Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утас сăмах пирĕн базăра пур.
утас (тĕпĕ: утас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн халӗ, икӗ ҫул каяллахи пек, вӑрман витӗр хирелле утас килсе кайрӗ.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Киле таврӑнма тухсан (эх, хӗрнӗ пуҫ, хӗрнӗ пуҫ, хӗрнӗ пуҫ ӑссӑр пуҫ ҫав вӑл!), тӳрӗ ҫулпа утас вырӑнне каҫрӗ кайрӗ Павӑл ҫырма леш енне, ӗне фермине ҫитсе кӗчӗ, Пӳртре Чӗкеҫ пӗчченех чӑлха ҫыхса ларать, Павӑла курсан, тӗлӗнсе пӑхрӗ те вӑл ура ҫине тӑчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пӗр хут та пулин вӑйӑра пулас килетчӗ Павӑлӑн, Чӗкеҫе вӑйӑ картинчен ҫавӑтса тухса, ял урамӗпе утас килетчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Утас, вӑхӑта ирттерес мар, ҫуран ҫыншӑн ӑҫталла та ҫул уҫӑ, терӗм.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫаврӑнса утас.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ирхине гаража е техника паркне утас килмест шоферӑн, тӑрса пӳртрен тухмалла та картишӗнчи е хапха умӗнчи машина кабинине кӗрсе лармалла унӑн — ҫав йӑлана пула пӗр шеллемесӗр ашать ял хушшине…

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗрремӗш кунхинех вӗренекенсен стройпа утас ӑсталӑхне жюри членӗсем хакларӗҫ.

Помоги переводом

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӑл Маринӑна хирӗҫ утас тесе ура ҫине ҫӗкленчӗ, пӗр-икӗ утӑм та тӑваймарӗ, каялла чакрӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Утас пулать… — кӑкӑрне сӑтӑркаласа хашлатать Изамбаев.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тен, пӗчченех утас пулать.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Изамбаев шучӗпе, пӗрмаях ҫиле йӳнеллӗ утас пулать.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Анчах ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче пурӑнакан ҫынсен, кашни утӑмра тенӗ пекех тӗрлӗрен машина пашлаттарса кӑларакан йӳҫӗ тӗтӗме ӳпке туллин сывлаканскерсен, инҫерех ҫула тухсан нихҫан та ҫуран утас килмест.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Пӗл ӗнтӗ: эпӗ Хунчар ӑратнипе пӗр урара утас ҫук.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑрахса утас мар-ши?

Помоги переводом

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Пӗр туртӑм пур унӑн: шахматсӑр утас та утмасть.

Помоги переводом

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Тӗрӗссипе каласан, шӑмми-шакки кӑна мар, кӑмӑлӗ те самаях лутӑрканнине пула унӑн халӗ малалла утас та килмерӗ, анчах шалти сасӑ — чӗрӗ пурнӑҫ сыхлавҫи — ӑна хытӑрласах тӑчӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗртен-пӗр Полинана ҫеҫ юратса унпа ҫеҫ пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗр сукмакпа утас, ӗмӗрне те унпа ҫеҫ пурӑнса ирттерес шанӑҫпа урӑх нимӗнле хӗр пӗрчине те тусламарӗ, нимӗнле хӗрачана та куҫ хывмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ватӑ мастерӑн татах та хӑвӑртрах утас килчӗ.

Старому мастеру хотелось идти быстрей.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Санӑн халӗ тӳрӗ ҫулпа утас пулать, унсӑррӑн тӗпсӗр шӑтӑка анса каятӑн.

Так что ты должен теперь идти по прямой, в противном случае сорвешься в пропасть.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ирӗксӗрех пуян Ваҫинкка патне михӗ йӑтса утас пулать.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней