Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе 18. вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине, 19. ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ; 20. санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ; 21. вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре кӗртсессӗн, сан умӑнтан нумай йышлӑ халӑхсене: хетсене, гергесейсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене тата иевусейсене — санран йышлӑрах та вӑйлӑрах ҫичӗ халӑха — хӑваласа ярсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн аллуна парсассӑн, эсӗ вӗсене аркатса тӑкӑн, вара тупала вӗсене, вӗсемпе пӗр канашлӑ ан пул, вӗсене ан хӗрхен; 3. вӗсемпе ан хурӑнташлан: хӑвӑн хӗрне унӑн ывӑлне качча ан пар, унӑн хӗрне те ывӑлу валли качча ан ил: 4. вӗсем санӑн ывӑлусене Манран пӑрса ярӗҫ, ывӑлусем урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫлӗҫ, вара сире ҫилленсе Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитӗ те, Вӑл сана часах пӗтерсе пӑрахӗ.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сана ҫакна пӗлтерме кӑтартнӑ, пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫеҫ чӑн Турӑ, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук; 36. вӗрентмешкӗн Вӑл сана Хӑйӗн тӳперен калаҫакан сассине илтме пачӗ, ҫӗр ҫинче сана Хӑйӗн хӑватлӑ вутне-ҫулӑмне кӑтартрӗ, эсӗ Унӑн сӑмахӗсене вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗн; 37. санӑн аҫусене юратнӑран тата [сире,] вӗсем хыҫҫӑн юлас ӑрӑва, суйласа илнӗрен Вӑл сана Египетран Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе Хӑй илсе тухрӗ, 38. ҫакна Вӑл сан умӑнтан хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене хӑваласа ярас, сана вӗсен ҫӗрне кӗртес, вӗсен ҫӗрне еткерлӗхе парас тесе турӗ, халӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ ӑна Египетран илсе тухрӗ, вӑл кайӑк вӑкӑр пек вичкӗн те хӑватлӑ, вӑл хӑйне курайман халӑхсене тӗп тӑвать, вӗсен шӑммисене ватать, [тӑшманне] ҫӗмренпе пӗтерет.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эсир вара Эпӗ панӑ йӗркемсене, Манӑн саккунӑмсене тытса тӑрӑр, ҫав йӗрӗнчӗк ӗҫсене пӗрне те эсир хӑвӑр та, сирӗн хушшӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та ан тутӑр, 27. ку мӗнпур йӗрӗнчӗк ӗҫе ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсем туса тӑчӗҫ те, ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ; 28. ӑна эсир те ирсӗрлентере пуҫласассӑн, ҫӗр ҫакӑнта сирӗнтен малтан пурӑннӑ халӑхсене сирсе ывӑтнӑ пек, сире те хӑй ҫийӗнчен сирсе ан ывӑттӑр; 29. кам та кам ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫсене тӑвас пулсассӑн, ҫавна тӑваканӗн чунне хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата эрнесен уявне, тулӑ вырма пуҫланине, уявла, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту; 23. ҫулталӑкра виҫӗ хутчен санӑн пур арҫынну та Патша умне, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне, пырса тӑтӑр, 24. Эпӗ халӑхсене сан умӑнтан хӑваласа ярӑп, санӑн чиккӳсене сарӑп, эхер те эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун куҫӗ умне ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пырса тӑрсассӑн, санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.