Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урамӗнче (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ведомство специалисчӗсен аудичӗ, «вӑрттӑн» пациентсен хутшӑнӑвӗсем тата министерство ертӳлӗхӗ сиплев организацийӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ халӑхпа тӗл пулни чылай ҫитменлӗхе тупса палӑртрӗ: пациентсем регистрацие телефонпа шӑнкӑравлайманни, йышӑну черетӗнче нумай кӗтме тивни, поликлиникӑри тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн Красин урамӗнче вырнаҫнӑ офисӗнчи условисем чылайӑшне тивӗҫтерменни ҫинчен пӑшӑрханса пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

26. Унӑн яш ачисем хула урамӗнче вилӗҫ, пӗтӗм ҫар ҫынни ҫав кун вилсе пӗтӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.

26. Итак падут юноши его на улицах его, и все воины погибнут в тот день, говорит Господь Саваоф.

Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ҫавӑн пек ҫынна хула урамӗнче хаса парӗҫ, ӑна хӑй шутламан ҫӗртех ярса тытӗҫ.

30. Такой человек будет наказан на улицах города и будет застигнут там, где не думал.

Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Унӑн пур урамӗнче те «аллилуия» тени янӑраса тӑрӗ: «Туррӑмӑр, Иерусалима ӗмӗр-ӗмӗре чапа кӑларнӑ Туррӑмӑр, ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ!» тесе аслӑлӗҫ.

18. На всех улицах его будет раздаваться: аллилуия, --и будут славословить, говоря: благословен Бог, Который превознес Иерусалим, на все веки!

Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫакӑн ҫинчен Гефра ан калаҫӑр, Аскалон урамӗнче ан хыпарлӑр — филистимсен хӗрӗсем ан хӗпӗртеччӗр, ӳт кастарманнисен хӗрӗсем ан мухтанайччӑр.

20. Не рассказывайте в Гефе, не возвещайте на улицах Аскалона, чтобы не радовались дочери Филистимлян, чтобы не торжествовали дочери необрезанных.

2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кӑҫал асӑннӑ акционерсен хупӑ обществи Вӑрмар поселокӗнчи Некрасов урамӗнче социаллӑ программӑсемпе килӗшӳллӗн 17 хваттерлӗ 3 хутлӑ ҫурт хӑпартать.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Кунашкалли Уруков урамӗнче кӑна пулсан мӑкӑртатма та кирлӗ марччӗ-тӗр.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

1970 ҫулта Патӑрьелӗнчи Карл Маркс урамӗнче пурӑнма тытӑнсан пирӗнтен инҫех мар тем пысӑкӑш лупашкасем пурччӗ, вӗсенче ҫӑвӗпе шыв кӳленсе тӑратчӗ.

Помоги переводом

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Унччен ял урамӗнче ҫерем те шӑтса-ешерсе ӗлкӗреймен, паян ҫӳллӗ курӑк ашкӑрать.

Раньше на деревенской улице не успевала вырасти зелень, сегодня буйно разрослась высокая трава.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чи малтанах пухӑннисем Шупашкарти Арбат урамӗнче вырнаҫнӑ юпа патне кайса ваттисене ҫӑкӑрпа асӑнчӗҫ, кӗлӗ сӑмахӗсене каларӗҫ.

Помоги переводом

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

Шупашкар ҫынни, Гузовский урамӗнче пурӑнаканскер, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ирхине килӗнчен тухнӑ та - тӗлӗнсех кайнӑ: «урхамахне» ӗнер ҫакӑнта лартса хӑварнӑччӗ - ӑна ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн.

Помоги переводом

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней