Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ

Автор: Сывлӑх

Источник: «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Добавлен: 2016.06.01 18:26

Предложений: 36; Слово: 274

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Здоровье

Ҫирӗкӗн /ольха/ типӗтнӗ йӗкелӗ вар-хырӑмпа пыршӑлӑх аптратсан питӗ усӑллӑ. Темиҫе рецептпа паллаштаратпӑр.

Хырӑмлӑхпа вуник пумӑклӑ пыршӑ язви. Типӗ ҫак чӗртавара пӗр виҫепе илсе хутӑштармалла: хура ҫирӗк йӗкелӗ, шӑпӑр курӑкӗн /алтей лекарственный/ тымарӗ, кушак курӑкӗн /валериана/ тымарӗ, пылак тымар /корень солодки/, анӑс курӑкӗн /девясил/ тымарӗ, календула чечекӗ, лачака тип курӑкӗ /сушеница топяная/, шур тӑрӑллӑ хыт курӑк /тысячелистник/, йӗтӗн вӑрри, хура ҫырла /черника/. 1 апат кашӑкӗ пухха термосри тин вӗренӗ ҫур литр шыва ямалла. Сивӗнсен сӑрӑхтармалла. Кунне 3 хут апатчен ҫур сехет маларах чӗрӗкшер стакан ӗҫмелле. Курс — сывлӑх лайӑхланиччен.

Антибиотиксемпе сипленнӗ хыҫҫӑн дисбактериоз, варвитти аптратсан. Вӗтетнӗ типӗ 2 апат кашӑкӗ ҫирӗк йӗкелне 1 стакан шыва ямалла, 15 минут вӗретмелле. Илсен 45 минутран сӑрӑхтармалла, тӗпӗнчине пӑчӑртаса юхтармалла, малтанхи калӑпӑшне ҫитерме вӗренӗ шыв хушмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах ҫуршар стакан ӗҫмелле. Курс — сывлӑх лайӑхланиччен.

Колит вӗрӗлсен. Вӗтетнӗ типӗ 1-ер чей кашӑкӗ ҫирӗк йӗкелӗпе юман хуппине хутӑштармалла, термосри тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла. Термоспа шӗвек сивӗничченех лартмалла. Сӑрӑхтармалла. Кунне 3 хут апатчен ҫур сехет маларах 1-ер апат кашӑкӗ ӗҫмелле. Курс — сывлӑх лайӑхланиччен.

Варвитти аптратсан. Вӗтетнӗ типӗ 2 апат кашӑкӗ ҫирӗк йӗкелне 1,5 литр шыва ямалла, 5 минут вӗретмелле. Сивӗнсен сӑрӑхтармалла. Шӗвеке тӑватӑ пая уйӑрса пӗр кунра ӗҫсе ямалла. Курс — сывлӑх лайӑхланиччен.

Вар-хырӑм ҫулӗ шыҫсан. Вӗтетнӗ типӗ ҫур стакан ҫирӗк йӗкелне ҫур литр шыва ямалла, вӗрекен шыв мунчинче ҫур сехет лартмалла. Сивӗнсен сӑрӑхтармалла. Кунне 3 хут апат умӗн 3-шер апат кашӑкӗ ӗҫмелле. Курс — 2 эрне. Икӗ эрне тӑхтанӑ хыҫҫӑн тата 2 эрне ӗҫмелле. Ҫак йӗркепе сывлӑх лайӑхланичченех сипленмелле.

Шута илӗр: ача кӗтекен, кӑкӑр ӗмӗртекен хӗрарӑмсене, аллергиллӗ ҫынсене юрамасть.

Апат анассине лайӑхлатма. Вӗтетнӗ типӗ 6-7 ҫирӗк йӗкелне, вӗтетнӗ типӗ 2 апат кашӑкӗ шӑнӑр курӑкӗн /подорожник/ ҫулҫине ҫур литр шурӑ эрехе ямалла, 1 эрнерен сӑрӑхтармалла. Настойкӑна кунне 3 хут апат умӗн 1-ер чей кашӑкӗ ӗҫмелле. Курс — аппетит лайӑхланиччен.

Сайт:

 

Статистика

...подробней