Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк утӑмсемпе тухӑҫалла утрӗ Иван.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Заведующи витерен хӑвӑрт тухрӗ те пысӑк утӑмсемпе пӳртелле яртлаттарчӗ.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑрҫӑ ветеранӗ, 90 ҫултан иртнӗ пулин те, кӗлеткине тӳрӗ тытса ҫирӗп утӑмсемпе пынинчен тӗлӗннӗччӗ, чӑн-чӑн ҫар начальникӗ тейӗн.
Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/
Тӗллевсене пуҫ урлӑ сиксе мар, пӗчӗк утӑмсемпе ҫӗнсе илни аванрах.Лучше достигать поставленных целей маленькими шагами, чем стараться прыгнуть выше головы.
34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫывӑхарах пырсан тин, вӑрӑм утӑмсемпе ерипен малалла чупса кайса, хуллен сывлӑша ҫӗкленет.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫсен ярӑмӗ сулмаклӑ утӑмсемпе пырать.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Юлашки вӑхӑтра наукӑпа техника улӑпла утӑмсемпе малалла кайса пычӗҫ.
7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Вӑрӑм утӑмсемпе хӑвӑрттӑн ярса пусать.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Эсир тӗрлӗ вӑхӑтра тӑван район ҫирӗп утӑмсемпе малалла кайтӑр тесе хӑвӑртан килнине йӑлтах тунӑ.
Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/
Анчах нӳхрепе пусмапа аннӑ пек пӗр виҫеллӗн, тан утӑмсемпе анса пырасси пулмарӗ, тӗллӗн-тӗллӗн алла чӗрӗ туратсем те лекмерӗҫ, ҫавна пула Пурис аякки ҫине ӳксе те ярӑнчӗ, урисем те йӑр-яр шукаларӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«А-а, апла-и-ха эс?» — самантрах шалтан «тивсе» кайрӗ халӗ Ула Тимӗр, Пурисран супса иртсе малалла ҫурма сулмаклӑ утӑмсемпе тӗрмекленекенскер, вара, пуҫне каялла ҫавӑрса илсе, пӗр шелсӗр «ҫавине чул ҫине тӑрӑнтарчӗ»:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫемен ҫирӗп утӑмсемпе халӑх умне тухса тӑчӗ.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чирлӗ ҫынсемпе ватӑ стариксем те кӗлеткисене тӳрӗрех тытма тӑрӑшрӗҫ, ҫирӗп утӑмсемпе малалла утса кайрӗҫ.Даже больные и старики выпрямились и, уверенно отбивая шаг, двинулись на улицу.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Легионерсем велосипечӗсене пӗр рете лартрӗҫ те пӗрешкел утӑмсемпе хӑйсене пӗтӗм шкул кӗтекен вырӑналла — актовӑй зал еннелле утрӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ваня хуллен тумланчӗ те амӑшӗ патне пычӗ, ун ҫине темле ачашшӑн та кӑмӑллӑн пӑхса илсе, илтӗнмелле мар утӑмсемпе алӑк еннелле утса кайрӗ.Ваня тихонько оделся, подошел к матери, посмотрел на нее с нежностью и неслышно направился к двери.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл сарлака утӑмсемпе утса пырать, унӑн тӳммисене вӗҫертнӗ пиншак аркисем ҫилпеле ҫунат пек вӗҫсе вӑркӑшаҫҫӗ.Он шел широким шагом, и полы его расстегнутого пиджака развевались, как крылья.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл ҫынсен мӗлкисем кӑшт кӑна палӑракан тӗттӗм пӳлӗме чылай вӑхӑт сӑнаса пӑхрӗ, унтан илтӗнмелле мар утӑмсемпе коридор тӑрӑх хуллен малалла иртрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Амӑшӗ тӑпӑл-тӑпӑл утӑмсемпе пахчана тухрӗ.
Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тарье ку сӑмахсем ҫине нимле хуравлама та аптӑраса тӑчӗ, вара асар-писер утӑмсемпе сирпӗнсе тухрӗ те подвала анса кайрӗ.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӑна Петр Петрович лартса кайни ҫинчен пӗлтерсен, Сергей кравать ҫинче ахлаткаласа выртакан Тилӗ ҫӗлӗкӗ патне пырса: — Намӑссӑр! Сахал пулчӗ-ха сана, кӗҫҫе пит! — терӗ те ӑна, чӗн чӑпӑрккипе туртса илсе, ҫирӗп утӑмсемпе пӳртрен тухрӗ.
Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.