Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сывлӑха сыхлас ӗҫе модернизацилемелли программа шайӗнче врачсене тата медицинӑн вӑтам сыпӑкри ӗҫченӗсене хушма тӳлев пама палӑртнине пула республикӑри врачсен малтан шутласа ҫирӗплетнӗ уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 23 503 тенкӗпе танлашнӑ, медицинӑн вӑтам сыпӑкри ӗҫченӗсен вара – 13 502 тенкӗпе.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Ача сачӗсенче тӑрӑшакан воспитательсемпе педагогсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине Чӑваш Республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан сферӑри вӑтам ӗҫ укҫи шайне иртсе пыракан ҫул хушшинче ҫитерме палӑртса хунӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
2013 ҫулхи I кварталта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогика ӗҫченӗсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине экономикӑри вӑтам ӗҫ укҫи шайне ҫитерме палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Шкулчченхи учрежденисенче ӗҫлекен воспитательсен ӗҫ укҫи асӑннӑ тапхӑрта 34 процента ҫити ӳссе 10 278 тенке ҫитнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Енчен те предприяти ертӳҫи хӑйӗн ӗҫченӗсене вӗрентсе хатӗрлес тата вӗсен ӑсталӑхне ӳстерес пирки пит тӑрӑшмасть, вӗсене тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи тӳлеме кирлех мар тесе шутлать пулсан, унашкал предприяти ҫитӗнӳ тӑвайманни куҫ кӗрет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Патшалӑх укҫи хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн районта кӑна миллионшар тенкӗ тӑкакланнӑ вӗт-ха!
Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27
Вӗсен шутӗнче ытларахӑшӗ е «бизнеспа» укҫа тӑвакансем, е лайӑх шалу укҫи илсе ҫемҫе пукансем ҫинче ларакансем.
Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27
Ҫулталӑкра вӗсене 2 хут (хӗлле тата ҫулла) пӗршер уйӑх отпускпа тивӗҫтереҫҫӗ, кайма-килме ҫул укҫи - тӳлевсӗр.
Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20
Унсӑр пуҫне, ҫу уйӑхӗнчи указсен шайӗнче медицина ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи тӳлес енӗпе палӑртнӑ тивӗҫсене эпир туллин пурнӑҫлатпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫав хушӑрах патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен кӑна мар, ҫавӑн пекех мӗн пур организаципе предприяти ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи те ӳсмелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Паллах, республикӑри экономикӑна илес пулсан, унта вӑтам шайран пысӑкрах, 30-40 пин тенкӗ шайӗнче, ӗҫ укҫи тӳлекен предприятисем те пур.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Правительство бизнеса пур енлӗн пулӑшса пырать, ҫавна май предпринимательсем те социаллӑ яваплӑхлӑ пулассине шанать, уйрӑмах ӗҫ укҫи тӳлес енӗпе.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫакӑ заводсенче ӗҫлекенсем хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсене сыхласа хӑварассине тата лайӑх ӗҫ укҫи илессине гарантилет тата аталану валли лайӑх малашлӑх йӗркелет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Хаклав тӑрӑх, пӗлтӗр инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани шучӗпе республика экономикин мӗн пур сферинче икӗ пин те сакӑр ҫӗре яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, ҫав шутран сакӑр ҫӗре яхӑнӑшӗ пысӑк технологиллӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 31 пин тенкӗрен те иртекен ӗҫ вырӑнӗсем, унта тӗпрен илсен ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑк ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Уйӑхри малтан шутласа палӑртнӑ вӑтам ӗҫ укҫи 7,3% ӳснӗ, чӑн ӗҫ укҫи – 4,6%.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Почтальонка пенси укҫи кӳрсе парасса ҫеҫ тӳсеймесӗр кӗтеҫҫӗ.Только с нетерпением ждут почтальонку, которая приносит пенсию.
Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22
– Валерий Петрович, Чӑваш Енре ял хуҫалӑхӗнче тӳлекен ӗҫ укҫи Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинче пӗчӗккисенчен пӗри шутланать.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
Хӑшӗ-пӗри ӗҫкӗленнӗ, кӗсйисенче укҫи ҫук…
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
Кунсӑр пуҫне февраль уйӑхӗнче 13-мӗш ӗҫ укҫи панӑ.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
- Колхозникӑн вӑтам ӗҫ укҫи 100 тенкӗпе танлашнӑ.