Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунта ӗнтӗ картиш те мар, сад темелле, урлӑ иртекен курӑк пуснӑ сукмак та халь аллейӑ пулса тӑнӑ, ӑна ешӗл ҫулҫӑ сулхӑнӗ хупӑрлать.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тепӗр чух этем хӑйпе хӑй те хуҫа мар; ӑна темле тамӑк вӑйӗ ҫӗклентерсе ярать, чӗрене сӗмлӗх хупӑрлать, куҫӗсем ҫиҫӗм ҫиҫтереҫҫӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах акӑ ҫанталӑк каллех пӑсӑлать, пӗлӗт тӗттӗмленет, тинӗс ҫинчен витӗр курӑнми тӗтре килсе хупӑрлать.Но портилась погода, небо темнело, с моря надвигался непроницаемый туман.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
8. Вӑл тӳпене пӗлӗтсемпе хупӑрлать, ҫӗр валли ҫумӑр хатӗрлет, тусем ҫинче курӑк [тата этемшӗн усӑллӑ тырӑ] ӳстерет; 9. выльӑх-чӗрлӗхе те, Хӑйӗнчен кӑшкӑрса ыйтакан ҫӑхан чӗпписене те апат парать.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Усал ҫыннӑн хӗн курасси нумай, Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнакана ырӑлӑх хупӑрлать.10. Много скорбей нечестивому, а уповающего на Господа окружает милость.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2