Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

харсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
харсӑр (тĕпĕ: харсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Харсӑр тенипе харсӑр.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Астӑватӑн-и, шкултах вӗрентетчӗҫ-ха: «Чӗрипелен кам вырӑс, ҫав хӑюллӑн та харсӑр.. хӑюллӑн та харсӑр…»

Помнишь, еще в школе учили: «Кто русский по сердцу, тот бодро, и смело… бодро и смело…»

8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Праскухин Гальцин княҫе, ҫак морякпа мӗнле паллашни ҫинчен ӑнлантарса панӑ май, вӑл моряк ҫапӑҫусенче калама ҫук харсӑр этем пулни ҫинчен пӑшӑлтатса пӗлтерсен, Гальцин князь, ӗнер каҫхине ҫеҫ 4-мӗш бастионра пулнӑскер, хӑйӗнчен пӗр 20 утӑмра бомба ӳксе ҫурӑлнине курнӑскер, хӑйне хӑй те ҫав господинран каях мар харсӑр этем вырӑнне хурса, паттӑрла ӗҫ тумасӑр чапа тухакансем те пайтах тӗл пулаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ пирки, Сервягин ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Но когда Праскухин, объясняя князю Гальцину свое знакомство с этим моряком, шепнул ему, что это был известный храбрец, князь Гальцин, бывший вчера на 4-м бастионе и видевший от себя в 20-ти шагах лопнувшую бомбу, считая себя не меньшим храбрецом, чем этот господин, и предполагая, что весьма много репутаций приобретается задаром, не обратил на Сервягина никакого внимания.

3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

3. Авия вӑрҫа харсӑр ҫынсенчен суйласа илнӗ тӑватҫӗр пин ҫынран тӑракан ҫар илсе тухнӑ; Иеровоам вара ӑна хирӗҫ сакӑрҫӗр пин ҫынпа тухнӑ, кусем те ҫавӑн пекех харсӑр та суйласа илнӗскерсем пулнӑ.

3. И вывел Авия на войну войско, состоявшее из людей храбрых, из четырехсот тысяч человек отборных; а Иеровоам выступил против него на войну с восемью стами тысяч человек, также отборных, храбрых.

2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешсем тата, мурсем, таҫтан пӗлнӗ ӗнтӗ Тӑванкасра турчӑкаллӑ харсӑр кинемипе унӑн хастар мӑнукӗ пурӑннине?..

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Халь вӑл ӗҫшӗн антӑхакан харсӑр хӗр.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пирӗн ял каччисем яланах харсӑр пулнӑ, кӳршӗ ялсен ҫамрӑкӗсене пӑхӑнтарса тӑнӑ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫакна та асӑрхаттарасшӑн: ҫав тӑрӑхри ҫынсем кӑра та харсӑр.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Алексей, Миша, Ефрем, Римма, Николай, Наташа тата ыттисен пурнӑҫӗшӗн пӑшӑрханнипе-асапланнипе чун канӑҫне ҫухатрӗ, ҫав итлемен харсӑр ҫынсен пурнӑҫне кирек-кама шанса парассине ӑнланма-тӗлленме пултараймарӗ Ирина.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Мӗн ҫухӑрашан! — пулчӗ хирӗҫ хурав, — шип-шип кайӑк пулсан та хӑйне харсӑр тытать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Малтан сире экскурсие е ҫӳлте ӗҫлекен харсӑр ҫамрӑксен чӗрине ҫавӑрма килнӗ пуль тенӗччӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Дорофея, харсӑр ентешне, тен, вӗлерме илсе кайнӑскере асӑнса ахӑр», — тавҫӑрса илчӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ак ӗнтӗ кӗҫех ҫыран хӗрринчи чулсем ҫине пырса ҫапӑнассӑн, харсӑр тинӗс ҫыннисем хумсем ӑшӗнче пӗтессӗн туйӑннӑ.

Казалось, вот-вот они ударятся о береговые скалы, и отважные Моряки погибнут в волнах.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Уҫӑ кӑмӑллӑ та харсӑр боецчӗ, – каласа парать хӑйӗн юлташӗ ҫинчен Иван Дзетовецкий сержант.

Помоги переводом

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Ӑшӑ, канӑҫсӑр, харсӑр, илӗртӳллӗ ҫулла…

Помоги переводом

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Чемей вӑл, ачамкӑ, мӗн ӗлӗкренех харсӑр пулнӑ.

Помоги переводом

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Сӑмах май, харсӑр ухӑҫӑ тата хӗрарӑм тумтирӗн дизайнерӗ пулса тӑрать.

Кстати, храбрая лучница также является дизайнером женской одежды.

Узбекистанри ухӑҫӑ пушкӑрт ӑратӗнчи лашасен ырӑ кӑмӑлне палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3387192

Тепӗр тесен, ялта та ҫук мар-ха харсӑр ҫынсем.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

- Сӑмах май, эпӗ харсӑр пулнӑран колхозра лашапа тӗрлӗ лав турттарнӑ.

Помоги переводом

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Мускавран тӗрлӗ ырлӑх-пурлӑхпа таврӑннӑ харсӑр хӗре ҫийӗнчех каччӑсем те асӑрханӑ.

Помоги переводом

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней