Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унсӑрӑн вӑл пирӗн пӗтӗм кишӗре тата кӑшмана ҫисе ярӗ, улмуҫҫисемпе ҫырла тӗмисене кӑшласа пӗтерӗ!Иначе она съест всю нашу морковь и свеклу, сгрызет яблони и кустарники!
Каскӑн качака // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 31,33,35 с.
Кибитка сӑрт ҫине хӑпарса ҫитсен, Иван Федорович хӑй пӗлекен кивӗ те пӗчӗк, хӑмӑшпа витнӗ ҫуртах курчӗ; сад пахчинче, ав, хӑй вӑрттӑн хӑпаркаласа улми-ҫырлисене татнӑ улмуҫҫисемпе черешньӑсемех.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Садсене шӑлса лартнӑ — епле те пулин лакӑмра улмуҫҫисемпе грушӑсен тӑррисем кӑна курӑнса лараҫҫӗ; пӳрт-ҫурт тӑррисенче юр хулӑн ватка утиялсем евӗр выртать — вӗсем ытла йывӑр пулнипе хӑшпӗр ҫӗрте каштасем шӑтӑртатаҫҫӗ, тимӗр ҫивитти авӑнать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сачӗ унӑн пит пысӑк, ем-ешӗл ларать, унта вӑл лайӑх йышши улмуҫҫисемпе тӗрлӗрен чечек лартса тултарнӑ, хӑй ҫуртӗнчен пайтахранпа тухса курман ват ҫынна ҫӑтмаха пырса кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Юлашкинчен сад ҫине куҫрӗ: ватӑ ҫӑкасемпе юмансене вӑл ҫаплипех хӑварас терӗ, улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисене касса, акаци лартма шут тытрӗ; парк пирки те шухӑшларӗ те, анчах, тӑкак нумай тухнине шута илсе, парк тума тӑхтас терӗ, чечек йӑранӗсемпе оранжерейӑсем тӑвас пирки шухӑшларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирӗн тавралӑх ӑна кӗр тырри акса хӑварнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр анасемпе, улмисем йывӑррине пула тураттисене уснӑ улмуҫҫисемпе, сип-симӗс каюллӑ улӑх-ҫаранпа, тӗл-тӗллӗн шупкалнӑ-хӗрелнӗ ката-вӑрманпа кӗтсе илет.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
- 1
- 2