Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

укҫине сăмах пирĕн базăра пур.
укҫине (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ укҫине ҫавах, норма тултарнине кура, ҫитӗннӗ рабочисемпе танах тӳлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пӗр пилӗк кунлӑх командировка хучӗпе укҫине ил те — ҫула хатӗрлен.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Папӑпа мама кӑшт (нумай) хушса хучӗҫ укҫине.

Немного (много) папа с мамой добавили.

Мама, Ксюша тата Настя дневникӗнчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/642

Ӑшӑ хваттерте пурӑнас, шывпа усӑ курас килет, анчах та укҫине тӳлесшӗн мар.

Помоги переводом

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

— Расхутла патшалӑх укҫине ытларах, ҫавӑншӑн сана преми, ҫавӑншӑн ялав — ак мӗн калатпӑр эпир ҫынсене.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пирвайхи ӗҫ укҫине Тихӑн илнӗ-илменех Тарас Поликарповича парать.

Помоги переводом

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев халӑхӑн интересӗсене хӳтӗлессипе хастартарах ӗҫлеме чӗнсе каланӑ, предприяти ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеменни – йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Канашлура «Стройтех» ТМЯОри лару-тӑрӑва пӑхса тухнӑ, шалу укҫине тавӑрса парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Пӗтӗмпе 16 организацине лару-тӑру аванах мар, вӗсем ӗҫ укҫине вӑхӑтра парайман ӗҫлекенсене.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Ведомствӑсен ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлес, официаллӑ мар майпа ӗҫлессин тӳпине чакарас енӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларӑвӗнче, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи шайӗнчен те пӗчӗкрех кӑтартуллисен йышне чакарас тӗллевпе йӗркеленӗ регион программи епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен, Чӑваш Реcпубликинчи Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн – тӗп инспекторӗ – ертӳҫӗ Алексей Метелкин тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Ҫак шухӑшсем тӗп вырӑнта пулчӗҫ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлессин, официаллӑ мар ӗҫлеве чакарассин ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комиссин иртнӗ ларӑвӗнче.

Помоги переводом

Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Bsb8a9cMuNY

«Территори аталанӑвӗн фончӗ» пӗрлешӳ укҫине явӑҫтарса коммуналлӑ инфротытӑма ҫӗнетесси» регионти программӑпа Улатӑрта икӗ, Ҫӗмӗрлере тӑватӑ проект пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Коммуналлӑ тытӑм ҫӗнелмелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=bqbwSoVudVA

Вӗсем кунне икӗ хутчен тӳлевсӗр апатланма е компенсаци укҫине илме пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Хутсем сахал хатӗрлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=NhvJNM5OkpU

14 ҫултан пуҫласа 17 ҫул таранччен вара 400 тенкӗ тӗрев укҫине илме пулать.

Помоги переводом

Хутсем сахал хатӗрлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=NhvJNM5OkpU

Ҫук, шикленме кирлӗ мар иккен: ҫынсем чӑнах та хӑйсен укҫине такама та ним мар пама хатӗр!

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ара, ҫын укҫине хӑй кӗсйине чикет мар-и?

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Хӑйӗн черченрен те черчен, илемлӗрен те илемлӗ мӑшӑрӗн пурнӑҫне ҫав тери телейлӗ тӑвасшӑн та вӑл укҫине пӗрре те шеллемест.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ксюша хӑйӗн кӗсье укҫине минераллӑ шыв илме тӑкакларӗ.

Ксюша потратила свои карманные деньги на минеральную воду.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Ҫичӗ-сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ асаннесемпе кукамайсем те паян нацизм ҫулне пӳлме хутшӑнакан мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем валли ӑшӑ япаласем ҫыхаҫҫӗ, хӑйсен пенси укҫине хываҫҫӗ.

Помоги переводом

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Магазинта пӗр кана тӑчӗ те ҫапах та хӑйӗн укҫине газировка илсе тӑкакларӗ.

Постояла в магазине и потратила-таки свою денежку на газировку.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней