Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Мӗнле, тӑм шӑхличӗ, парне илтӗн-и? — пырса тухрӗ ун умне хурарах кӑна тутар ачи.
6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тумтир тӗркемне кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса Джесси унран хурарах хӗрлӗ кӗпине силлесе кӑларчӗ те йӑнӑш тӳмелерӗ; пуҫне кӑвак шарфпа хупларӗ; йӑпшӑна-йӑпшӑна чупса хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ; чӑлхине, ури тӗлне лекнӗ пушмакне тӑхӑнчӗ, укҫана ҫыру чикрӗ те — чӳрече уҫса тӑкӑрлӑкри тротуар ҫине сиксе анчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Джесси аялта, кӗтесри хурарах хӗрлӗ обойлӑ пӳлӗмре, выртать.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унӑн хурарах хӗрлӗ корпусӗ, шурӑ палуби, ҫӳллӗ мачтисем, мӗн пур пайӗн пӗтӗмӗшле пропорцилӗхӗ тата тӗп линийӗн ӗлккенлӗхӗ ӑна сумлӑн хаклама хистеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Горн капмар кӑнттам кӳлепене кӑсӑклансах тӗсет; Дрибб-кӗҫӗннин пуҫӗ пӗчӗк те ҫаврака, питне хурарах хӗрлӗ тимӗртен туптаса тунӑ тейӗн; шупка хӗрлӗ йӑрӑмлӑ шурӑ кӗпи тарланӑ ҫӑмламас кӑкӑрне уҫнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Бамбук вуллисене симӗс, кӑвак, хурарах хӗрлӗ тата шупка хӗрлӗ сӗмсем капӑрлатса витнӗ, ҫулҫӑсен тӗртӗмӗсенче арпашӑнчӑк мӗлкесем вӗлкӗшеҫҫӗ, таҫта инҫех те мар вӑрман кайӑкӗн карланки хулӑннӑн шӑхӑрчӗ — ӗнӗрекен инструмент сасси евӗр шанӑҫсӑррӑн, татӑк-кӗсӗкӗн.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Шывалла чӑнкӑн тайлӑмланнӑ хысаклӑ сӑртсем тӗл пулаҫҫӗ; ту породисен чалӑш е горизонталь йӑрӑмӗсем ҫав сӑртсен тӑррине хӑмӑр, сарӑ, хура тата хурарах хӗрлӗ сӗмсемпе капӑрлатаҫҫӗ.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл алӑсӑр, — матрос курткин пӗр ҫанни ҫакӑнчӑк; тепри, чавса таран тавӑрнӑскер, мускулӗн хурарах хӑмӑр пружинине кӑтартать, вӗсем тачка, тӗреклӗ пӳрнесемпе вӗҫленеҫҫӗ.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хурарах хӗрлӗ юбкӑсӑр тата кӑвак хӑюпа капӑрлатнӑ ҫӑмӑл шурӑ тутӑрсӑр пуҫне, — ӑна хул пуҫҫинчен уртнӑ, — хӗр ҫинче урӑх нимӗн те ҫук.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ун ҫинче икӗ ҫанӑ тавӑрмиллӗ сӑран куртка, симӗс кӗленче тӳмеллӗ хӗрлӗ жилет, лакпа витнӗ ансӑр шлепке — ҫатма ҫине ӳпӗнтернӗ хурана аса илтерекенскер; мӑйӗ тавра — тӑваткал куҫлӑ шарф, урисенче — хурарах хӗрлӗ, тӗве пуставӗнчен ҫӗленӗ шӑлавар ҫийӗн — хулӑн тӗплӗ ҫемҫе атӑ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Сире эпир ларакан ҫак кӑмака килӗшет-и? — хӑйне пысӑка хурарах ыйтрӗ Титания.— Вам нравится эта печь, в которой мы сидим? — снисходительно произнесла Титания.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шыв ялти ҫатан карта ҫийӗнчи сывлӑш пек янкӑр, тӑрӑ, эпӗ юхан шыв тӗпне куратӑп, хӑйӑрӑн таса сийӗсем, хурарах юшкӑнпа ҫурри таран хупланнӑ пӗренесем, хӑма татӑкӗсем; вӗсен ҫийӗн ҫуначӗсене ерипен хуската-хуската пулӑсем тӑраҫҫӗ: шултрисем, вӗттисем, вӗсен айӗнче, аялта, шыв курӑкӗ сип-симӗс — кайӑксем вӗҫе-вӗҫе анакан улӑх-ҫаран тӗмӗсем евӗр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Ҫынсенчен пӗри ятлаҫать, чӑмӑрӗпе хаяррӑн сулкалашать, унтан — тата ытларах вараласа — хурарах хӗрлӗ шлепкине тилӗрсех сӑтӑрса тасатма пикенчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Комендантӑн моряк карттусӗ, хурарах хӗрлӗ пиншакӗ, шурӑ шӑлаварӗ, кӑвак галстукӗпе йӳнӗ туйи электричество хунарӗн йӑлкӑш ҫутинче хӑйсен пӗтӗм мӗскӗнлӗхӗпе тухса тӑчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Битт-Бой ҫинче — лоцман карттусӗ, ҫыхса тунӑ хурарах хӗрлӗ фуфайка, кӑвак пиҫиххи, хулӑн пушмак, аллинчен ҫумӑртан хӳтӗленмелли плащ уртса янӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Хаяр ӳхӗрӳ-мӗкӗрӳ ӑна хӗрӳлентерсех ячӗ; тӑнран кайса, мӗн тунине ӑнланаймасӑр вӑл йӗрӗх кӗлеткине хаярлӑхпа ҫунакан хурарах хӗрлӗ пит енне вӑркӑнтарчӗ; тӑм турӑ чул сарнӑ ҫул ҫине тӳнклетсе ӳкрӗ те тӗпренсе саланчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Чечеке эпӗ тупса килнӗччӗ, мӗн ятлӑччӗ — ас тумастӑп; ҫӳллех мар, симӗс тӗслӗ, шӑрка тунисем хурарах хӗрле.Цветок был привезен мной; я не помню его названия; он невелик, зеленый, с коричневыми тычинками.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Хурарах тӗксӗм тӗслӗ ҫӳҫе хул пуҫҫинчен аяларах выртать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Тачӑ хупнӑ чӳрече хупӑлчисем тутӑхнӑ болчӗсемпе чӗриклетеҫҫӗ, юхмалли пӑрӑхсенчен шыв шарлаттарса тӑкӑнать; хаваслӑхшӑн ҫунакан чӗремӗрсене вӗлерме приговор палӑртнӑ ҫын шухӑшӗнчен те хурарах сӗм тӗттӗмлӗх кӗрсе вырнаҫнӑ.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Чӗнтӗрлӗ тутӑр ӑшне пуҫтарса чикнӗ хурарах ҫӑра ҫӳҫӗ хул пуҫҫинчен лексе арпашнӑ.Ее темные густые волосы, забранные в кружевную косынку, сбились, касаясь плеч.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.