Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утатӑп (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам кукленсе, лӑпчӑнкаласа, сурӑхсен йӗррипе малалла утатӑп.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Утатӑп хам, ял варринчи шкул патне ҫитсессӗнех палланӑ вырӑнсене куратӑп пуль-ха тесе ӗмӗтленетӗп.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Ӗҫлес чух пульница тӑрӑх утатӑп.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Тӑрса утатӑп.

Помоги переводом

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Эпӗ поселокалла утатӑп.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫурӑм хыҫне кутамкка ҫавӑрса хуратӑп та кашни тунтикун ир пӳрте питӗрсе ҫирӗм ҫухрӑмри район центрне тухса утатӑп.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Шухӑша кайса ларатӑп Эп поэт тӑпри ҫинче, Ун кунҫулӗпе утатӑп, Мӗн пӗлеп-ха ун ҫинчен?

Помоги переводом

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

— Ыран ирех Куславккана утатӑп, унтан пӑрахутпа — Хусана.

Помоги переводом

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӑрӑха пӑхмасӑрах, эпӗ васкаса утатӑп.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Паҫӑрхи вырӑна шыраса утатӑп.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ Киремет ҫырми сукмакӗпе утатӑп.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Васкамасӑр утатӑп.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ӑна пуҫӗпе Киремет ҫырми патнелле утатӑп.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ҫаплах утатӑп, пӗрмай ыраш та ыраш.

Помоги переводом

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Утатӑп, утатӑп, ыраш ӑшӗнчен хамӑр карта патне тухаймастӑп.

Помоги переводом

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ӑна шырама тытӑнтӑм, пуҫ кӑларнӑ ыраша алӑпа сирсе шыратӑп: пӗрре — малалла утатӑп, тепре — каялла чакатӑп, айккинелле те пӑхатӑп — ҫук кайӑк, таҫта кӗрсе кайнӑ.

Помоги переводом

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ыранах утатӑп.

Помоги переводом

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах тухса утатӑп, — терӗ Ухтиван та ура ҫине тӑрса.

С рассветом и выйду, — поднимаясь, решительно сказал Ухтиван.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Утатӑп васкамасӑр, тухтӑр ача кӑкӑрне итленӗ пекех сасӑсене тимлӗ итлетӗп.

Иду не торопясь и слушаю звуки также вдумчиво, как доктор слушает грудь ребенка.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Урасене укҫалла илмен, ҫӗр ҫухрӑм пулсан та утатӑп

Помоги переводом

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней