Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ку — сире тӗлӗнтерекен халап, — хуравларӑм унӑн аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртаса тав тунӑ хыҫҫӑн.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тарҫӑсем сӑмах-юмаха, элеке темӗн тӗрлӗ те сарса-хӑпартса яма, ҫавӑн пекех, йӑкӑлтатас йӳтӗмпе, тӗрлӗ халап хайлама ӑнтӑлнине пӗлнӗ май шухӑш-кӑмӑлӑма ҫапларах чикӗлерӗм: хальлӗхе Гезӑн хаваслӑ планӗсене шута илес; ҫакӑн хыҫҫӑнах каютӑна апат килсе парсан (капитан апат ҫиме хӑна ҫуртне кайнӑ-мӗн) ӑна ҫисе ятӑм та пӗчченлӗхӗмпе тата апат-ҫимӗҫпе питӗ кӑмӑллине туятӑн.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сунар — чи кӑсӑкли; Астарот ун чухне ҫичӗ пуҫлӑ кашкӑр амине курнӑ-мӗн, ун пирки ҫапларах халап: ӳтӗнче вӑл ҫирӗм пӗр пуля йӑтса ҫӳрет, пурӑнасса вара чӗринчен тӑхлан лекиччен пурӑнать.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
— Эсир халап яма ҫав тери ӑста, — терӗ мӑшлата-мӑшлата кофе плантаторӗ.— Вы мастер сочинять басни, — сказал, посапывая, кофейный плантатор.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑл янӑраса кайсан, — тӗп-тӗрӗссӗн, шӑп та лӑп пиллӗк ҫурӑра — драмӑлла ҫак тӗрӗслӗх Гаррисона ҫав тери савӑнтарчӗ; пулман тару пирки округ валли тинех ӗнтӗ халап ӑсласа тупмалла мар.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Сӑмахран, пин те сакӑр ҫӗр каратлӑх бриллиант ҫинчен хывнӑ легенда; вӗсем ӑна шампань эрехӗн бокалӗпе «Жоселона» арийӗ хушшинче акӑш-макӑш чеен те тӗрӗслӗхлӗн якатса кӑларчӗҫ, ҫак халап витӗм кӳнипе пин-пин ӑҫтиҫук тӗлӗнтермӗше шырама Альпетри шыв сикки тӳремлӗхне туха-туха ӑнтӑлчӗ, унта, шыв ҫийӗнче, ту хысакӗнче, ҫав тискерскер йӑлкӑшса выртнине чӑннипех курчӗҫ тейӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Унӑн малаллахи кӑтартӑвӗсем — икӗ ачапа юлнӑ ҫурма чирлӗ ҫыннӑн пурнӑҫне сивлеккӗн сӑнласа пани: ачасене тӑрантармалла, пурте харӑс таҫта кайса ҫухални пирки тӗрлӗ халап шухӑшласа тупмалла…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Пӗрисем халап ҫаптараҫҫӗ, тӑрсан-тӑрсан вӑйлӑ сасӑсемпе ахӑлтатса яраҫҫӗ, теприсем юрласа ҫаврӑнакан пикесене киленсе пӑхса тӑраҫҫӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак халап тӗрӗссипе тӗрӗс маррине ҫирӗплетме ҫук, анчах 80–90 ҫул каялла йӗпе-сапара икӗ ял хушшинчи ҫул чылай хӗвеланӑҫнерех, Якрав вӑрманӗ еннерех пулнине ватӑсем каланине илтме тивнӗ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Халӑх хушшинче Свифт Ирланди королӗсен авалхи йӑхӗнчен тухнӑ, вӑл йӑх пурӑннӑ вӑхӑтра Ирланди хӑватлӑ та ирӗклӗ пулнӑ… текен халап тухса кайнӑ.
5 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Акӑ мӗнле халап сарнӑ вӗсем.
Фаэтон халапӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Сана тӗрмене хупнӑ тесе халап ҫӳретчӗ пӗрре.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ку халап ҫеҫ вӑл! — питӗ пӗлекен ҫын пек каласа хучӗ Ленька.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Халап ахаль каламасть ҫав: «Ӳсӗрекен ҫӗрте — чир, кулакан ҫӗрте — ҫапӑҫу пур», тесе.Недаром говорит пословица: «Где кашель — там хворь, где хохот — там драка».
Кобрӑпа чӗрӗп ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫавӑнтанпа ҫӳрет те ӗнтӗ «малтанхи кунах кушак вӗлернӗ» текен халап.С тех-то пор и пошла гулять по свету поговорка: «В первый же день кошку убил».
«Малтанхи кунах кушак вӗлерекен» ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
— Манӑн аттене Куҫка тесе чӗнетчӗҫ: халап илтнӗ те пулӗ…
II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пулеметчик халап ярса парать:
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— И-и-и, тӑтӑмӑр та халап хӑтартлантарса, — пичӗ ҫинчи тӗмпӗл-тӗмпӗле пытарасла, вӑраха тӑсӑлнӑ калаҫӑва васкаварах пӗтерсе хума хыпӑнчӗ Нина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫыххине, самаях халап ярса хӑшкӑлнипе йывӑрланнӑран, тепӗр аллине куҫарма хӑтланса пӑхрӗ Нина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сӑмах тупайман енне ял хыпарӗсем, шкул ӗҫӗсем-мӗнсем ҫинчен пакӑлтатса, харам халап ҫапса тӑмалла-ши е хӑҫан та-пӗр пурпӗрех тапратмалли евӗке ним вӑтанса-туса тӑмасӑр тӳрех, халех, ҫак самантрах тӗпӗ-йӗрӗпе лаплаттарса хумалла-ши?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.