Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хисепленӗ (тĕпĕ: хисеплен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна хресченсем ҫӗр ҫинчи турӑ вырӑннех хисепленӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мамич-Бердей ӑна ашшӗне хисепленӗ пекех хисеплет тет.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынна юратнӑ, хисепленӗ чух ун пек сӑмаха шырама та кирлӗ мар иккен, вӑл хӑех тупӑнса пырать.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аттеней хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнет: тарҫӑра ытла нумаях ӗҫлемен пулин те вӑл ку таранччен Сарри мӑрсана чӑн-чӑн хуҫа вырӑнне хурса пурӑннӑ, хисепленӗ ӑна, юрама тӑрӑшнӑ, ун сӑмахӗнчен нихҫан та тухман; халь чун туртмасть ак, калаҫас та килмест унпа.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Константин Константиновича салтаксем питӗ хисепленӗ.

Помоги переводом

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Сююнбике тем тесен те юратнӑ Сафа-Гирее ытла юратман пулнсан та хисепленӗ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене Василий Дмитриевич та Иван Никитич тесе хисепленӗ.

Помоги переводом

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Пӗрле службӑра тӑнисем ӑна хисепленӗ.

Помоги переводом

Ун паттӑрлӑхне асран кӑлармӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%83%d0%b ... 0%d0%bcec/

Тырри мӗн чухлӗ тухассине хисепленӗ, хӑй кивҫене кӗнӗ ҫынсем патне ҫитсе тухнӑ.

Он мечтал о том, сколько у него уродится хлеба, и тут вспоминал о богачах, кому должен…

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна ват ҫынсем те хисепленӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗр ӗҫченӗн ӗҫӗ-хӗлне мӗн авалтан пысӑка хурса хакланӑ, ҫӗр ҫинче ӗҫлекен ҫынсене вара пурте хисепленӗ.

Помоги переводом

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Уйрӑмах ӑна химипе вӗрентекен Николай Федорович Григорьев тата биологи учителӗ Римма Ивановна Михуткина килӗшнӗ, вӑл вӗсене юратнӑ, хисепленӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Ял хуҫалӑх предприятийӗнче ӗҫленӗ тапхӑрта хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ, пысӑк квалификациллӗ специалиста ӗҫтешӗсем хисепленӗ, унӑн сӗнӳ-канашне ӑша хывнӑ.

Помоги переводом

Тӑван хуҫалӑхра — хӗрӗх ҫул ытла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/11/%d1%82a%d0 ... %bb%d0%b0/

Эльгеев ҫӗрме пуянсен шутне кӗреймен, анчах ҫынсем ӑна хисепленӗ: Микулай Уҫӑпӑчӑн ачисем те хӑй пекех тараватлӑ ӳсеҫҫӗ, тенӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Стражник унпа питӗ паллашасшӑн пулнӑ иккен, вӗреннӗ ҫынсене вӑл пит хисепленӗ иккен, анчах…

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ардальон Петрович, чӑнах та, Тоскинеева хисепленӗ: хӑнара та ун патӗнче сайра хутра пулкаланӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эпӗ ӗҫе яланах хисепленӗ, — терӗ Ланфиер хӑйӗн тути кӑларакан сӑмахсенчен йӗрӗннине кӗретӗнех кӑтартса.

— Я всегда уважал труд, — сказал Ланфиер с видимым отвращением к тому, что выговаривали его губы.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Кама ӗҫ паттӑрӗ, тесе хисепленӗ?

Кого наградили званием героя труда?

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Григорий Прокопьевича ялта хисепленӗ.

Григорий Прокопьевич был уважаем в деревне.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Эпӗ хамӑн хуҫа хӑйӗн кӳршин ачисене те тӑван ачисене хисепленӗ пекех юратнине асӑрхарӑм.

Я заметил, что мой хозяин так же ласково относится к детям соседа, как и к своим собственным.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней