Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утрӑм (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вара текех сӑмах вакласа тӑмарӑм, хама каласа панӑ паллӑсем тӑрӑх (ҫӳллӗ, типшӗм, сар кӗпе…) преступнике шырама тухса утрӑм

Помоги переводом

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӗсене ытараймасӑр машинӑсем такӑрлатнӑ ҫулпа мар, вӑрман карти ҫумӗнчи сукмакпа утрӑм.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ку хыпар мана савӑнтармаллипех савӑнтарчӗ, ахальтен мар ӗнтӗ машинӑсем такӑрлатнӑ ҫулпа хаваслӑн утрӑм, часах вӑрмана пырса кӗтӗм.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Караньял Ҫеменӗпе унӑн ывӑлӗсен шӑпи ҫинчен шухӑшласа, вӗсем ҫинчен паха япала ҫырма пултарайманнишӗн тарӑхса улӑх варрипе тӑвалла утрӑм.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унта шыва кӗрсе уҫӑлнӑ хыҫҫӑн йӗпе хура ҫӳҫе вӑркӑш ҫилпе кушӑхтарса сӑртри вӑрманалла утрӑм.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл хӑй те мана хапӑл туса кӗтсе илессе шанса, васкаса утрӑм.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ерипе пӗве еннелле утрӑм.

Помоги переводом

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, юлташӑмсен кӗтмен-туман, чӑрсӑр шухӑш-ӗмӗтне урлӑ та пирлӗ виҫкелесе, пӗр супка ҫӑварӑма шыв сыпса утрӑм (килтисем мӗн калӗҫ-ши кун пирки?), вара вӗсен кӑмӑлне шартах хуҫас мар тесе, хуравласа кӗскен пӗр-ик сӑмах тавӑрса хутӑм:

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эпӗ, уҫҫи-хупписӗр шухӑша ӳксе, васкамасӑр, ерипе ҫӑва еннелле утрӑм.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Анчӑка ҫӗклерӗм те Атӑл ҫыранӗ еннелле утрӑм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Пӗр-пӗр Ваҫка-усурник каҫхи ухутана тухнӑ пулӗ ӗнтӗ. Тирек ҫулҫи ҫиҫкелесе илчӗ тес — япали ытла та аялта, ҫӗр ҫинче», — сӗмленсе утрӑм эпӗ пӗр супка.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑрман тӑрӑх утрӑм, кӳлӗ куртӑм.

Помоги переводом

Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.

Ҫуранах темиҫе кун утрӑм.

Шел я пешком несколько дней.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пилӗк сехет ҫитсенех, кӗлӗсӗр пушмакпа уксахлакаласа, магазина утрӑм, ҫӗнӗ пушмак туянмалла-ҫке-ха манӑн.

Помоги переводом

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Ҫийӗнчех хутпа кӑранташ илтӗм, тумтире хулпуҫҫи ҫине уртса ятӑм та пирӗн ҫурта хирӗҫ ларакан кафене тухса утрӑм.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Акчуров мана станцӑна ҫитиччен мотоциклпа ӑсатасшӑнччӗ — эпӗ ҫуранах утрӑм.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара эпӗ те хӑвӑрт сиксе тӑрса тумлантӑм, пӗр стакан ӑша сӗт ӗҫрӗм те правление тухса утрӑм.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пылчӑклӑ, сӗлкӗшлӗ ҫулпа ҫуранах тухса утрӑм.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӗнер, ҫула майлӑ Юпсар ялне кӗмеллипе, киле ҫурранах утрӑм.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Эпӗ, ку хӑрушӑ вырӑнтан часрах аяккалла каяс тесе, пӑрӑнса утрӑм, — терӗ вӑл.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней