Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хутлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хутлӑ (тĕпĕ: хутлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Авӑ, кӑвак сӑрпа сӑрланӑ икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт, куратӑн-и?

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӑйӗн сӑн-питне вылянчӑклӑн, лапчӑткаласакукӑрткаласа кӑтартакан Атӑл (ун варрипе халӗ, ҫӑра хура тӗтӗм палкатса, шыва кустӑрмисен ҫунаттисемпе тапӑч ҫапнӑ пек тӑтӑш ҫатлата-ҫатлата, икӗ хутлӑ шурӑ пӑрахут тӑвалла ыйхӑллӑн-мӑраннӑн шӑвать) шывӗпе, ывӑҫласа ӗҫмеллех тасаскерпе, шапӑр-шапӑр ҫӑвӑнкаласан, сӑмса тутрипе сӗртӗнкелесе типӗнсен, каччӑсем ҫывӑхри чиркӳ чанӗ тӗнкӗл-тӗнкӗл тунӑ майӗн ӗнертен юлнӑ имсим юлашкисене ҫырткаларӗҫ те хырӑм картне лартаймасӑрах пасаралла таплаттарчӗҫ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӗнкӗлтететчӗҫ-ха вӗсем наукӑпа тӗпчев институчӗ вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурт умӗпе, унтан ҫӳллӗ хӳме, хӑлтӑр-халтӑр карта-хура ҫумӗпе хӗлхемсӗр сӑмахсемпе перкелешсе.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, эрех тесен Америкӑри ҫӗр те икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчен те куҫа хупмасӑр я-я-янк! сикме хатӗрскер, пуракне те, ҫыртмаллисен пакетне те юлташӗсене тыттарса хӑварса, хурҫӑ ӑйӑрне хаваспах сиккипе поселокалла ӗрӗхтернӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ ҫав икшер хутлӑ ҫуртсем кивелсе кайнӑ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Виҫ-тӑватӑ ҫул хушшинчех хӑйӗн ем-ешӗл бульварӗсемпе, тӑхӑршар хутлӑ ҫурчӗсемпе, шкулӗсемпе, кинотеатрӗпе тата ытти ҫурт-йӗрӗсемпе Атӑлӑн ҫыранӗ тӑрӑх тӑсӑлса кайнӑ хулан ку чухнехи капӑрлӑхне пиншер туристсем асӑрхамасӑрах ирте-ирте каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӑталӑххи, тӗпкӗчӗ, ялта икӗ хутлӑ ҫурт хӑпартнӑ.

Помоги переводом

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Пуринчен те паллӑраххи — ку таврари ялсенче ниҫта ҫукки — икӗ хутлӑ шкул ҫурчӗ.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак «хӳш» — икӗ хутлӑ, чӗнтӗрлӗ-тӗрӗллӗ карнислӑ, крыльцаллӑ, виҫӗ чӳречеллӗ, тетте евӗр илемлӗ те капӑр ҫурт.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Часах пӗрремӗш самолет сывлӑша ҫӗкленчӗ, плошадка ҫийӗн ҫаврӑнса тулӑ ани ҫинелле, сигнальщица ялавпа кӑтартнӑ ҫӗрелле, ҫул тытрӗ, ана хӗррине ҫитсен, икӗ хутлӑ ҫуначӗсене тайӑлтарса илчӗ, вара кӗрхи калча ҫине суперфосфат сапма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Правлени ҫакӑнта, аялти хутӗнче, ҫӳлте — читальнӑ, — терӗ мана Шӑрт, икӗ хутлӑ ҫурт умне ҫитсен.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чи малтанах уй хӗрринчи ферма ҫурчӗсем, пысӑк ҫӗнӗ ҫуртсем, силос башни, шыв уҫлакан башня курӑнса кайрӗҫ, унтан — ял варринчи паллӑрах ҫуртсем: икӗ хутлӑ клуб, шкул, колхоз правленийӗ, медпункт, пушар каланчи…

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӑватӑ хутлӑ ҫурт умӗнчен иртнӗ чух тротуартан пӑрӑнмалла пулчӗ: пӗр подъезд умӗнче лав тӑрать, ун тавра темле ҫынсем чупкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Акӑ ҫакӑнта пирӗн хваттер, — терӗ Вадим, Атӑл хӗрринчи тӑватӑ хутлӑ ҫурт умӗнче чарӑнса.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав ҫуртсен вырӑнне икӗ хутлӑ кермен туса лартнӑ…

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Юлашки ҫулсенче ӳссе ларнӑ ик-виҫӗ хутлӑ ҫуртсен урамӗпе вӑрмана тухрӑм.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫапла вӗсем хулари икӗ хутлӑ чул ҫурт умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла вӗсем пӗр хутлӑ кивӗ ҫурт умне пырса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ хутлӑ сарай тӳпи янраса кайрӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем икӗ хутлӑ чул ҫуртпа сылтӑм кӗтесри хуҫалӑх лавкки хушшине кӗпӗрленсе тӑнӑ.

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней