Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуть сăмах пирĕн базăра пур.
хуть (тĕпĕ: хуть) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлнӗ пулсан, карчӑкпа сывпуллашнӑ пулӑттӑм хуть, атту нихҫан та венчетре пулман пек тухса килтӗм.

— Знал бы, хучь со старухой попрощался бы, а то поехал, как сроду не венчанный.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

 — Эсӗ ман ҫине хуть кунне пӗрре те пулин пӑхтӑр тесе, туфли те тӑхӑнасшӑнччӗ те, анчах сухаланӑ пусӑ тӑрӑх, вӑкӑрсемпе, туфлипе нумаях ҫӳреймӗн.

— Хотела ишо туфли надеть, чтобы ты на меня хоть разок за весь день взглянул, да по пашне, с быками, в туфлях недолго проходишь.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ хӑвӑрт чупса килӗп, ӑна юрӑп, вӑл вара хуть пӗр хутчен те пулин ман ҫине ачашшӑн пӑхса илӗ, тен тав тӑвӗ, «Спаҫҫибӑ, Варя!» тейӗ.

Я быстро сбегаю, угожу ему, и он хоть разок за все время поглядит на меня ласково и, может, даже скажет: спасибо, Варя!»

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Варя унӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ хырӑмне хуть кӑшт та пулин курма пултарасси ҫинчен шутласан, Давыдов вӗриленсе ӳкрӗ, вӑл тельняшкин уҫӑлса кайнӑ аркисене тачӑрах пӗрлештерсе витрӗ.

При одной мысли о том, что Варя могла хоть мельком увидеть его разрисованный живот, Давыдова бросило в жар, и он плотнее запахнул разъезжавшиеся полы тельняшки.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вилес умӗн те пулин хуть йӗнер ҫине ларма, юлашки хут кил картинче уттарса ҫӳреме ирӗк пар ӗнтӗ мана.

Дай мне хоть перед смертью в седле посидеть и хоть разок по двору шажком проехать.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ хуть анаталла юрттар вӗсене!

Но ты хоть под горку тронь их рысцой!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эп мӗнле «чӳлмек» леҫнине пӗлетӗп, эс хуть колхоз председателӗ пулсан та, лашасене усӑсӑр чуптарттараймӑн мана, шалишь, тӑванӑм!

— Я знаю, какой «горшок» я везу, но хоть ты и председатель колхоза, а без толку скакать меня не заставишь, шалишь, брат!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑра миррӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем, кӑкӑрӗ, хырӑмӗ ҫине сапса тухнӑ вӑл, хаклӑ тумламсенчен хуть пӗрне те пулин ҫухатасран хӑраса, ҫӑва урисем тӑрӑх, хул айӗсемпе мӑйӗ тавра хӑвӑрттӑн сӑтӑрма пуҫланӑ.

Она налила густую благовонную мирру себе на плечи, на грудь, на живот и, боясь потерять хоть одну драгоценную каплю, стала быстро растирать масло по ногам, под мышками и вокруг шеи.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней