Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хупрӗ (тĕпĕ: хуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫӗн алӑкӑн тимӗр питӗркӗчне шанкӑртаттарса уҫса хупрӗ, симӗс листа витнӗ пысӑк пӳртпе тӗреклӗ лупас айсене кури-курми пӑхса илчӗ.

На ходу глаз невольно отметил добротные строения и дом, крытые зеленой жестью.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул вӑл айлашнине итлесе пӗтермерӗ, пӳрт алӑкне Ивук сӑмси умӗнчех тӑррӑст! тутарса хупрӗ те Хветле хыҫҫӑн крыльца ҫинчен анчӗ, хӳме урлӑ пуп картишне сикрӗ.

Яндул не стал слушать угроз Ивука, с треском захлопнул перед его носом дверь и поспешил вслед за Хветле по ступенькам крыльца, перемахнул прямо через забор в поповский двор.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тимӗрҫӗ тӗп сакай алӑкне хупрӗ, пуканне ун ҫине лартрӗ.

Кузнец водрузил половицу на место, поставил на нее чурбак.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапах та нимӗн те чӗнеймерӗ хӑй, куҫне хупрӗ те аяккалла пӑрӑнчӗ.

И ни на что не решался, не знал, как повести себя.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Юрать, ку ӗҫ питӗ лайӑх, — тем аса илесшӗн куҫӗсене мӑч-мӑч хупрӗ Камышин.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ку хушӑра куҫне хупрӗ те асар-писеррӗн урса тӑракан вӑрҫӑ хирне, хӑй пулнӑ юлашки ҫапӑҫӑва аса илчӗ.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илтет Ахтупай арӑмӗ Эрнепи, ваттисем тӗрлӗ калаҫаҫҫӗ: пӗрисем Мускав патши вӗсене пурне те тытса хупрӗ пулӗ теҫҫӗ; теприсем лӑплантарма пӑхаҫҫӗ — ҫул вӑрӑм, ан васкӑр-ха, чиперех килсе ҫитӗҫ ак теҫҫӗ; урӑх тӗрлӗ калаҫакансем те пур: Тукай хӑйӗн юратнӑ хӗрне Сарри мӑрса ывӑлне качча панӑ та тутарсенчен хӑраса Сӑр таврашнех пурӑнма юлнӑ, ял ҫыннисене те хӑй патне хӑварнӑ имӗш.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑ хӑйне тепре ҫӗҫӗпе чикессе кӗтсе куҫне хупрӗ.

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Ремис куҫне хупрӗ, ӳчӗ ҫемҫелсе кайрӗ…

Помоги переводом

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пелихан чӗнмерӗ, куҫӗсене хупрӗ те тӑнне ҫухатрӗ.

Помоги переводом

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ой, ҫав мур илесшӗ пупӗсем, канма килекенсене граммофон итлеме кансӗрлеҫҫӗ, — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса, чӳречене шалт! хупрӗ хуҫа.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн профессор кӗленче калпак айне шур кӑвакарчӑна хупрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑна ал айне лекнӗ кипкепе пусса шӑлчӗ те пӑртак та пулин канса илес тесе куҫне хупрӗ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай алӑка хупрӗ те, Ятламас тӑрӑшса, васкамасӑр тата сӗркӗчне вылятнӑ майӑн кӳлепипе енчен енне сулӑнса хурлӑхлӑран та хурлӑхлӑ кӗвӗ калама пуҫларӗ.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи кӗҫӗн алӑка пӗр сассӑр хупрӗ те шал енчен тӗкӗлесе хучӗ.

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна айӑплама сӑлтав тупрӗ — тытса хупрӗ, ҫакса вӗлерттерчӗ…

Помоги переводом

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Магмет-Эминь сывлӑш ҫитменнипе хӑй ҫийӗнчи юркавне сирсе пӑрахрӗ те куҫне хупрӗ.

Помоги переводом

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат сӑмах тӗртсе чуна ыраттарнӑ хыҫҫӑн Урасмет шутласа хунӑ ӗҫ ҫинчен никампа та мар, Патирекпе хӑйӗнпе калаҫасшӑнччӗ, анчах калаҫу ырри патне илсе ҫитерес ҫуккине сиссе уҫнӑ алӑка каялла хупрӗ.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикпав хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса ӑна тӑч хупрӗ, тӗкӗ ячӗ, анчах пӑрӑнса виҫ утӑм тума та ӗлкӗреймерӗ, хапхана тул енчен шанлаттарма пикенчӗҫ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Павлуш тепӗр кроликне хуса ҫитсе тытрӗ те туалета хупрӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней