Поиск
Шырав ĕçĕ:
Негрсем цивилизацие хӑвӑрт йышӑнаҫҫӗ те Тӗп Африкӑра пысӑк хуласем никӗслеме пуҫлаҫҫӗ.Негры быстро усваивали цивилизацию и начали постройкою гигантские города в центральной Африке.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫӗпӗрте, Кавказра, ҫав хуласем халӗ аса та килмеҫҫӗ ав…В Сибири да на Кавказе, и городов-то сейчас этих не запомню.
Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ӗлӗк-авал Карло сарлака анлӑ шӗлепке тӑхӑнса, питех те илемлӗ те лайӑх шарманкӑпа хуласем тӑрӑх юрласа, музӑк каласа ҫӳресе, тӑранмаллӑх хӑйне валли укҫа-тенкӗ тупкаланӑ.
Калаҫакан вут сыппине Джузеппе хӑйӗн тусне Карлона парнелет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Анчах ҫӗр пысӑкӑшӗ ҫинчен, хам кӗнекесем тӑрӑх пӗлекен хуласем ҫинчен, ҫынсем урӑхларах пурӑнакан ют ҫӗршывсем ҫинчен ытларах шухӑшлаттӑм.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хуласем ҫунаҫҫӗ — вӑл та пысӑк ӗҫех мар, — хуласенче пуянсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсене хӗрхенмелле мар!Города горят — это тоже не великое дело, — в городах живут богатые, их жалеть нечего!
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав интереслӗн аркатса пӗтернӗ кӗнекесенче пуринче те событисем тӗрлӗрен, ҫӗршывсемпе хуласем пӗр пек мар пулин те, ҫапах та сӑмах пӗрмаях пӗр япала ҫинчен пынине эпӗ пит час ӑнланса илтӗм: лайӑх ҫынсем вӗсем — телейсӗр тата вӗсене лайӑх маррисем хӗсӗрлеҫҫӗ, лайӑх маррисем яланах лайӑххисенчен телейлӗрех те ӑслӑрах, анчах, юлашкинчен, темскер сисмелле марскер лайӑх маррисене ҫӗнтерсе илет те, вара лайӑххисем савӑнса хӗпӗртеҫҫех.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурӑнӑҫ тӗлӗнмелле ӳссе сарӑлса пыратчӗ, ҫӗр илӗртӳллӗрех, ҫынсем хуласем тӗлӗшӗнчен пуянтарах, тата тем тӗслӗ майлӑ та пулса пыратчӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пристаньте чарӑнса тӑрсан, лайӑх мар пек туйӑнатчӗ, эпӗ вара пӗрехмай кӗтеттӗм — акӑ тем пулӗ те, эпир вара Камӑран Белая шывнелле, Вятка е тата Атӑл тӑрӑх кайӑпӑр, эпӗ ҫӗнӗ ҫыран хӗррисем, хуласем, ҫӗнӗ ҫынсем курӑп, теттӗм.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унтан вӑл Гамбургри хӑйсем тухса килнӗ порта курать, умӗнче темле хуласем вӗлтлете-вӗлтлете юлаҫҫӗ, таврара нимӗҫле калаҫни илтӗнет, анчах поезд ҫаплах малалла ыткӑнать.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫав вӑхӑтра кантӑкран ҫӗнӗрен ҫӗнӗ хуласем, фермӑсем курӑна-курӑна юлчӗҫ.Тем временем в окнах вагона мелькали все новые города и фермы.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ку хутӗнче «линкольн» хӗвелтухӑҫнелле ҫул тытрӗ Автострада ҫинчи хуласем: Монор, Цеглед, Сольнок, Дебрецен хыҫа юлчӗҫ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗрре ӗҫкӗ-ҫикӗсем, ухатана ҫӳренисем тата дворецри илӗртӳсем йӑлӑхтарса ҫитерсен, ҫак хан аулсемпе хуласем тӑрӑх хыпар саракансене ҫакӑн пек хыпар сарма хушрӗ тет:
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.
Одесса тӗлӗпе иртнӗ вӗсем, тата ытти питӗ чаплӑ хуласем тӗлӗпе те иртнӗ, анчах Клюшник пӗрмаях палуба ҫинче ларнӑ.Одессу проезжали, еще там разные замечательные города, а Клюшник сидел на палубе.
63 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Питӗ пысӑк ҫӗршыв вӑл, хуласем пит нумай унта, тӗп хули — Мускав.Это очень большая земля, много городов на ней, а самый главный город — Москва…
Гоомо таврӑнчӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Халиччен ҫӗр ҫинче кунтисӗр пуҫне тата урӑх пурнӑҫ та, урӑх хуласем те, урӑх ҫынсем те пурри ҫинчен нумай япаласем аса илтеретчӗҫ: кашни кунах, тӑхӑр сехетре ирхине, шӑнкӑравӗсене шӑнкӑртаттарса, кӗпӗрнерен хуланалла почта тройки вӗҫтерсе килсе кӗретчӗ, кӑнтӑрларан пуҫласа каҫченех урамсем тӑрӑх ҫырусем салатакан Калугин уксахлакаласа утса ҫӳретчӗ, каҫсерен трактирсене кӗпӗрне хаҫачӗ пырса тӑратчӗ, «Лиссабона» тата — иккӗ таранах ҫитетчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Ҫапах та, тӗлӗнмелле пулса тухать: сирӗн шутпа мӑн ҫулсем, хуласем, ыттисене упраса аталантарса пыракан пур япаласем те славянсемшӗн сиенлӗ иккен; сирӗн шутпа, йӑласен тасалӑхне упраса усрама мӑн ҫулсем те, ҫыхӑну та, суту-илӳ те, юлашкинчен тата аталанса пыракан пурнӑҫӑн пӗрремӗш условийӗ пулса тӑракан ытлӑ-ҫитлӗ пурлӑх та пулмалла мар.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Электростанцисем, заводсемпе фабрикӑсем, колхозсемпе совхозсем, космодромсемпе ҫӗнӗ хуласем, клубсемпе театрсем кунсерен тенӗ пек ӳсе-ӳсе лараҫҫӗ…Электростанции, заводы и фабрики, космодромы, колхозы, совхозы, новые города, школы, клубы, театры…
Чиесем чечеке лараҫҫӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Уйсемпе хирсем, ялсемпе хуласем урлӑ таҫта ҫити янӑрать хурлӑхлӑ сасӑ.Долгий, неутешный нёсся голос скорби над полями, и сёлами, и городами.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Юхӑнчӑк хуласем.
Ӗмӗтсемпе ӗҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пӗр Питер ҫеҫ мар, ытти хуласем те выҫлӑхпа аптӑраҫҫӗ-ҫке-ха.
Йывӑр урок // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.