Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан пӗр лутра пӳллӗ, сӑнран пӑхсан хӗрӗх ҫулсене ҫитнӗ, ылтӑн тӗслӗ кӗске мӑйӑхлӑ тата лапчӑк сӑмсаллӑ пӗчӗк казак сиксе тӑчӗ; стена ҫумӗнче тӑракан ҫынсен ушкӑнӗнчен маларах тухрӗ те вӑл, чӗрре кӗрсе, ҫилӗллӗн калаҫма пуҫларӗ:
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл, сасартӑк, пӑрахутсен, баржӑсен ушкӑнӗнчен вӗҫерӗнсе тухрӗ те — вӗсем умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑватлӑ тинӗс — кӑвак инҫетелле тӑсӑлакан тинӗс — сарӑлса выртни курӑнчӗ; тинӗсӗн кӑвак инҫетӗнчен тӳпенелле — хӗррисенче сарӑ мамӑк харталлӑ, шупка-кӗрен те тинӗс шывӗ тӗслӗ симӗсрех пӗлӗтсем, тата салхуллӑ мӗлке ӳкекен, тӑхлан тӗслӗ кичем пӗлет сӑрчӗсем мӑкӑрланса хӑпарнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Андрей тӑтӑшах, ӗҫрен е чаплӑ ҫынсен ушкӑнӗнчен уйрӑлса, вечертан е балран тухса кайса, Обломовӑн сарлака диванӗ ҫинче ларма, кахаллӑн иртекен калаҫура хӑйӗн пӑлханнӑ е ывӑннӑ чӗринчи йывӑрлӑха сирсе яма, лӑплантарма ун патне пынӑ, вара яланах, тӗлӗнмелле чаплӑ залӑран тӑван килне таврӑннӑ пек е кӑнтӑр ҫанталӑкӗн илемӗнчен уйрӑлса хӑй ача чухнехи выляса-кулнӑ хурӑн ращине таврӑннӑ ҫын пек, чуна лӑплантаракан туйӑма сиснӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич хӑйӗн тусӗсен ушкӑнӗнчен тата сиввӗнрех уйрӑлнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав телейлӗ кунсенче Илья Ильич та сахал мар ырӑ курнӑ, чипер хӗрсен ушкӑнӗнчен хӑшпӗрисем хӗрӳллӗн пӑхнине те, пысӑк телей сунса ӑшшӑн кулнине те, савса икӗ-виҫӗ хутчен чуптунине те, ҫаксенчен ытларах юлташла, куҫҫулӗ тухичченех ыраттармалла алӑ чӑмӑртанине те куркаланӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, вӗсене тертлентермелле, граждансен ушкӑнӗнчен, обществӑран кӑларса сирпӗтмелле…— Нет, их надо карать, извергнуть из гражданской среды, из общества…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун хыҫӗнчен халӑх ушкӑнӗнчен ҫирӗм пилӗк ҫынна яхӑн кӑтра ҫӳҫлӗ, вӑрӑм алӑллӑ ҫамрӑксем тухрӗҫ.Следом за ней из толпы вышло человек двадцать чубатых длинноруких молодцов.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ансӑр сукмакпа Елисаветински Ҫӑл куҫӗ патнелле хӑпарнӑ май, эпӗ арҫын ушкӑнӗнчен иртсе кайрӑм, вӗсен хушшинче штатскисемпе ҫар ҫыннисем те пур, кайран пӗлтӗм эп вӗсем симлӗ шывшӑн ҫунакан этемсем хушшинче хӑйне евӗр уйрӑм виҫере тӑраҫҫӗ иккен.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл сасартӑк хӑйсен ушкӑнӗнчен уйрӑлчӗ те, леш Автоматчик тенӗ ҫерҫи пек кашни самантрах каялла тапса сикме хатӗр пулса, Мересьев патнелле хӑяккӑн, асӑрханса утса пыма пуҫларӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак салтаксем Дубровский ушкӑнӗнчен темиҫе ҫынна тытнӑ та, вӗсем хушшинче халӗ ӗнтӗ Дубровский ҫуккине пӗлнӗ.Поймали несколько человек из его шайки и узнали от них, что уж Дубровского между ими не было.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сывлӑшра ташлакан нӑрӑсен ушкӑнӗнчен сасартӑк тата тепӗр нӑрӑ уйрӑлчӗ те, хӑй хыҫҫӑн пысӑк та илемлӗ хӳре хӑварса, тӳрех уҫланкӑ еннелле ярӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ хӑйсене телейлӗ туякан ҫак ҫынсен ушкӑнӗнчен пӗр ҫирӗм-вӑтӑр утӑмран иртсе пыраттӑм.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
3. Вара Иудейӑра та, Иерусалимра та пӗлтерсе тухнӑ: тыткӑнран таврӑннисене пурне те Иерусалима пухӑнма чӗннӗ; 4. икӗ е виҫӗ кун хушшинче пыманнисем пулсан, аслӑ ҫынсен сучӗ йышӑннипе, вӗсенӗн пурлӑхне туртса илӗҫ, хӑйсене тыткӑнра пулнисен ушкӑнӗнчен уйӑрӗҫ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.