Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Кам хальтерех авланнӑ, ҫавӑ вӑрҫа ан кайтӑр, ун ҫине нимӗнле тивӗҫ те хумалла мар; пӗр ҫул хушши вӑл хӑйӗн килӗнче ирӗкре юлтӑр, качча илнӗ арӑмне савӑнтарса пурӑнтӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗтем ҫинчи ӗҫӳпе юхтаркӑчри ӗҫӳ пуҫтарӑнса кӗрсессӗн, эсӗ ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ ту; 14. вара уявӑнта савӑн, ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 15. [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илес вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ кун уяв ту; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ мӗн тунине пурне те, санӑн аллу тӑвакан пур ӗҫе те пиллӗ, эсӗ вара савӑнса анчах пурӑнӑн.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унпа пӗрле эсӗ йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫи; унпа пӗрле ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр, инкек ҫӑкӑрӗ, ҫи, Египет ҫӗрӗнчен санӑн питӗ васкаса тухма тивнӗ, ҫапла санӑн хӑв Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ куна мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех асӑнта тытса тӑмалла пултӑр; 4. ҫичӗ кун хушши санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче йӳҫӗтсе пӗҫерни нимӗн те пулмалла мар, пӗрремӗш кун каҫхине кӳнӗ парне ашӗнчен те ирччен нимӗн те юлмалла мар.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та — чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 7. анчах ҫинӗ апатне кавлекен, чӗрни хушши тарӑн йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫакна ан ҫийӗр: тӗвене, мулкача, ҫӗр мулкачне, мӗншӗн тесессӗн вӗсем кавлеҫҫӗ пулсассӑн та, чӗрнисем вӗсенӗн икке уйӑрӑлман: вӗсем сирӗншӗн таса мар; 8. сыснана та ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӗкӗр чӗрнеллӗ пулсассӑн та, ҫинӗ апатне кавлемест: вӑл сирӗншӗн таса мар; вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сана йӑвашлантарас тесе, санӑн чӗрӳнте мӗн пуррине, эсӗ Унӑн ӳкӗчӗсене упрассипе упрамассине тӗрӗслесе-сӑнаса пӗлес тесе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, акӑ ӗнтӗ хӗрӗх ҫул хушши сана пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗ, эсӗ ҫак пӗтӗм ҫула асӑнта тыт; 3. Вӑл сана йӑвашлантарса тӑчӗ, выҫӑпа тертлентерчӗ, унччен эсӗ хӑв та, аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе усрарӗ: ҫапла сана этем ҫӑкӑрпа ҫеҫ пурӑнманнине, этем Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан пур тӗрлӗ [сӑмахпа та] пурӑннине кӑтартса пачӗ; 4. хӗрӗх ҫул ӗнтӗ сан ҫире тумтирӳ кивелмерӗ, уру шыҫӑнса аптӑратмарӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Гахирофран кайсассӑн, тинӗс варрипе каҫса пушхире ҫитнӗ, вара виҫӗ кун хушши Ефам пушхирӗпе пынӑ, кайран Мерра текен вырӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Израиле тарӑхса ҫитрӗ, ҫак халӑха Вӑл хӗрӗх ҫул хушши пушхир тӑрӑх Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тунӑ ӑру пӗтӗмпе вилсе пӗтиччен илсе ҫӳрерӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисей вӑрҫӑран таврӑннӑ ҫарпуҫсене, пинпӳсене тата ҫӗрпӳсене ҫилленнӗ те 15. вӗсене каланӑ: эсир [мӗншӗн] пӗтӗм хӗрарӑма чӗрӗ хӑварнӑ? 16. вӗсем акӑ Валаам вӗрентнипе, Фегора юраса, Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫаран ютшӑнтарчӗҫ, ҫавна пула мӗн чухлӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗ пӗтрӗ; 17. ҫапла вара пур арҫын ачине те вӗлерсе тухӑр, ар вырӑнӗ ҫинче арпа хутшӑннӑ пур хӗрарӑмне те вӗлерӗр; 18. арпа хутшӑнман хӗрачисене вара хӑвӑр валли чӗрӗ хӑварӑр; 19. ҫичӗ кун хушши тапӑр тулашӗнче пулӑр; ҫын вӗлернисем, вӗлернӗ ҫынна тӗкӗннисем пурте виҫҫӗмӗшпе ҫиччӗмӗш кунсенче тасалччӑр, эсир те, сирӗн пата тыткӑна лекнисем те ҫапла тӑвӑр; 20. пӗтӗм тумтире, пӗтӗм сӑран япалана, качака ҫӑмӗнчен мӗн тунине пурне те, пӗтӗм йывӑҫ савӑта тасатӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче те сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун хушши уявлӑр; 13. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: вунвиҫӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр; вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 14. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: вунвиҫӗ пӑруран кашнийӗ пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, икӗ такаран кашнийӗ пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 15. вунтӑватӑ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 16. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳрӗр, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парне ҫумне тата унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
Йыш 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫичӗ кун хушши ҫапла парне кӳрсе тӑрӑр; ку — ҫӑкӑр, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне; ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, эрех сапса кӳрекен яланхи парне ҫумне хушса памалла.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫак уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче те уяв; ун чухне ҫичӗ кун хушши тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр ҫимелле.17. И в пятнадцатый день сего месяца праздник; семь дней должно есть опресноки.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та кам вӑрҫӑ хирӗнче хӗҫрен вилнӗ ҫынна е ахаль вилнӗ ҫынна, е этем шӑммине, е тупӑка сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулать.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Саккун ҫакӑн пек: чатӑрта ҫын вилес пулсассӑн, кайран чатӑра кам та пулин кӗрес пулсассӑн, ҫавӑ та, чатӑрти пур япала та ҫичӗ кун хушши таса мар пулать; 15. ҫиелтен витсе ҫыхман, хупламан кирек мӗнле уҫӑ савӑт та таса мар.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кам та кам пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; 12. виҫҫӗмӗш кунне тата ҫиччӗмӗш кунне унӑн ҫав [шывпа] ҫӑвӑнса тасалмалла, вара таса пулать; виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑнса тасалмасассӑн, таса мар пулать; 13. кирек кам та, пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ пулсассӑн, кайран тасалман пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫуртне ирсӗрлетет: ун пек ҫынна Израиль хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл тасатакан шывпа ҫӑвӑнман, вӑл таса мар, унӑн тасамарлӑхӗ хӑйӗн ҫинчех.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа: Эпӗ пур, тет, эсир Мана илтӗнмелле мӗн каларӑр, Эпӗ сире ҫапла тӑвӑп; 29. сирӗн ӳтӗрсем ҫак пушхирте выртса юлӗҫ; эсир, шута кӗнисем, шутласа тухсассӑн мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавсем пурте, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, Мана ӳпкелекенсем, 30. Эпӗ аллӑма ҫӗклесе сире вырӑнаҫтарма тупа тунӑ ҫӗре эсир Иефонния ывӑлӗ Халевсӑр пуҫне, Нав ывӑлӗ Иисуссӑр пуҫне пӗри те кӗреймӗр; 31. ачӑрсем ҫинчен эсир: вӗсем тӑшман тупӑшӗ пулӗҫ, терӗр; Эпӗ вӗсене ҫав ҫӗре илсе кӗрӗп, вӗсем эсир тиркенӗ ҫӗре курӗҫ, 32. сирӗн виллӗрсем вара ҫак пушхире выртса юлӗҫ; 33. эсир асса пурӑннӑ пирки сирӗн ывӑлӑрсем пушхирте хӗрӗх ҫул хушши вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ, сирӗн ӳтӗрсем пушхирте ӳксе пӗтиччен хаса курӗҫ; 34. хӑвӑр ҫӗр пӑхса ҫӳренӗ хӗрӗх кун шучӗ тӑрӑх, эсир хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хӗрӗх ҫул хаса куратӑр, пӗр куншӑн ҫулталӑк хаса куратӑр, вара Эпӗ пӑрахсассӑн мӗн пуласса ӑнласа илетӗр.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа хушнипе ҫула тухнӑ, Ҫӳлхуҫа хушнипе чарӑнса тӑнӑ: пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче тӑнӑ чухне вӗсем те ҫав вӑхӑт хушши пӗр вырӑнта тӑнӑ; 19. пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче чылай вӑхӑт хушши тӑнӑ чухне Израиль ывӑлӗсем те, Ҫӳлхуҫа ҫапла кӑтартнине пӑхӑнса, ҫула тухман; 20. хӑш чухне вара пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче сахал вӑхӑт хушши тӑнӑ: вӗсем Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе чарӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе хускалса ҫула тухнӑ; 21. хӑш чухне пӗлӗт каҫран пуҫласа ирччен ҫеҫ тӑнӑ, ирхине пӗлӗт ҫӗкленсе кайнӑ, ун чухне вӗсем те хускалса кайнӑ; е пӗлӗт кӑнтӑрла тата ҫӗрле тӑнӑ, вӑл ҫӗкленсессӗн, вӗсем те хускалса кайнӑ; 22. е тата пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче икӗ кун е пӗр уйӑх, е темиҫе кун тӑнӑ, ун чухне Израиль ывӑлӗсем те чарӑнса тӑнӑ, ҫула тухман; пӗлӗт ҫӗкленсессӗн тин хускалса кайнӑ; 23. Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе чарӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе ҫула тухнӑ: Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсем Ҫӳлхуҫа кӑтартнине пӑхӑнса пынӑ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ; 40. пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр; 41. Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр; 42. ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла: 43. Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 34. Израиль ывӑлӗсене кала: ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа Ҫӳлхуҫашӑн ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ тӑвӑр; 35. пӗрремӗш кунӗнче сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 36. ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; саккӑрмӗш кунне сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: ку — уявпа сывпуллашни, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа уявӗсем, сирӗн кӑтартса хунӑ вӑхӑтра чӗнсе пуҫтармалли сӑваплӑ пухусем, ҫаксем: 5. пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш [кунӗнче,] каҫхине Ҫӳлхуҫа Пасхи; 6. ҫав уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнче Ҫӳлхуҫа ячӗпе — тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ; ҫичӗ кунччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; 7. пӗрремӗш кунӗнче сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 8. ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр; ҫиччӗмӗш кунне каллех сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӗрарӑмӑн тасалмалли вӑхӑтра ҫеҫ мар, ахаль чухнех чылай кун хушши юн юхать пулсассӑн е тата тасалмалли вӑхӑтӗнче юн юхни вӑраха кайсассӑн, вӑл ахаль кунсенче юн кайнӑ чухне те, тасалмалли вӑхӑтӗнче юн кайнӑ чухне те таса мар; 26. вӑл ахаль кунсенче юн юхнӑ чухне выртакан кирек мӗнле вырӑн та, тасалмалли вӑхӑтӗнче выртнӑ вырӑн пекех, таса мар пулӗ; кирек мӗнле япала та, ун ҫине вӑл ларас пулсассӑн, тасалмалли вӑхӑтӗнчи пек таса мар пулӗ; 27. вӗсене сӗртӗнекен кирек кам та таса мар пулӗ: ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.