Поиск
Шырав ĕçĕ:
Музыка мана хам ҫинчен мантарса ярать, эпӗ хам ҫинчен манса каятӑп, хам пурнӑҫа манатӑп, вӑл мана таҫта урӑх пурнӑҫа илсе каять: музыкӑна пула эпӗ хам туйман япалана туятӑп пек, хам ӑнланман япалана ӑнланатӑп пек, хам тума пултарайманнине тӑватӑп пек.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ҫынсем умӗнче те, хамшӑн хам та юри тума тем тери тӑрӑшрӑм пулин те, юратса пӑрахнӑ ытти ҫынсен хам асӑрханӑ мӗнпур хӑтланкаларӑшӗсене юриех турӑм пулин те, эпӗ икӗ кун хушши кӑна, ҫав кунсенче те тӑтӑш мар, каҫсерен кӑна, хам юратни ҫинчен кӑшт-кашт ҫеҫ аса илкелерӗм, юлашкинчен вара, ялти пурнӑҫпа ӗҫсен ҫӗнӗ йӗрӗ ҫине кӗрсе ҫитсен, хам Сонечкӑна юратнине йӑлтах манса кайрӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах та хам тупнӑ философилле пӗлӳсем ман мӑнкӑмӑллӑ чӗрене ҫав тери хӗпӗртеттерчӗҫ: эпӗ час-часах хама пӗтӗм этемлӗхшӗн усӑллӑ ҫӗнӗ чӑнлӑхсем тупма пултаракан чаплӑ ҫын тесе шутларӑм, хама пысӑка хурса, нимӗнпе те палӑрман ытти ҫынсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӑм; анчах, тӗлӗнмелле, ҫав ҫынсемпе пӗрле чухне эпӗ кашнинченех иментӗм, шухӑшӑмпа хама мӗн чухлӗ ытларах ҫӳле хутӑм, хам ыттисенчен аванраххине палӑртма ҫаван чухлӗ сахалтарах пултартӑм ҫеҫ мар, кашни ансат сӑмахӑмпа хусканушӑн именме те парахаймарӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хампа пӗрле ташланӑ хӗрӗн хӳхӗм пичӗ ҫине тепре пӑхса илтӗм, ун питӗнче, хамӑн питӗм ҫинчи пекех, кӑмӑллӑ хаваслӑхпа хӗп-хӗрлӗ сӑн, ним шухӑшсӑр пулни курӑнчӗ, вӗсемсӗр пуҫне тата эпӗ ун ытарма ҫук ҫепӗҫ илемне асӑрхарӑм та хам ҫине хам тарӑхса кайрӑм, ҫавнашкал тӗлӗнмелле чипер хӗре хам ҫине пӑхтарма ӗмӗтленни айванла пулнине ӑнланса илтӗм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑшӑмри вӑрттӑн шухӑшӑма хама хам ҫеҫ шаннӑ пек пулаттӑм, унтан вара хамах ӑна уҫса, тӗнчере пӗртен-пӗр хам кӑна пӗлнине хама каласа параттӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Калӑн, эпӗ темиҫе ҫултан хамӑн чунӑм ҫине лӑпкӑн кӑна пӑхса, пурне те — хамӑн ҫӗр ҫинчи чи хаклӑ япалана — этем чӗрине пырса тивекен ӗҫри кирлӗ мар вӗрилӗхӗме, хама хам шанманнине, хама, тен, чӗлхесӗр ача чухнех, тӗнче маншӑн ӑнланма пӗлмелле мар йывӑр япала пек туйӑннӑ чухне те хыҫран йӗрлесе пынӑскерне, хакланӑ пек тесе.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
19. Эпӗ, хам ирӗклӗ пулсассӑн та, ӗненекенсен йышӗ ӳстӗр тесе пуриншӗн те чура пек пултӑм: 20. иудейсене хам енне ҫавӑрас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пултӑм; саккуна пӑхӑнакансене хам енне ҫавӑрас тесе (хам саккуна пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм; 21. саккуна пӗлменнисемшӗн (хам Турӑ саккунне уяса пурӑнатӑп пулин те, Христос саккунне пӑхӑнса пурӑнатӑп пулин те) саккунсӑрри пек пултӑм.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм. 21. Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм. 22. Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ. 23. Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ. 24. Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп. 25. Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ. 26. Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп. 27. Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ. 28. Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп, 29. ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ. 30. Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп. 31. Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн, 32. Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн, 33. вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп; 34. ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп. 35. Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп. 36. Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Эпӗ вара Иаковпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала, Исаакпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала асӑма илӗп, Авраампа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала та аса илӗп, ҫӗре те аса илӗп; 43. вӗсем хӑйсен ҫӗрне пӑрахса кайсассӑн, ҫӗр вӗсенчен пушанса юлса хӑйӗн шӑматне вырӑна кӳрӗ, вӗсем вара хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн, Манӑн саккунӑмсене вырӑна хуманшӑн, чунӗсем Эпӗ панӑ йӗркесенчен йӗрӗннӗшӗн асап тӳсӗҫ, 44. вӗсем хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне ҫапах та Эпӗ вӗсене пӗтермеллех, хӑйсемпе хывнӑ Хамӑн халалӑма пӑсмаллах ҫилленмӗп, вӗсенчен йӗрӗнмӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри; 45. Хам вӗсенӗн тӗп ашшӗсемпе халал хывнине вӗсемшӗн асӑма илӗп: вӗсенӗн Турри пулам тесе Эпӗ вӗсене халӑхсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аннушкинӑн ҫак сӑмахӗсене итлетӗп те вӗсем мана хам сӑмахсемех пулса тӑнӑн, эпӗ Анатолий Семеновича мар, хамӑн ӑшри сассӑма итленӗн туйӑнаҫҫӗ, эпӗ, ҫутҫанталӑк ҫинчен пуҫ тавра тарӑнрах шухӑшлама тытӑнса, хампа хам калаҫнӑн туйӑнма тытӑнчӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Паллах, манра икӗ вӑй кӗрешнӗ ун чухне, эпӗ хампа хам кӑмӑлсӑр пулнӑ, ҫапах та хама хам ҫӗнтерме вӑй ҫитереймерӗм.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
…Анчах манӑн пурнӑҫра кӗтмен ҫӗртен пысӑк улшӑнусем пулчӗҫ, эпӗ хам сисмесӗрех йӑнӑш ҫул ҫине кӗрсе кайрӑм, кайран, хам йӑнӑш ҫулпа шала, инҫете кайнине курсан, хама хам чараймарӑм.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Хӑш-пӗр чухне ним тӑвайман енне час-часах сан умӑнта хама хам айӑплаттӑм, хам ҫине хам кӳреннине кӑтартаттӑм, анчах юлашкинчен пӗрре эсӗ, ассӑн сывласа, ҫапла каларӑн:
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Эпӗ хампа хам тытса пыракан ҫак вӑйӑра ансат асӑрханулӑх — сыхлӑх — вырӑнлӑ-и? тата — хама хам тӗлсӗррӗн юратни? тата — иккӗленӳ?
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫакӑн ҫумне хушса эпӗ тата ҫапла каларӑм: хамӑн ӑраскалӑм мана хӑҫан та пулин тӑван ҫӗршывӑма илсе ҫитерме пултарать пулсан, унта эпӗ хам тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑм, анчах мана унта никам та ӗненмен пулӗччӗ, хама итлекенсенчен кашниех эпӗ вӗсене пулман япаласем ҫинчен, малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех хам пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ япаласем ҫинчен каласа парать тесе шутланӑ пулӗччӗ, терӗм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ хуҫа тӑрӑшнипе тата хамӑн пултарулӑхсем чаплӑ пулнипе, хам хуҫа тахҫантанпах пӗлме ӗмӗтленнисем пирки ӑна тӗплӗн каласа патӑм, ӑна хам кам пулни, ҫакӑнта мӗнле майпа лекни тата хамӑн тӑван ҫӗршывӑм мӗнле ҫӗршыв пулни ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса патӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хама «самородок», «халӑх ывӑлӗ» тени мана кӑмӑла каймастчӗ, — эпӗ хама хам пурӑнӑҫӑн тӑван мар ачи пулнӑ пек туяттӑм, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хамӑн ӑс аталануне ертсе пыракан вӑйӑн йывӑрӑшне питӗ сисеттӗм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пуҫларӑм хайхи хама валли пӗр-пӗр ӗҫ тупасси ҫинчен шухӑшлама; сӑмавар тупрӑм, апатне те хам хатӗрлетӗп, урайне те ҫӑватӑп, пӳлӗмри ӑпӑр-тапӑрсене те хамах пуҫтаратӑп, вуттине те тататӑп, ҫурассине те хамах ҫуратӑп, анчах пурӗ-пӗр вӑхӑт нумай юлать, пурӗ-пӗр ӗҫсӗр аптратӑп.
Шыв, швабра тата лампа // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Астӑватӑп-ха, ку ҫу тӑршшинче хам вуласа тухнӑ ҫӗр ытла романтан пӗринче ҫав тери вӗри чӗреллӗ, ҫӑра куҫхаршиллӗ герой пурччӗ, сӑн-питӗмпе манӑн ҫав тери ун евӗрлӗ пулас килсе кайрӗ (мораль тӗлӗшӗнчен эпӗ хама шӑпах ҫав ҫын пек тесе шутларӑм), ҫавӑнпа хамӑн куҫхаршине тӗкӗр умӗнче пӑхнӑ чух ӑна ҫӑрарах ӳстерес шутпа кӑштах кӗскетме шут тытрӑм, анчах касма пуҫласан, пӗр вырӑнта ытларах кӗскелсе юлчӗ, — тикӗслемелле пулчӗ, вара ҫак ӗҫ, инкеке, эпӗ тӗкӗр витӗр хам куҫхаршисӗр тӑрса юлнине, ҫакна пула питӗ илемсӗрленнине курнипе пӗтрӗ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.