Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын саккуна шанать, саккун та ун тӗлӗшӗнчен урим хуравӗ пек шанчӑклӑ.3. Разумный человек верит закону, и закон для него верен, как ответ урима.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Вара ҫав ҫӗр пуҫлӑхӗ вӗсене ҫак ӗҫе священник урим тата туммим тытса татса памасӑр аслӑ та сӑваплӑ парнене ҫиме каламарӗ.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Саул Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ; анчах Ҫӳлхуҫа ӑна тӗлӗкре те, урим урлӑ та, пророксем урлӑ та хуравламан.6. И вопросил Саул Господа; но Господь не отвечал ему ни во сне, ни чрез урим, ни чрез пророков.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Левий ҫинчен те каланӑ: туммим — Санӑн, урим та — Санӑн, вӗсем Хӑвӑн сӑваплӑ ҫынну ҫийӗнче, Эсӗ ӑна Масса теекен вырӑнта сӑнаса пӑхнӑ, Эсӗ унпа Мерива шывӗ хӗрринче тавлашса курнӑ, 9. хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен вӑл: «эпӗ вӗсем ҫине пӑхмастӑп» тет, вӑл хӑйӗн тӑванӗсене те палламасть, хӑйӗн ывӑлӗсене те пӗлмест: вӗсем, левитсем, Санӑн сӑмахусене сыхлаҫҫӗ, Санӑн халална упраҫҫӗ, 10. Санӑн саккунусене Иакова, Санӑн ӳкӗтӳсене Израиле вӗрентеҫҫӗ, Санӑн умӑнта ырӑ шӑршӑ тӗтӗреҫҫӗ, парне кӳрекен вырӑну ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳреҫҫӗ; 11. эй Ҫӳлхуҫамӑм, унӑн вӑй-халне пилле, алли тӑвас ӗҫне кӑмӑлла, ӑна хирӗҫ тӑракансене, ӑна курайманнисене ури ҫине тӑмалла мар ҫапса салат.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Иисуса, Нав ывӑлне, суйласа ил, ҫав ҫынра Турӑ Сывлӑшӗ пур, аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хур, 19. унтан ӑна, Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратса, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑс пар, 20. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ ӑна итлетӗр тесе, ӑна хӑвӑн мухтавна пар; 21. вара вӑл мӗн тумаллине Елеазар священникран ыйтса тӑрӗ, Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине унран урим урлӑ пӗлӗ; вара вӑл тата унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Елеазар каланӑ пек ҫӳрӗ, вӑл каланӑ пек кайӗ, вӑл каланӑ пек килӗ, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей ӗнтӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсене шывпа ҫунӑ; 7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарона хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, унтан ӑна ҫиелти риза тӑхӑнтартнӑ, ун ҫийӗнчен ефод тӑхӑнтартнӑ, ӑна ефод пиҫиххийӗпе ҫавӑрса ҫыхса, ефодне ун ҫумне тачӑ ҫыхса хунӑ, 8. унтан ун ҫине кӑкӑрлӑх ҫакнӑ, кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хунӑ, 9. пуҫне кидар тӑхӑнтартнӑ, кидар ҫине, мал енне, якатса ҫутатнӑ пӗчӗкҫӗ хӑма, сӑваплӑ ҫутанкка, ҫыпӑҫтарса хунӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Сут кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хур, Аарон [сӑваплӑ пӳлӗме] Ҫӳлхуҫа умне кӗнӗ чухне вӗсем унӑн чӗри ҫумӗнче пулӗҫ; Аарон вара Израиль ывӑлӗсен сутне яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйӗн чӗри ҫумӗнче илсе ҫӳрӗ.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1