Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халӑхсене (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫейри ҫӗнӗ тревел-шоу «Национальность.ги» йӑпану формипе ытти халӑхсене ҫывӑхрах пӗлме тата ӑнланма пулӑшать.

Новое российское тревел-шоу «Национальность.ru» в развлекательной форме помогает узнать поближе и понять другие народы.

Раҫҫейре "Национальность.ги" проектӑн иккӗмӗш сезонӗ пуҫланнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nn-3413137

Йӑпану формипе проект роликӗсем ытти халӑхсене ҫывӑхрах пӗлме тата ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.

Ролики проекта в развлекательной форме помогают ближе узнать и понять другие народы.

Раҫҫейре "Национальность.ги" проектӑн иккӗмӗш сезонӗ пуҫланнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nn-3413137

Диплом ӗҫӗ валли вӑл «Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсене ҫутта кӑларас система» ятлӑ тема суйласа илнӗ.

Помоги переводом

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Пӗрле тунӑ ӗҫ чӑвашсене ҫеҫ мар, ытти халӑхсене те килӗшӗ тесе шутлатпӑр.

Помоги переводом

«Чӑваш тӗнчи» - Мелеузра // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... ra-3389045

Ку ҫӗнӗлӗх Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсене тата та туслӑрах, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнма пулӑшасса шаннине пӗлтерчӗ республикӑри халӑхсен ассамблейине ертсе пыракан Леонид Черкесов.

Помоги переводом

Бюджет, халӑх эткерлӗхӗ… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=podxvf0otnw

Ҫак фашистла пусмӑрҫӑсене хирӗҫ пыракан пӗтӗм халӑхӑн отечественнӑй вӑрҫин тӗллевӗ — пирӗн ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ хӑрушлӑха пӗтересси ҫеҫ мар, тата Европӑри мӗнпур халӑхсене, Германи фашизмӗн пусмӑрӗнче асапланакан халӑхсене, пулӑшасси пулса тӑрать.

Целью этой всенародной Отечественной войны против фашистских угнетателей является не только ликвидация опасности, нависшей над нашей страной, но и помощь всем народам Европы, стонущим под игом германского фашизма.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Тӑван ҫӗршыва фашистсенчен пӗтӗмпех тасатнӑ хыҫҫӑн Василий Владимирович Хӗвел анӑҫ Европӑри халӑхсене фашизм пусмӑрӗнчен ирӗке кӑларма хутшӑнать.

Помоги переводом

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Кунсӑр пуҫне, чӑваш драматургӗсен чи лайӑх пьесисенчен хӑшне-пӗрне, вӗсемпе вырӑссене тата ытти халӑхсене паллаштарас шутпа, чӑвашларан вырӑсла куҫарса кӑларма палӑртрӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Тӑван ҫырулӑхсӑр ҫак чӗлхепе калаҫакан халӑхсене, ӗмӗрхи тӗттӗмлӗхрен хӑпса, ку чухнехи шая ҫитиччен ӳсме май пулман та пулӗччӗ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӑйӗн чылай публицистикӑлла статйисенче вӑл пур нацисем те пӗр правиллӑ пулмалли, халӑхсене наци пусмӑрӗнчен хӑтарма кирли ҫинчен каланӑ.

Помоги переводом

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Капитализм ҫӗршывӗсенчи халӑхсене капитализм пусмӑрӗнчен хӑтарнӑ социализмлӑ революцисем искусствӑна халӑх аллине панӑ.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Ҫӗнӗ Интернационал туни капитала хирӗҫ пыракан кӗрешӳре халӑхсене пӗрлештерӗ тата пӗтӗм тӗнчери пролетарилле революци ҫӗнтерӗвӗ патне, социализм идейисем пӗтӗмпех ҫӗнтересси патне илсе пырӗ», — тенӗ ҫав телеграммӑра.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Микула Атӑл таврашӗнчи халӑхсене асӑнчӗ, вӗсен юррисенче пурӑнакан паттӑра аса илчӗ те, унӑн хӑйӗн те ҫав паттӑр пек пулас килчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

1858 ҫулта Эдуард Дженнера асӑнса Лондонра палӑк лартнӑ, ун айне: «Амӑшӗсемпе ачисене, халӑхсене сывлӑх паракана» тесе ҫырнӑ.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кам пӗлмест пуль ӗнтӗ, ӗлӗк, патша чухне, тӗрлӗ халӑхсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерме, пӗр-пӗринчен уйӑрса яма тӑрӑшатчӗҫ пулсан, халӗ пурнӑҫ йӑлтах урӑхланчӗ.

Помоги переводом

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Мӗн пытармалли пур, — малалла шухӑшларӗ ҫӗнӗ нуратдин, — тутар княҫӗсемпе мӑрсисем (Хусан ханӗсем пирки калама та кирлӗ мар) ҫӗр-шыври ытти халӑхсене — чӑвашсемпе ҫармӑссене, ирҫесемпе удмуртсене, пушкӑртсене — нихӑҫан та шансах пӗтереймен.

Помоги переводом

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьянпа Ахтупай хӑйсене пӗр тимӗр татки те паманни, Хусана илнӗ хыҫҫӑн вырӑссем ытти вак халӑхсене тимӗр япаласем тума чарни ҫинчен каласа кӑтартсан Таланов тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс кунти халӑхсене хӑвна пӑхӑнса пурӑнма чӗнетӗн.

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь эпир кунти халӑхсене Христос сӑмахӗсемпе ҫапла калатпӑр: эсир, асап та хӗн-хур тӳсекенсем, пурте ман пата килӗр.

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир, вырӑссем, ытти халӑхсене е парӑнтарнӑ, е аяккалла, Раҫҫейӗн инҫетри хӗррине, хӑваласа янӑ.

Мы, русские, либо подчиняли мелкие народности, либо отселяли их подальше, на окраины.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней