Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: Эпӗ сана Мана парне кӳнине сӑнаса тӑма хушатӑп; Израиль ывӑлӗсем кӳрекен пур парнерен те Эпӗ сана, санӑн ывӑлусене священник ӗҫӗшӗн ӗмӗрлӗхе пай панӑ; 9. ҫунтармасӑр хӑваракан аслӑ сӑваплӑ парнесенчен сана акӑ ҫакӑ пултӑр: Мана кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, ҫылӑхшӑн кӳрекен кирек хӑш парне те, кирек хӑш ӳкӗнӗҫ парни те; сана, санӑн ывӑлусене аслӑ сӑваплӑ парне ку.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сана тата калама хушатӑп: ҫапла тӑвӑр: хӑвӑр ачӑрсем валли, хӑвӑр арӑмӑрсем валли Египет ҫӗрӗнчен чаплӑ урапасем илсе кайӑр, аҫӑра илӗр те кунта килӗр; 20. хӑвӑр япалӑрсене ан хӗрхенӗр, эпӗ сире пӗтӗм Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласене парӑп, те, тенӗ.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавна май Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне 2015 ҫулта Чӑваш Енре сарлака ярӑмлӑ Интернет сечӗпе ҫыхӑнтармалли инфратытӑма ҫавнашкал халӑх пурӑнакан вырӑнсенче аталантармалли «ҫул карттине», проекта 2018 ҫулта вӗҫлеме палӑртса, ҫирӗплетме хушатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Ҫавӑн пекех сӗт туса илекен килти хушма хуҫалӑхсемпе, вӗсем паракан сӗт пахалӑхне шута илсе, тӳлесе татӑлмалли тухӑҫлӑ тытӑма 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса хума хушатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн тивӗҫлӗ органӗсемпе пӗрле монохуласене аталантаракан фонд укҫи-тенки шутӗнчен пирӗн ытти хуласем валли те пулӑшу илме хушма заявкӑсем тӑратассине тивӗҫтерме хушатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945