Поиск
Шырав ĕçĕ:
урапийӗсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑм хушшинче килӗ, Унӑн урапийӗсем — ҫавраҫил пек, Хӑйӗн ҫиллине хаяррӑн тӑкмашкӑн, вут-ҫулӑмпа айӑпламашкӑн килет Вӑл.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӗмренӗсене шӗвӗртнӗ, уххисене туртса карӑнтарнӑ; учӗсен чӗрнийӗ — вутчуль пек, ҫар урапийӗсем — ҫавраҫил пек.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Туррӑн ҫар урапийӗсем пиншер-пиншер пин, имӗ-сумӗ те ҫук; вӗсем хушшинче, Синай ҫинче, сӑваплӑ вырӑнта — Ҫӳлхуҫа.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Самуил хӑйӗнчен патша ыйтакан халӑха Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур сӑмахне каласа кӑтартнӑ, 11. каланӑ вара: сире тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ акӑ мӗнле пулать: вӑл сирӗн ывӑлӑрсене илӗ те хӑйӗн ҫар урапийӗсем ҫумне тӑратӗ, вӗсене хӑйӗн юланутҫисем туса хурӗ, вӗсем унӑн ҫар урапийӗсем умӗнче чупса пырӗҫ; 12. вӗсене вӑл пинпӳсемпе алпӳсем туса лартӗ, вӗсем унӑн хирӗсене сухалӗҫ, унӑн тыррине вырӗҫ, ун валли вӑрҫӑ кӑралӗ тата ҫар ураписем тӑвӗҫ; 13. сирӗн хӗрӗрсене хӑй валли сӗрӗш хатӗрлеттерӗ, апат-ҫимӗҫпе ҫӑкӑр пӗҫерттерӗ; 14. сирӗн хирӗрсене, сирӗн иҫӗм пахчийӗсене, ҫу йывӑҫҫи пахчисене чи лайӑххисене илӗ те вӗсене хӑйӗн тарҫисене парӗ; 15. сирӗн хирӗрсем, иҫӗм пахчийӗсем кӳрекен ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне илӗ те ӑна хӑйӗн хайранӗсемпе тарҫисене парӗ; 16. сирӗн чурӑрсемпе хӑрхӑмӑрсене, чи лайӑх яш ачӑрсене, ашакӑрсене суйласа илӗ, вӗсемпе хӑйӗн ӗҫӗсенче усӑ курӗ; 17. вак выльӑхӑртан вуннӑмӗш пайне илӗ, эсир хӑвӑр та унӑн чурисем пулса тӑрӑр; 18. ҫавӑн чухне вара хӑвӑр валли суйласа илнӗ патшана пула ахлатса йӗретӗр эсир; Ҫӳлхуҫа сире ун чухне нимӗн те хуравламӗ, тенӗ.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара Иисус Иосиф килне — Ефремпа Манассияна — каланӑ: эсӗ — йышлӑ халӑх, вӑй-хӑвату та пысӑк; сана пӗр пай анчах пулмӗ: 18. сӑртлӑх та, ҫак вӑрманлӑх та сана пулӗ; вӑрманне тасатӑн та — вӑл ӗмӗрлӗхе сана пулӗ; ҫар урапийӗсем тимӗр пулин те, эсӗ ханаансене хӑваласа ярӑн, вӗсем тем тӗрлӗ вӑйлӑ пулсан та, [эсӗ вӗсене ҫӗнтерӗн], тенӗ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1