Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакнашкал ҫӗр пӳртре тӗтӗмпе, чыхӑнса выртнӑ вӑхӑтра, пӗлетӗн-и, мӗнешкел пысӑк тавҫӑру вырӑнне шутланать вӑл — тӗтӗм тухмалли ахаль тӑрпа, кантӑксем пирки каламастпӑр та ӗнтӗ.
III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Хавра тӗтӗмӗ — акӑ хула чунӗ; тӗтӗм тата аташу.
Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Тӗтӗм шӑрши, чӑнах тӗтӗм шӑрши, — пӑшӑлтатрӗ вӑл савӑнӑҫлӑн.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӗсем пирусӗсене ӗмеҫҫӗ те тӗтӗмӗсене тӗтӗм шӑтӑкнелле вӗреҫҫӗ.
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Кунта таҫта тӗтӗм тухмалли шӑтӑк пулмалла, вут вӑйлӑ ҫунсан та, хӑвӑлта тӗтӗм турри сисӗнмест.Где-то был устроен отличный дымоход, дрова горели дружно, и в пещере почти не ощущалось дыма.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Черныш пӗр вӑхӑтрах вӑрман ҫинчи симӗсрех тӗслӗ тӗтӗме те, Шурӑна та курать, ӑна ҫав тӗтӗм хупласа илнӗн туйӑнать.
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫырансем хӗрринче тӑшмантан пытаракан ҫӑра кӑпка тӗтӗм ҫӗкленчӗ, ҫак шап-шурӑ тӗслӗ тӗтӗм хӗвел ҫутипе куҫа йӑмӑхтармалла йӑлтӑртатать.Над берегами поднялись дымовые завесы, пышные, кустистые, ослепительно белые на солнце.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах тӗтӗм ӑшӗнче те пуртӑсемпе мӑлатуксен сасси шӑпланмарӗ, чӑрсӑр маршсем тӗтӗм витӗр те ҫулсем ыйтаҫҫӗ.Однако стук топоров и молотков не затих и в дыму, бурные марши требовали дорог и сквозь дым.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӑшпӗрисене ҫурӑлакан минӑсем хушшипе тухса кайма май килет, теприсем тӗтӗм капламӗсем ӑшӗнче ҫухалаҫҫӗ те, тӗтӗмпе тата пылчӑк сирпӗнчӗкӗсемпе пӗрле тумтир татӑк-кӗсӗкӗсем ҫӳлелле вӗҫеҫҫӗ.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем снаряд ҫурӑлнӑ хыҫҫӑн ҫийӗнчех тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалаҫҫӗ, пачах курӑнми пулаҫҫӗ; тӗтӗм сирӗлсен, сӑрӑ пӑнчӑсем каллех хускалма тытӑнаҫҫӗ; кӑткӑсем ҫумӑр хыҫҫӑн шунӑ пек, вӗсем тайлӑмсем тӑрӑх упаленеҫҫӗ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Халь вӗсем вилӗ, пӗрин ҫинче те тӗтӗм мӑкӑрланса тӑмасть, анчах ӗлӗк чух Тарас кашни тӗтӗме уйӑрса илетчӗ, кашни гудок сасси тӑрӑх пӗлетчӗ…
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
— Тепӗр хӗрӗх минутран, — ӑнлантарчӗ вӑл, — горизонтра эсӗ хура тӗтӗм куратӑн, ҫакӑ вӑл лагерьте ҫунтаракан кӑвайт тӗтӗмӗ пулать.— Через сорок минут, — пояснил он, — ты увидишь на горизонте черный дым — это в лагере жгут костры.
Ҫынсене хӑтарма! // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӑл курӑнмасть-ха: вӑл инҫетре, анчах тӗтӗм — пӑрахут тӗтӗмӗ, вӑл кунталла ҫывхарать!Его еще не видно: он далеко; но дым — это пароходный дым, и он приближается сюда!
Тӗтӗм! Тӗтӗм! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Васильев ҫынсене тӗтӗм кӗме ӗлкӗреймен юнашар камерӑсене куҫма, коридора тӗтӗме химилле майпа ҫӑтакан аппаратсем лартма хушрӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Александровски батарея патӗнче те пысӑк хура тӗтӗм мӑкӑрланни, тӗтӗм витӗр ҫулӑм ялкӑшни курӑнчӗ.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗтӗм укреплени тӑрӑх, уйрӑммӑнах сулахай енчи тусем тӑрӑх, шурӑ тӗтӗм — ҫӑра тӗтӗм ҫӗклене-ҫӗклене тухни курӑна пуҫларӗ.
24 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тӳпере бомбӑсен вутлӑ йӗрӗсем пӗр-пӗринпе хӗресленеҫҫӗ, тӗксӗм-кӑвак пӗлӗте самантлӑха ҫиҫӗмлӗ йӑлтлатса илекен ҫутӑсем ҫутатса илеҫҫӗ, пӑшал кӗпҫинчен пӗрхӗнсе тухакан ҫутӑсем ӗнтӗ вӗсем, тар тӗтӗмӗ, шурӑ тӗтӗм чӑмӑрккисем курӑнаҫҫӗ, пӑшал пенӗ сасӑсем вӑйлӑланнӑҫем вӑйлӑлансах пыраҫҫӗ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн эсир тӑшман еннелле каякан снаряд шӑхӑрнине илтетӗр, ҫӑра тӗтӗм, тар тӗтӗмӗ хупласа хурать сире, вӑл платформӑна, ун тӑрӑх уткаласа ҫӳрекен матроссене хупласа хурать.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл хӑйсен пӳрт пӑлтӑрӗнчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухнине курсан, тӗтӗм витӗрех пӳрте чупса кӗнӗ те асламӑшне вӑрата пуҫланӑ.
Вут тухни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫиле хирӗҫ пирки Лейно пӑшӑлтатса кӑшкӑрнӑ пекех мӑрьерен сывлӑш евӗрлӗ тӗтӗм тухни ҫине кӑтартрӗ, вӑл тӗтӗм майӗпен пӗлӗтелле явӑнса хӑпарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.