Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тарӑн варти тӗлпулу хыҫҫӑн икӗ-виҫӗ эрне иртсен ҫиллине ниҫта хурайман Кабаргас ял Советне шӑнкӑр-шанкӑр пырса кӗчӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Республика ертӳҫисем тата Патшалӑх ҫурт-йӗр фондне укҫа хывакансем тӑрӑшнипе пӗлтӗр кризис та программӑна аталанма ура хурайман, анчах палӑртнӑ планран кӑшт чакма тивнех.
Кризис ура хураймарӗ // Вера Александрова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.
Магистрат башни ҫинче тӑракан часовойсем ҫеҫ лавсен пӗр пайӗ вӑрман хыҫнелле кӗрсе кайнине асӑрханӑ; анчах вӗсем козаксем засада тума хатӗрленеҫҫӗ пулӗ тесе шутланӑ; француз инженер та ҫаплах шутланӑ; ҫав вӑхӑтрах кошевой тӗрӗс каланӑ: хулара апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пулман, иртнӗ ӗмӗрсенчи пек ҫарсем хӑйсене мӗн чухлӗ апат-ҫимӗҫ кирлине шутласа хурайман.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Апла пулсан, мучи документа каялла пырса хурайман пулас! — терӗ Петька сасартӑк, шикленнипе чарӑлнӑ куҫӗсемпе пурне те пӑхса илсе.
43 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Хӗвелпе ӑшӑннӑ хура тӑпра шӑрши ҫеҫенхирте ҫеҫкине кӑларса пӗтерекен ҫӗленкуҫ чечекӗсен акӑш-макӑш хӳхӗм шӑршине хупласа хурайман.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Поварсем вучах шӑтӑкӗ турӗҫ, унтан-кунтан, тӗрлӗ ҫынсен килкартишӗсенчен тӗплӗрех ҫӗре хурайман вут сыпписем йӑтса пӑтӑ пӗҫерме те тытӑннӑ ӗнтӗ.Кашевары, вырыв яму и притащив с разных дворов плохо лежавшие чурки, уже варили кашу.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Анчах ытла хӑвӑртрах туса хурайман вӗсем хӑйсен ӗҫне; Соловцов килме пӑрахсан, малтанлӑха Катерина Васильевна салхуллӑ та пулман, шухӑша та кайса ҫӳремен, унччен малтан вара вӑл унпа сиввӗн калаҫнӑ, тата ҫаксемсӗр пуҫне те вӑл ашшӗн: унтан сыхланмалла, текен канашне лӑпкӑн йышӑннӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кашниех йӑнӑшма пултарать; ҫын хӑй ӑнланман япаласем ҫинчен калаҫать пулсан, айван йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ; анчах Марья Алексевна Лопухова кӑмӑллать пулсан, вӑл ӑна хӑйӗн ҫав йӑнӑшӗсене пула кӑна кӑмӑллать тени тӗрӗс мар пулӗччӗ: Марья Алексевнӑна Лопуховӑн чӑн-чӑн ӗҫӗсемпе сӑмахӗсенче мӗн те пулин шанмалла марри курӑннӑ пулсан, пуян хӗр ҫинчен тата Филипп Эгалите ҫинчен пулма пултармалла мар тем тӗрлӗ шухӑшланисем те Марья Алексевнӑн сывӑ ӑс-тӑнне хупӑрласа хурайман пулӗччӗҫ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Сошников патӗнче пултӑмӑр, концерта чӗнме кайнӑччӗ, — малти пӳлӗмӗнче пуҫтарса хурайман кӗрӗк ҫакӑнса тӑрать, эпӗ, ачам, тытрӑм та пӗр пӗчӗкҫӗ хӳрине шатӑрт тутартӑм.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Нумаях вӑй хурайман вӑл кунта.
Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07
Танлаштарма вӑл кризис тапхӑрӗнчи 2009 ҫул кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ: ун чухне 1,7 млн ҫын тулли ӗҫ кунӗпе вӑй хурайман.
Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
- 1