Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хваттере (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӗпен вӑл янтӑ япалана юратса пӑрахрӗ: кирек хӑш вӑхӑтра хваттере таврӑн — пӳрте хутса ӑшӑтнӑ, тирпейленӗ, апат хатӗр, ҫи-пуҫа ялан ҫуса тасатнӑ, якатнӑ; Поля хӑйӗн тусне юратма та, ачаш пӑхма та пултарать.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Малтанлӑха Лавр Поля патӗнче хваттере кӗнӗ пек ҫеҫ пурӑнма шутланӑччӗ, анчах хӑй те сисеймерӗ, иккӗшӗ арлӑ-арӑмлӑ пулса кайрӗҫ.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вадим хӗре хваттере ҫитиччен ӑсатса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня хваттере ҫур ҫӗр тӗлнелле тин питӗ ӗшӗнсе таврӑнчӗ те выртнӑ-выртман вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таньӑна хула хӗрринчи пӗр карчӑк патне хваттере вырнаҫтарчӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем эрнере пӗр кун хушши пулакан пасар кунӗ ҫынсене хваттере кӗртсе укҫа тупаҫҫӗ те ним ӗҫлемесӗрех пурӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Лукерья Семеновна, хваттере кам патне кӗтӗн эсӗ?

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахарпа Петӗр хваттере мӗнле ҫынсем патне кӗнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавӗсемпе ҫыннисене хула хӗрринчи хваттере хӑварса, хӑй виҫӗ кун Хусан тӑрӑх сӑнаса ҫӳренӗ — кама ҫаратмаллине шухӑшласа хунӑ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑнӑшман иккен вӑл: пушар тухнӑ хваттере кӗрсенех тӗтӗмленнӗ пӳлӗмре ватӑ ҫынна асӑрханӑ.

Помоги переводом

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Раменскинче хваттере кӗме тӳрех шанчӑклӑ ҫын тупӑнчӗ.

Помоги переводом

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫ пуласпа хваттере ҫитсен, мана хирӗҫ Аграфена Федоровна мӑкӑртатса тухрӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Вӑт, шухӑшлӑр: машинуна пӑх та, юса та, апат ҫи те — хваттере ҫитсе кӗнӗ ҫӗре икӗ сехет.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Эп вара Санюк пурӑнакан хваттере кайрӑм.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Васкасах хваттере чупатӑп.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Хваттере икӗ эрне иртмесӗр те таврӑнмарӑм.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Виҫҫӗмӗш хӗлне пирӗн пата хваттере пӗр хӗрача пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

— Халлӗхе пӗр-пӗр ҫын патне хваттере вырнаҫтарас пек калаҫрӗҫ.

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Нумай шутласа тӑмасӑрах, ӑна алла илтӗм те хам хваттере йӑтса кайрӑм.

Помоги переводом

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Каҫхи апатран хваттере таврӑннӑ чухне Григорьева вӑл ҫапла каласа хучӗ: — Ӗнерхишӗн ан ҫиллен эс мана, шӑллӑм, — терӗ.

Возвращаясь после ужина, он неожиданно сказал Григорьеву: — Ты не сердись на меня за вчерашнее, брат.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней