ хӑмине хӑпӑтса кӑларнӑ пулнӑ, ҫав хушӑран уйӑх ҫути кӗнӗ.
Хӑрасси ӳссех пырать // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.
Ҫӗрлесенче тӑтӑшах ҫемйисене кайса кураҫҫӗ; таврӑннӑ чухне ҫӑкӑр, сухари, вир кӗрпи, ҫӑнӑх илсе килеҫҫӗ, пӗҫерсе ҫимелӗх какайне, хушӑран пӗрре ют хуторсенчен выльӑх вӑрласа, ним ытлашши чӑрманмасӑр тупкаласа пыраҫҫӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хушӑран вӑл Аксиньйӑна илтмиех пулчӗ, унӑн сасси инҫете-инҫете кайса пынӑ пек, уҫӑмсӑррӑн янӑраса, пачах ҫӗтсе ҫухалнӑ пек туйӑнчӗ.Иногда он вовсе переставал слышать Аксинью, голос ее удалялся, звучал глуше и затихал совсем.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑйсен хӳрине ӳкнӗ милиционерсем хыҫалтан хӑвалама тапратсан, Фоминпа ыттисем, вӗсене хирӗҫ перкелесе илсе, хӗвеланӑҫнелле тапса сикрӗҫ, хушӑран хӑр-хар ятлаҫкаласа тата чарӑнмасӑрпа пӗрех вӗшле йытӑсем йӗрлекен кашкӑрсем пек аяккалла тарчӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хушӑран кӑна янкӑр тӑрӑ тӳпе тинӗсӗнче таҫти ҫӳлти ҫил арпаштарса мамӑклантарнӑ шурӑ пӗлӗтсем юхса иртрӗҫ, ейӳ кайнӑ шыв тӑрӑх вӗсен кӳлеписем акӑшсем пек картан-картан шуса иртрӗҫ те, инҫетри ҫырана ҫитсе перӗнсе, куҫран ҫухалчӗҫ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫакна вӑл лере хӳтӗленекен боецсем янӑравсӑррӑн ҫухӑра-сухӑра янинчен, хушӑран карабинсемпе пенӗ сасӑсенчен ӑнланчӗ.Он догадывался об этом по глухим отчаянным вскрикам, но редкой прерывистой стрельбе оборонявшихся.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Фомин отрячӗ пылчӑклӑ ҫул тӑрӑх тӑсӑлса пырса сӑрт тӑррине улӑхрӗ, сиввӗн йышӑннӑ хутор ӗнтӗ паҫӑрах куҫран ҫухалчӗ пулин те, Григорий ҫаплах ӑшра хушӑран хушӑ кулкаласа илчӗ:
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ытларах чухне хӑй сӑмах каларӗ, хушӑран ун вырӑнне Капарин тухса калаҫрӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӗнтӗ каҫсерен вӑл вӑрӑм кунчаллӑ шукӑль аттине унчченхи пек йӑл-тӑр-ялтӑр ҫуталиччен тӑрӑшса тасатма та, кашни кун хырӑнма та пӑрахрӗ, ҫапах та кӑштах калаҫкаласа ларма тата сыпкаласа илме хушӑран пӗрре тенӗ пек хӑйӗн эскадронӗнчи хутор казакӗсем патне ҫав-ҫавах кӗркелесе тухрӗ, анчах калаҫӑва-мӗне питех хутшӑнмарӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хушӑран вӑл: «Ав мӗнле хӗрарӑмсем пур пирӗн!
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мишка, хушӑран пӗрре алшӑллипе тутине шӑлкаласа, ним шарламасӑр сӗт сыпса ларчӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпир ӑна ҫул парса, тӗрлӗ сасӑпа: «Чипер кайӑр, Лидия Алексеевна, тепре курнӑҫиччен!» — тесе ӑсатрӑмӑр, Лидия Алексеевна аран тухрӗ пирӗн хушӑран.
VIII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Хушӑран ҫеҫ пысӑк ҫурт хапхисен айӗнче пирус вучӗ амаланни палӑркалать.Только изредка в темных парадных домов покрупней или под арками ворот краснели огоньки папиросок.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Прохор тутине чаплаттаркаласа, хушшӑн-хушшӑн шӑнса пӑсӑлнӑ сасӑпа хӑркӑлтатса: «Ну-у-у, хӑлинсем!» — тесе кӑшкӑрать те чӑпӑрккипе хӑмсарса илет, Григорий пушӑ чӑвӑшлатса шӑхӑрнине илтет, лашасем, хушмачсене нӑчӑрт-начӑрт! тутарса, пичев пӑявне туртӑнтарнине, умра пыракан урапан хыҫалти ӳречине хушӑран турта вӗҫӗпе тӑк-так ҫапӑнса, лав хӑвӑртрах шунине туять.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫапах та хушӑран вӑл, куҫӗсене усса, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫумӗнчи сивӗ пас эпеклӗн чӗпӗтнине туйса, тахҫантанпах илӗртсе тӑнӑ ӗмӗт — хӑй пайтах хуйхӑ-суйхӑпа нуша тӳссе тертленнӗ, юратман упӑшкапа ҫур пурнӑҫ асапланса пурӑннӑ, вӗҫӗмсӗрех йывӑр асаилӳсемпе тулса ларнӑ Татарскинчен, ылханлӑ тӑван тавралӑхӗнчен Григорипе пӗрле ӑҫта та пулин аяккарах пӑрахса каяс ӗмӗчӗ — пӗр кӗтмен ҫӗртен тата ытла та тӗлӗнмелле пурнӑҫа кӗнӗшӗн савӑнса кулать.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сазансем хушӑран симӗс ҫулҫӑллӑ кӳкӗрченсен хушшине кӗрсе ҫухалаҫҫӗ те пута пуҫланӑ хӗрлӗ ҫӳҫе ҫулҫисене хыпкаласа, каллех уҫӑ ҫӗре ишсе тухаҫҫӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лейтенант ура ҫине тӑрса пуҫ тайрӗ, ҫывӑрса кайнӑ поручик ҫине хушӑран пӗрре ним тума пултарайман пек пӑхса илсе, Григорие туслӑн ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ, хӗрсех темскер калаҫрӗ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.