Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

усӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
усӑллӑ (тĕпĕ: усӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сахӑр диабечӗн ҫӑмӑл форми чухне ҫав тери усӑллӑ.

Помоги переводом

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Ку тарана ҫитсе вӑл пысӑк чинлӑ ҫынпа сахал мар паллашнӑ, такампа та усӑллӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ, анчах пӗрре те хӑйшӗн мар, инкеке лекнисене пулӑшассишӗн тӑрӑшнӑ.

В своей жизни не мало знакомилась с большими людьми, с кем только не связывалась, но никогда не старалась ради себя, старалась ради людей, которые попали в беду.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Тӗслӗхрен, Пушкин кунӗ ачасемшӗн усӑллӑ иртрӗ.

Например, очень полезным был для детей День Пушкина.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Ачасен канӑвӗ интереслӗ те усӑллӑ ирттӗр тесе мӗнле кӑна мероприяти йӗркелемеҫҫӗ-ши?

Чтобы отдых детей был интересным и полезным, проводятся очень много различных мероприятий.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Апата кӑшт ӳстерсе «сӑмсалантарнӑ» тулӑна кӗртме юрать, пӗрчӗллӗ культурӑсенчен кунсерен пӑтӑ пӗҫерсе ҫини усӑллӑ.

В меню можно добавить пророщенную пшеницу, также полезно ежедневно употреблять кашу из цельных культур.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Аслисем ҫуллахи канӑва тӗрӗс йӗркелесессӗн, «куҫ-хӑлха» пулсассӑн каникул вӑхӑчӗ ҫитӗнекен ӑрушӑн усӑллӑ, хаваслӑ иртӗ, вӗсем ӳт-пӳпе пиҫӗхсе, ӑс-тӑнпа аталанса ҫирӗпленӗҫ.

Если правильно взрослые организуют летний отдых, будут "глаза-уши", то каникулы для подростков пройдёт с пользой, весело, они окрепнут, поумнеют.

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

— Ҫӗрти хӑшпӗр усӑллӑ микроорганизмсем вӑйлӑрах ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Тӑм — ҫут ҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле усӑллӑ сорбенчӗ.

Глина — удивительно полезный сорбент природы.

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Ҫирӗкӗн /ольха/ типӗтнӗ йӗкелӗ вар-хырӑмпа пыршӑлӑх аптратсан питӗ усӑллӑ.

При болях в желудке и кишечнике очень полезна сушёная шишка ольхи.

Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Ҫапла пӗчӗк ҫулҫӳревех ача сывлӑхӗшӗн те, ӑс-тӑнӗшӗн те усӑллӑ иртӗ.

Помоги переводом

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ача Интернетра усӑллӑ страницӑсене кӑна кӗрейтӗр тесен хӑвӑра тивӗҫтерекен списока провайдерпа пӗрле янтӑлама май пур.

Помоги переводом

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Яваплисен сӑмахӗсене итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн пай ертӳҫи ку енӗпе тӗплӗ пӗтӗмлетӳ турӗ, усӑллӑ сӗнӳсем пачӗ.

Выслушав выступления ответственных лиц, руководитель отдела сделала основательные итоги, дала полезные предложения.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ачасене вара вӗренӳ ҫулне ӑнӑҫлӑ вӗҫлесе каникула савӑк та усӑллӑ ирттерме сунатӑп.

Детям желаю успешно завершить учебный год, весело и с пользой провести каникулы

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир икӗ еншӗн те усӑллӑ ҫыхӑнусене тапхӑрӑн-тапхӑрӑн вӑй парса пытӑмӑр.

Помоги переводом

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тӗллев — Чӑваш Енпе Японин икӗ еншӗн те усӑллӑ экономика ҫыхӑнӑвӗсене аталантарасси.

Помоги переводом

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӑйсен хӳттинчи ҫул ҫитмен ҫамрӑксем ӑна усӑллӑ ирттересси иккӗлентермест: чылайӑшӗ шкулта ӗҫпе канӑва черетлентерӗ, республикӑри лагерьсенче сывлӑха тӗрекленекенсем те йышлӑ пулӗҫ — ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне тӗпе хурса ҫывӑхри учрежденисене суйласа путевкӑсене туянмашкӑн саккас панӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Путенесене те ачишӗн усӑллӑ ҫимӗҫ пултӑр тесе ӗрчетет Сергей.

Сергей разводит перепелов ради полезной еды для ребенка.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Ачасен хулинче» шӑпӑрлансене вӑхӑта сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерме мӗн пур услови туса панӑ.

Помоги переводом

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Пепкесене садикренех пушар хӑрушлӑхӗ пирки вӗрентни усӑллӑ пуласса шанас килет.

Помоги переводом

Вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесе // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Ҫакӑнпа эпӗ мӗншӗн кӑсӑкланнине чылайӑшӗ ыйтать. Хӑвӑртлӑхпа ӗҫлемелле, талӑкӗпех тесен те йӑнӑш мар. Кунашкал ритма тахҫанах хӑнӑхнӑ эпӗ. Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулма килӗшет мана».

Помоги переводом

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней