Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав тери йывӑр ӗнтӗ салтака ҫакна тӳссе ирттерме.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ӗҫ ӑстисем, саманан ҫитмӗл ҫичӗ хуҫланчӑкӗсене тӳссе тухнисем — мӗн чухлӗ пурнӑҫ опычӗ, характер тарӑнлӑхӗ, философиллӗ шухӑш пытарӑнса тӑрать пуль вӗсенче!
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
— Шӑпах пурнӑҫпа киленмелли тапхӑрта, вӑй питти ҫулсенче, Сире йывӑр чир аптратнӑ, мӗнле тӳссе ирттертӗр?
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Ҫухатусен йывӑр ыратӑвне тӳссе, хӑйсен пурнӑҫне хӗрхенмесӗр Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсем мирлӗ, тӑнӑҫ пурнӑҫӑн ирӗкне упраса хӑварнӑ.
Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Кунта кӑна мар, ӳнерҫӗн ытти ӗҫӗсенче те эрмен халӑхӗ 100 ҫул каялла тӳссе ирттернӗ хӑрушӑ геноцид куҫа курӑнман асӑрхаттаруллӑ хӗрлӗ йӗрпе палӑрса тӑрать.
Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Атте хавхаланса-хӑпартланса кайрӗ: «Ҫырса кӑтартнӑ пулса иртнисем – пӗтӗмпех эпӗ вӑрҫӑра тӳссе курнисем, вырӑнӗсем те ҫавсемех!» — тесе хучӗ.Отец вдохновленно сказал: "Описанное прошлое - все то, что я вытерпел на войне, и места те же!"
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Кунашкал саманта пурте тӳссе ирттереҫҫӗ пулӗ.
Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Эпӗ тыткӑнри тамӑкра тӳссе ирттернине санӑн курмалла ан пултӑр.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ҫуллахи шӑрӑх кунсене йӗркеллӗ, сывлӑха сиен кӳмесӗр, тӳссе ирттерме хӑш-пӗр йӗркене шута илни, пӑхӑнни пулӑшӗ.
Ҫуллахи шӑрӑхра // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№
Ангинӑна, грипа, ОРВИе тӳссе ирттернисен сывалнӑ хыҫҫӑн 1 уйӑх тӑхтамалла, уйӑх хушши иртнӗ хыҫҫӑн 5 кунран юн пама юрать.
Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Шалу пӗчӗккине тӳссе ирттерме пулать, халӗ ниҫтах та нумай тӳлемеҫҫӗ.Маленькую заработную плату можно выдержать, сейчас нигде много не платят.
«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Часах пирӗн ҫарсем Мускав ҫывӑхӗнчи пӗтӗм участокра наступлени пуҫласа янӑ, тӑшман ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳссе каялла чакнӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
15. Ҫапла Авраам вӑрах тӳссе тӑрса пама пулнине илнӗ.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпир сире пурсӑра та вӗҫне ҫитичченех, хӑвӑр ӗмӗтӗр пурӑнӑҫланичченех, ҫапла тӑрӑшуллӑ пулма сунатпӑр; 12. ан ӳркенӗр, хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пирӗн Чи Аслӑ Священникӑмӑр эпир халсӑррине пӗлмесӗр хӗрхенме пултарайманскер мар, Вӑл пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ, ҫылӑха ҫеҫ кӗмен.
Евр 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та, кӑмӑлупа та, ӗненӳпе те, ырӑ чунупа та, юратупа та, асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн; 11. Антиохире, Иконире тата Листрӑра мана епле хӗсӗрленине, асаплантарнине эсӗ пӗлетӗн — эпӗ ҫавна пурне те тӳссе ирттертӗм, Ҫӳлхуҫа мана пуринчен те хӑтарчӗ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хам апостол иккенне эпӗ сире тӗрлӗ асап тӳссе тата паллӑсем, кӗтретсем, хӑватсем туса кӑтартрӑм.12. Признаки Апостола оказались перед вами всяким терпением, знамениями, чудесами и силами.
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир ҫак хӳшӗре пурӑнса йывӑрлӑх тӳссе йынӑшатпӑр, киввине хывсах пӑрахасшӑн мар эпир, ӑна улӑштарасшӑн ҫеҫ, вилӗмли вырӑнне чӗрӗ тӑраканни пулинччӗ тетпӗр.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир хурлӑх куратпӑр пулсассӑн, сире лӑплантарасшӑн, сире ҫӑласшӑн хурлӑх куратпӑр; эпир лӑпланни сире те — эпир те тӳсекен хӗн-хур пек йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн чӑтса ирттермешкӗн — лӑплантарӗ; 7. эпир сире ҫирӗп шанса тӑратпӑр: эсир пирӗн хӗн-хура пирӗнпе пӗрле тӳссе пирӗнпе пӗрлех лӑпланӑҫ тупасса пӗлетпӗр эпир.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать, юрату ӑмсанмасть, юрату мухтанмасть, мӑнаҫланмасть, 5. пуҫтахланмасть, хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть, вӗчӗхмест, хӑйне усал тунине асра тытмасть, 6. тӗрӗсмарлӑхшӑн савӑнмасть, чӑннишӗн савӑнать; 7. пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет.
1 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.