Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Евсей Антоныч, эсир — управленири партбюро членӗ, анчах мӗнле-ха хӑвӑрпа юнашарах Шамраевпа Акчуров япӑх ӗҫленине тӳсетӗр?
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Епле тӳсетӗр эсир ҫавӑн пек пуҫтаха! — хӗрсе каларӗ Паймук, Эльгеев умне пырса.
Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Эпир кунта чухне пурте тӳсетӗр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Оккупацине тӳсетӗр пулсан, вӑл еплереххине, ҫынсене ҫӗрле вырӑн ҫинченех илсе тухса кайнине пӗлес пулать…
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эсир, мӗскӗнсем, асап тӳсетӗр, анчах сирӗн чап пире лекет, ҫапла мар-и? — терӗ вӑл, вучах умӗнче лараканнисене пурне те черетпе алӑ парса.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Епле тӳсетӗр эсир кун пеккине?
1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Нимӗҫсем радиопа яланах: тытӑр партизансене, вӗсем сире сыхлакансем мар, вӑрӑ-хурахсем, ӗҫсе, вӑрласа ҫӳреҫҫӗ, эсир вӗсенчен инкек кӑна тӳсетӗр, тесе калаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Ӑнланмастӑп, — тетчӗ вӑл пире, хулпуҫҫийӗсене хутлатса тытса, — эсир ҫав фискала, ҫав йӗрӗнчӗк пит-куҫа мӗнле тӳсетӗр, ӑнланмастӑп!
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
14-15. Эй тӑвансем, эсир ӗнтӗ Христос Иисуса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗ пек пултӑр: вӗсем иудейсенчен — Иисус Ҫӳлхуҫана та, Унӑн пророкӗсене те вӗлернӗ, халӗ ӗнтӗ пире хӗсӗрлекен иудейсенчен — асап тӳснӗ евӗр, эсир те хӑвӑр йӑхташӑрсенчен асап тӳсетӗр; иудейсен ӗҫӗсем Турра юрӑхлӑ мар, вӗсем пурне те хирӗҫ пыраҫҫӗ, 16. вӗсем пире суя тӗнлӗ халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентме чараҫҫӗ, ҫапла пӗрмаях ҫылӑхсен виҫине тултарса пыраҫҫӗ; вӗсем ҫине Турӑ ҫилли ҫитсе пырать ӗнтӗ.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кам та пулин сире эпир вӗрентмен урӑх Иисус ҫинчен пырса вӗрентсессӗн, эсир хӑвӑр илмен урӑх сывлӑша йышӑнсассӑн, хӑвӑра пӗлтермен урӑх Ырӑ Хыпара йышӑнсассӑн — эсир ҫакна нимӗн те мар тӳсетӗр.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑр ырӑ тусассӑн та хӗн курса тӳсетӗр пулсассӑн, ҫакӑ вӑл Турра кӑмӑллӑ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Усал ӗҫ тунӑшӑн хӗненине тӳсетӗр пулсассӑн, уншӑн мӗн мухтамалли пур?20. Ибо что за похвала, если вы терпите, когда вас бьют за проступки?
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1