Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлти алӑк ҫилпе уҫӑлнӑ та ҫурӑлнӑ снаряд катӑккисем нӳхрепе кӗнӗ пулас.Должно быть, ветром распахнуло верхнюю дверь, и раскаты взрывов ворвались в погреб.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Ӑна соборласан, кӑкӑрне святой миропа сӗрсен, унӑн пӗр куҫӗ уҫӑлнӑ та — чиркӳ тумне тӑхӑннӑ пачӑшкӑна, тӗтӗм кӑларан кадилӑпа турӑ умӗнчи ҫуртасене курсан, вилнӗ пек сӑн-пит ҫинче самантрах темӗскер шикленсе чӗтренӗн туйӑнса кайнӑ.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Суккӑр ҫӗртен куҫ уҫӑлнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑна яланах ҫав таса, чечен, хӑравҫӑллӑн ҫӗкленӗ сӑн-пит курӑннӑ; хӑйӗн алӑ тупанӗсем айӗнче вӑл ҫав ҫемҫе ҫӳҫе туйнӑ, ӑна унӑн айӑпсӑр, кӑштах уҫӑлнӑ нӳрӗ тутисем, вӗсен хушӑкӗнчен ахах пек шӑлсем хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатни курӑннӑ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Мӗнле кӑмӑллӑ-хавхалануллӑ унӑн шухӑшлӑ куҫӗ, мӗнле чуна хускатмалла таса унӑн уҫӑлнӑ, тем ыйтан тути, мӗнле пӗр тикӗс сывлать ҫитӗнсех ҫитеймен, ним те пӑлхатма ӗлкӗреймен кӑкӑрӗ, мӗнле таса та ачаш ҫамрӑк сӑн-пичӗ!
«Мӗнле хитре, мӗнле чеченччӗ роза!..» // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 173–174 с.
Хӑрани-шикленни йӑлтах тарнӑ унран, таҫта аяккалла пӑхакан куҫӗсем мана хӑйсем хыҫҫӑн пыма илӗртеҫҫӗ, тути кӑшт уҫӑлнӑ, ҫамки мрамор евӗр шурӑ, ҫӳҫ кӑтрисем хыҫалалла усӑннӑ, вӗсене ҫил вӗҫтерсе куҫарнӑ тейӗн.
XVI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Смена уҫӑлнӑ ятпа ирттернӗ уяв линейкине Культура министерствин ӗҫченӗ те хутшӑнчӗ.На праздничном построении по случаю открытия смены появился и представитель Министерства культуры.
«Кӗрен парӑсра» // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 57,59,61,63 с.
Пуҫӗнче пушӑ та вӗри, унтан ӑсӗнче сасартӑк алӑк шаплатса уҫӑлнӑ евӗр пӑшал пени тата хӑрӑлти сасӑпа: «Хальт!» тенӗ сӑмахсем янӑраса кайрӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
«Е уҫӑлнӑ пек кӑна туйӑнчӗ-ши…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Алӑксем уҫӑлнӑ та, полицин темиҫе офицерӗ урама тухнӑ; вӗсен хыҫҫӑн икӗ салтак сӑнчӑрланӑ Кирджалине кӑларнӑ.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
— Василиса Прокофьевна каялла ҫаврӑнсанах, уҫӑлнӑ калитке патӗнче тӑракан Катьӑна курсан, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫурри уҫӑлнӑ чечек чашкисенче хӗрлӗрех сарӑ тӗкӗлтурасем тӗлӗреҫҫӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шарлак вырӑнсенче, тӗлӗ-тӗлӗпе, пӑр уҫӑлнӑ та ӗнтӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тетка ури айне пулнӑ аҫа кушак хуллен сасӑ панӑ, анчах ҫав вӑхӑтра кӗрӗк уҫӑлнӑ та хуҫи «хоп!» тенӗ.Кот сипло замяукал под лапами Тетки, но в это время шуба распахнулась, хозяин сказал «гоп!»
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Алӑкӗсем янӑраса уҫӑлнӑ та, подъезд патӗнче хӗвӗшекен ҫынсене ҫӑварсем пек ҫӑтнӑ.Двери со звоном отворялись и, как рты, глотали людей, которые сновали у подъезда.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Каллех алӑк уҫӑлнӑ та, хуҫи ҫуртапа кӗнӗ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Алӑк уҫӑлнӑ, пӳлӗме темӗнле карчӑк пӑхса илнӗ те, темӗн каласа, питех те хитре мар хура сыснана кӗртнӗ.
IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Уҫӑлнӑ алӑкран темӗнле ҫын тухнӑ.
II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ҫемҫе, кӑпка юр унӑн ҫурӑмӗ ҫине тата пуҫӗ ҫине ҫыпӑҫса тулсан, вӑл вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе, йывӑррӑн тӗлӗрме тытӑннӑ, сасартӑк, пӳртум алӑкӗ шалтлатса уҫӑлнӑ та, ҫухӑрса ярса, ӑна айккинчен пырса ҫапнӑ.
II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Хальхинче станицӑран Дон хӗррипе киле килме тухрӑм та кӗҫех ак ҫакӑнпа пуринпе те хамӑн уйрӑлма тивесси ҫинчен шухӑшласа илтӗм ҫеҫ — куҫ уҫӑлнӑ пек пулчӗ!
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.