Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӳсеймесӗр (тĕпĕ: тӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимка хӑй те почтӑна салатса пӑхас вӑхӑта тӳсеймесӗр кӗтрӗ.

Тимке самому не терпелось разобрать почту.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька хӑяр ҫинчен, кантӑксем ҫинчен нимӗн пӗлмен-илтмен пулин те, старик тинкерсе пӑхнине тӳсеймесӗр аяккалла пӑрӑнчӗ.

И хотя Санька ничего не знал ни про огурцы, ни про стекла, но он не выдержал упорного взгляда старика, вспыхнул и подался в сторону.

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Терентий, тӳсеймесӗр, кӑшкӑрса ячӗ: — Ну, ҫитет сире ашкӑнма, ак сире пурсӑра та хӑлхаран пӑратӑп! — терӗ.

Терентию пришлось крикнуть: — А ну, хватит баловаться, а то всем ухи пообрываю!

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Хӑтарӑр манӑн ачасене! — тӳсеймесӗр хытӑ кӑшкӑрса макӑрса ячӗ вӑл.

— Спасите моих детей! — исступленно закричала она, рыдая.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл хай юлташӗ ун ҫине ҫилленсе, анчах юлташла, хыттӑн тилмӗрсе пӑхнине тӳсеймесӗр шуралса кайрӗ.

Он побледнел от этого сердитого, дружеского, настойчивого и вместе с тем умоляющего взгляда товарища.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик тӳсеймесӗр тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ.

Гаврик отвернулся.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Тарӑр! — татах кӑшкӑрчӗ пӗтӗм пырӗпе Гаврик, ыратнине тӳсеймесӗр пӑркаланса.

— Тикайте! — еще раз закричал Гаврик во всю глотку, корчась от боли.

XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав вӑхӑтрах тата вӑл, ухмах пек, юратнине тӳсеймесӗр, хӑйӗн картонӗсене халиччен пӗр курман хӗре панӑшӑн кулянать.

Оно усугублялось безумными сожалениями по поводу картонок, так глупо отданных в порыве страсти первой попавшейся девчонке.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫакӑнта Петя ӗнер пулса иртнисене аса илет те, тӳсеймесӗр, сӗтел хушшинчен сиксе тӑрать.

Тут Петя вспомнил вчерашние события и даже вскочил из-за стола.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вырт тетӗп сана! — кӑшкӑрса ячӗ ача тӳсеймесӗр ҫилленсе.

Ложись, я тебе говорю! — вдруг сердито крикнул мальчик, потеряв терпенье.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсен ҫамрӑк турачӗсем шалҫасем ҫумне ҫирӗп явӑнса ӳсеҫҫӗ, ваттисем, ҫырла сапакӗсен йывӑрӑшне тӳсеймесӗр, тайӑлса лараҫҫӗ.

Молодые побеги лозы круто обвивались вокруг высоких тычков, старые гнулись под тяжестью гроздьев.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнчех ҫавӑн пек тӳсме хал ҫук ӗҫсем пулса пынине тӳсеймесӗр, Петя, пӗтӗм таврари хӑрушлӑха манса, дыняна ҫавӑрса илчӗ.

Тут Петя, у которого за спиной происходили все эти невыносимые вещи, не выдержал и, забыв про опасность, кинулся к дыне.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ӑҫта пулса иртрӗ вӑл? — ыйтрӑм эп, тӳсеймесӗр.

— А где же оно было? — спросила я, не удержавшись.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ӑҫта вӑл халь, ӑҫта? — тӳсеймесӗр персе ятӑм эп.

— А где же он сейчас? — не выдеражала я.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗнтӗ дирижёр, тӳсеймесӗр кӑшт ҫеҫ хыҫалалла пӑхса, патакне сулса ячӗ, иккӗмӗш пай тапранчӗ.

А дирижер, нетерпеливо оглянувшись на зал, уже взмахнул палочкой, и началась вторая часть.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл выртакан суранӗсене тӳсеймесӗр, шӑлӗсене шатӑртаттарса кровать ҫинче ларать.

Он сидел на кровати, скрипя зубами от боли.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫамки ҫине вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн анса ларакан калпакне тӳсеймесӗр тӳрлете-тӳрлете хуратчӗ.

которое было видно даже в том нетерпеливом движении, которым она поправляла шапку, иногда съезжавшую на лоб, —

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ вӑл сӗтел хӗрринче, телефонсем патӗнче хутланса ларать, икӗ чӗркуҫҫине икӗ аллипе ярса тытнӑ, шарт ҫыртнӑ шӑл витӗр йывӑррӑн сывлать, хӑш чух, ыратнине тӳсеймесӗр, авӑна-авӑна илсе йынӑшать.

Он сидел на краю стола, около телефонов, охватив руками колени, тяжело, со стоном дыша сквозь стиснутые зубы, иногда пригибаясь от боли.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Савельич унта ӗнтӗ вырнаҫса хуҫаланма тытӑннӑ та, эпӗ генерал патне каймалли вӑхӑта тӳсеймесӗр кӗтме пуҫларӑм.

Там Савельич уже хозяйничал, и с нетерпением стал ожидать назначенного времени.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хам янӑ ҫырӑва хирӗҫ ответ илессе тӳсеймесӗр кӗте пуҫларӑм; лайӑх хыпар илессе шанма хӑяймасӑр, ҫав вӑхӑтрах килес ҫыру аван мар пулассӑн туйӑнса аптӑратнине пусарса лартма тӑрӑшатӑп.

С нетерпением ожидал я ответа на посланное письмо, не смея надеяться и стараясь заглушить печальные предчувствия.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней