Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хулана куҫса кайма хатӗрлене пуҫларӗҫ, унта, Арбатра, пирӗн ҫурт пурччӗ.Начались сборы к переселению в город, на Арбат, где у нас был дом.
XX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Аксинья упӑшки хытарса каласа янӑ сӑмахсене итлесе пӗтерчӗ те ҫула тухма хатӗрлене пуҫларӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий Мелехов Татарскинче пилӗк талӑк пурӑнчӗ, ҫак хушӑра хӑйсенне тата хунямӑшӑнне темиҫе теҫеттин тырӑ акрӗ, унтан хуҫалӑх пирки хуйхӑрса начарланнӑ, пыйтланса кайнӑ Пантелей Прокофьевич сотньӑран таврӑнсанах ҫаплах-ха Чир тӑрӑхӗнчех тӑракан чаҫне кайма хатӗрлене пуҫларӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫул ҫине хатӗрлене пуҫларӗҫ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Исполкома таврӑнсан, Сергей района тухса кайма хатӗрлене пуҫларӗ.Вернувшись в исполком, Сергей стал готовиться к выезду в район.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫеменпе Анфиса суйлав участокне кайма хатӗрлене пуҫласан, Сергей те сӗтел хушшинчен тӑрса тухса каясран Ниловна питӗ хӑрарӗ, вара вӑл ӑна курса та, унпа калаҫса та юлаймӗ.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Владимирпа Волынь тата Ковель хулисем тӑрӑхӗнче, уйрӑм арми (шут тӑрӑх ку арми вун виҫҫӗмӗш пулнӑ; анчах та «13» телейсӗр цифра шутланнине кура, ҫитменнине тата пысӑк генералсем те ун чух тӗн-тӗшмӗше хытӑ ӗненнипе, ҫак ҫара «уйрӑм» ҫар тесе ят панӑ) ҫапӑҫакан районта, сентябрӗн юлашки кунӗсенче наступлени тума хатӗрлене пуҫлаҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бригада, хӑвӑрт ҫӗкленсе, звеносем ҫине пайланчӗ те хӑнӑхнӑ ӗҫе тума пуҫларӗ; пӗр вунна яхӑн вӑйпитти арҫынсем, вӗсем хушшинче Костя Панкратов та, урапана ҫавӑрса илсе, лартмалли йывӑҫ тӗпӗсене пушатма пуҫларӗҫ, сарӑрах Чурсун тӑпри ан тӑкӑнтӑр тесе, вӗсем тӗпсене сыхлануллӑн пӗр-пӗрин тымарӗсем ҫине хура-хура купаларӗҫ; унтан арҫынсем ҫамрӑк йывӑҫсене пӗр купа ҫӗклесе, лартма хатӗрлене шӑтӑксем патне илсе кайрӗҫ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ерофей Кузьмич та ҫула кайма хатӗрлене пуҫланӑ-мӗн; анчах пурлӑхне тивме тытӑнсан, унӑн чӗри хытӑ пӑчӑртанса, ыратса илнӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кинора умлӑ-хыҫлӑ ултӑ хут «Чапаева» пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫар ҫынни пулма хатӗрлене пуҫларӗ, шанкӑ ҫине утланса, лапсӑркка ҫӗлӗклӗ тӑшман пуҫӗсене йывӑҫ хӗҫпе каса-каса, кил хушшинче сиккипе чупса ҫӳрерӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗвел сӑртсем хыҫне анса пытаннӑ ҫӗре пускилсем апатланса та тухрӗҫ, киле кайма хатӗрлене пуҫларӗҫ, сисмесӗрех саланса пӗтрӗҫ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Вӑл кашни минутра тенӗ пек ӗҫме ыйтнӑ, Дуня ӑна кружкӑпа хӑй туса хатӗрлене лимонад парса тӑнӑ.Он поминутно просил пить, и Дуня подносила ему кружку ею заготовленного лимонада.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫав самантрах Биденко хӑйне ҫӗлен сӑхнӑ пек сиксе тӑнӑ та, табак хутаҫҫине те, чӗрсе илнӗ хутне те, кӑларса хатӗрлене зажигалкине те ҫӗре ывӑтса, пӗр минут хушшинчех йывӑҫ тӑррине хӑпарса кайнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948