Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫинчен (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумаях ҫывӑрнӑ пулас ҫав вӑл, тен, вӑранмастчӗ те-и, такам хулпуҫҫинчен силленипе шартах сиксе куҫне уҫса ячӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Шурӑ халатлӑ арҫынпа хӗрарӑм Ревлене хулпуҫҫинчен тытрӗҫ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ир-ирех тулхӑрать, — станокне ҫаплипех ҫу сӗрсе тӑракан Любӑна хулпуҫҫинчен тытрӗ наладчик, Лида еннелле пуҫне сӗлтсе.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак калаҫӑва пӗр сӑмахсӑр итлесе тӑнӑ Ревлен Петрович сасартӑк Андрей хулпуҫҫинчен пырса тытрӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Цех начальникӗ аслӑ мастера хулпуҫҫинчен пырса тытрӗ.

Помоги переводом

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Виктор Ваня юлташа хулпуҫҫинчен ыталаса тытрӗ те ӑна ванчӑк кантӑк куҫӗ витӗр кӗрекен шуҫӑм ҫутти еннелле асӑрханса йӑтрӗ.

Виктор обхватил плечи товарища Вани, бережно поднимая его к слабому свету зари, бьющему через осколок стекла.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ну, — терӗ Вадим текенни, шофера хулпуҫҫинчен ачашласа, — пуля пек вӗҫмелле пирӗн кунтан.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Ӑна, хуралҫӑна, ҫӗре вырттарас тесе, хулпуҫҫинчен ытамларӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Михха тӳсеймерӗ, тиечука, икӗ хулпуҫҫинчен ҫатӑрласа тытса, хӑйне хирӗҫ ҫавӑрса тӑратрӗ те ҫулӑмлӑ куҫӗсемпе шӑтарас пек пӑраларӗ:

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула хӗре хӑрах аллипе хулпуҫҫинчен, тепринпе пилӗкӗнчен ыталарӗ те чуптума хӑтланчӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑт, капла калани килӗшӳллӗ, — Альберта хулпуҫҫинчен лӑпкарӗ Тимофей Иванович.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Катя сиккелет, Кольӑна хулпуҫҫинчен савать: «Маттур, маттур!» — тет.

Помоги переводом

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чӗпӗтме хушатӑн-и? — кулса ячӗҫ те Ҫемукпа Митя, мана хулпуҫҫинчен, алӑран, питрен чӗпӗтме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче ӑна, хулпуҫҫинчен ҫемҫен тытса, тӗпелти урлӑ сак ҫине лартрӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл мана икӗ аллипе хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ, эпӗ те ӑна ыталарӑм, иксӗмӗр те ташланӑ пек сиккелетпӗр.

Помоги переводом

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫумра выртакан анне мана хулпуҫҫинчен ачашларӗ:

Помоги переводом

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тула пуҫланӑ ыраш пуҫӗ ҫӗрелле усӑннӑ, иртсе пынӑ чух пучахсем пуҫран, хулпуҫҫинчен перӗне-перӗне юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Гаврик калаҫма чарӑнса тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ те, итлесе тӑранҫи пулса, манӑн хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ.

Помоги переводом

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Акӑ вӑл ҫумрах, мана хулпуҫҫинчен ҫатӑрласа тытса тӑрать.

Помоги переводом

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

— Эх, Липа, — вӑл ӑна пурне те паллӑ ыйтӑва пӗлменшӗн хӗрхеннӗ пек хулпуҫҫинчен лӑпкарӗ.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней