Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Утрав ҫинче пурӑнакансем, шӑпланӑр! унччен кунта тинӗспе ҫӳрекен Сидон сутуҫисем хӗвӗшетчӗҫ.2. Умолкните, обитатели острова, который наполняли купцы Сидонские, плавающие по морю.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унччен катмакпах тасатса тухнӑ тусем ҫине пӗр тӑвӗ ҫине те каяймастӑн — кӳкенпе йӗплӗ тӗмрен хӑрамалла: унта вӑкӑрсене хӑваласа кӑларӗҫ, унта вак выльӑх-чӗрлӗх таптаса ҫӳрӗ, тенӗ Исаия.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Манӑн чунӑм уншӑн тимлесех ӗҫлерӗ, эпӗ саккуна тӗрӗс тытса пытӑм; 26. аллӑмсене ҫӳлелле тӑсаттӑм, эпӗ унӑн унччен пӗлмен тарӑнӑшне пӗлейрӗм.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унччен кам ҫавӑн пек тӗреклӗ тӑнӑ? Ҫӳлхуҫа вӑрҫи унӑн вӑрҫи пулнӑ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тапӑра пӗлӗт анса хупӑрланӑ, унччен шыв тӑнӑ вырӑнта типӗ ҫӗр тухнӑ, Хӗрлӗ тинӗсрен чӑрмавсӑр ҫул, кӗрлевлӗ авӑртан ешӗл айлӑм курӑннӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унччен хӑйсем вӗсене кӳрентернӗ пулин те, вӗсем тавӑрман, ҫакӑншӑн вӗсене тав тунӑ, вӗсене часрах тухса кайма тархасланӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унччен пулни асра юлмасть; ӗнтӗ пуласси те кайран килес ҫынсенӗн асне юлмӗ.11. Нет памяти о прежнем; да и о том, что будет, не останется памяти у тех, которые будут после.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑна итлекенӗ хӑйне вилесем патне чӗннине, унччен чӗннӗ хӑнисем тамӑк тӗпне кайнине пӗлмест те.18. И он не знает, что мертвецы там, и что в глубине преисподней зазванные ею.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Эй Ҫӳлхуҫа, унччен кӑтартнӑ ырӑлӑхусем ӑҫта-ши?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — манӑн Туррӑм, эпӗ Сана мӗн иртенпех шыратӑп; Сана унччен сӑваплӑ Ҫуртӑнта курнӑ пек, Санӑн хӑватупа Санӑн мухтавлӑхна курасшӑн ҫак шывсӑр типсе-ҫунса выртакан пушӑ ҫӗрте манӑн чунӑм Саншӑн ҫунать, ӳтӗм Саншӑн тӗмсӗлет: 4. Санӑн ырӑлӑху пурӑнӑҫран та хаклӑрах.
Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унччен хамӑр мӗн илтнине ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи хулинче, хамӑр Туррӑмӑр хулинче, куртӑмӑр: Турӑ ӑна ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ тӑвӗ.
Пс 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унччен эпӗ Сан ҫинчен илтнӗччӗ ҫеҫ; халӗ ӗнтӗ Сана куҫӑмпах куратӑп; 6. ҫавӑнпа эпӗ хамӑн сӑмахӑма каялла илетӗп, тусанпа кӗл ҫине ӳксе ӳкӗнетӗп.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилесле хуйха ӳкнӗ патша майри Эсфирь те Ҫӳлхуҫана тилмӗрнӗ, чаплӑ тумне хывса пӑрахса хуйхӑпа куҫҫуль тумтирӗ тӑхӑннӑ, тем тӗрлӗ паха сӗрӗшсем вырӑнне пуҫӗ ҫине кӗлпе тусан сапнӑ, хӑйӗн ӳт-пӗвне хавшатнӑ, унччен, хаваслӑ вӑхӑтра, эрешлетсе илемлетнӗ сӑнне сапаланӑ ҫӳҫӗпе хупӑрласа Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм!
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ пур ҫынна та ялан ҫак пӗртен-пӗр халӑх ҫеҫ хирӗҫ тӑнине пӗлсен, вӗсем саккунсене хирӗҫлекен йӗркесемпе пурӑннине пӗлсен, пирӗн патшалӑхӑмӑрта ҫителӗклӗ пурӑнӑҫ ан пултӑр тесе, пире хирӗҫ тӑрса тискер ӗҫсем тунине пӗлсен, эпир Аман ҫырӑвӗнче, пӗтӗм ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракан, хамӑрӑн иккӗмӗш аттемӗр Аман ҫырӑвӗнче, кӑтартнӑ ҫынсене пӗтӗм килӗ-йышӗпе, ачи-пӑчипе вӗлерсе тухма хушрӑмӑр, вӗсене кӑҫалхи вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӗрхенмесӗр хӗҫпе вакламалла, тӗппипех пӗтермелле, ҫавсене — унччен те, халӗ те пире курайман ҫынсене — пӗр кунра вӑйпах ҫӗр тӗпне ҫапса антармалла, вара вӗсем пире малашне ӗмӗрӗпе тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнӑҫпа пурӑнма чӑрмантараймӗҫ.]
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кӗлӗ тума каятӑп тесе, Иудифь хӑйӗн хӗрарӑм тарҫине ҫывӑрмалли пӳлӗмӗн тулашӗнче кӗтсе тӑма хушнӑ пулнӑ — вӑл унччен те кашни кунах ҫавӑн пек тунӑ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа та, Унран ҫӑлӑнӑҫ кӗтсе, Ӑна хамӑра пулӑшма йӑлӑнӑпӑр, кӑмӑлӗ пулсан, Вӑл пирӗн сасса илтӗ, 18. мӗншӗн тесессӗн этем алли тунӑ турӑсене пуҫҫапни пирӗн йӑхра пулман, хальхи вӑхӑтра та пӗр йӑх та, пӗр ӑру та, пирӗн пӗр халӑх та, пӗр хула та ун пек тумасть, вӑл унччен ҫавӑн пек пулнӑ, 19. ҫавӑнпа та пирӗн аттесене хӗҫ айне ӳкернӗ, ҫаратнӑ, хамӑрӑн тӑшмансем умӗнче вӗсем хӑрушла пӗтнӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Апат-ҫимӗҫ нумаййине курсан, эпӗ ывӑлӑма каларӑм: кай та хамӑр тӑвансенчен пӗр-пӗр мӗскӗне, Ҫӳлхуҫана манман ҫынна, тупса кил, эпӗ унччен кӗтӗп сана, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша унччен нихӑҫан та эпӗ хурлӑхлӑ пулнине курманччӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн чухне вара ман патӑма унччен куҫса килнисем тунӑ усал ӗҫсемшӗн Израиль Турри сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнисем пухӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иосия Турӑ Ҫуртӗнче тумалли ӗҫсене пӗтӗмпех туса ҫитернӗ хыҫҫӑн [Хелкия священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупнӑ саккун йӗркипе пурӑнас тесе, Иосия патша вилнӗ ҫынсене чӗнекенсене те, ҫӑлтӑрҫӑсене те, Иерусалимпа Иудейӑри чӳк вырӑнӗсене те, йӗрӗхсене те, Астарта юписене те ҫунтарса янӑ; унччен нихӑҫан та Иосия пек пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм вӑйӗ-халӗпе Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ, Моисейӗн пӗтӗм саккунне ҫирӗп тытса-уяса пурӑнакан пулман; ун хыҫҫӑн та ун евӗрлӗ патша пулман.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.