Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗсрех (тĕпĕ: тӗрӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗсрех каласан, виҫӗ кантӑк стена.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Патвар йывӑҫсем — хӑватлӑран та хӑватлӑ машинӑсем, ҫӗршывӑн тӗрлӗ завочӗсенчен тухнӑ, халь вара таҫти ҫул ҫинче те ҫапла васкакан, хӑйсем васканӑ май пурнӑҫ таппине васкатакан тӗрлӗрен тӗрлӗ машинӑсем, тӗрӗсрех каласан, пурнӑҫ таппи хӑй хистенӗрен васкакан машинӑсем.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗсрех каласан, пӑлханмасӑр, вӗчӗрхенмесӗр ирттерсе яраканччӗ, ҫавна пулах — йывӑрлӑхран тухма яланах, кашнинчех шанчӑклӑ ҫул тупаканччӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Килӗшмерӗ мана сан пурнӑҫу, тӗрӗсрех каласан, ху килӗшмерӗн мана…

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапах та лав вырӑнтан та хускалман, тӗрӗсрех каласан ҫӳп-ҫап.

Помоги переводом

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Председательпе пӗр лав ҫинчех ларса пырса колхоз лашине мӗнле те пулин тӗрӗсрех ҫулпа юрттарма тӑрӑшмалла пуль?

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрӗсрех каласан, арӑм туянса килчӗ унтан.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чим-ха, тӗрӗсрех каласан, пурччӗ темелле пуль: кӑҫал ҫуркунне вилчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Цифра хатӗрӗсем ӗҫе кӗртни проект тӗрӗсрех, йӑнӑшсемсӗр хатӗрлеме май памалла.

Помоги переводом

Строительствора - цифра хатӗрӗсем // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60762

Тӗрӗсрех, мӗн калаҫнине аса илме те мар, унӑн хуйхине курма йывӑр пуль, мӗншӗн тесен вӑл улт-ҫичӗ кун каялла кӑна ытла та телейлӗччӗ…

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ хамӑр паталла, тӗрӗсрех — сирӗн пата — пӗр вӑрӑм студент килнипе куртӑм, вара хӑвӑрт ура ҫине тӑтӑм.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тӗрӗсрех ӗнтӗ Сившу ялӗ тахҫан Иккассипе пӗрлешнӗ.

Помоги переводом

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Тӗрӗсрех каласан, ҫавнашкал ятлӑ ял ӗлӗк пулнӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Исаев произведенин содержанине идеологи патне илсе ҫитернипе, содержанипе идеологие пӗр карта лартнипе содержани ӑнланӑвне ансӑрлатать, хӗссе хурать, тӗрӗс мар ӑнлантарать; сисӗм ҫинчен каланипе ҫеҫ хӑйӗн шухӑшне содержани ыйтӑвне тӗрӗсрех ӑнланас ҫул ҫине кӑларать.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Тенеяльсем, тӗрӗсрех Вячеслав Федоров, клуб патӗнчи памятник ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап площадкине урӑх вырӑна куҫарас пирки те ҫирӗппӗн хускатнӑ.

Помоги переводом

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

— Эпӗ шӳтлесе мар, мана чӑнах авланма вӑхӑт ӗнтӗ, анчах хӗр тупаймастӑп, тӗрӗсрех каласан, лайӑххине тупаймастӑп.

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Ырӑ ҫыннӑм, пулӑш тархасшӑн, — шӑлне чӑмла-чӑмлах чунне тавӑрчӗ, тӗрӗсрех, сӑмах ҫӑрма пикенчӗ ҫакскер, «лекаре» эрех ӗнтрӗк-сӗнтрӗкӗ хупланӑ, шӑвӑҫланнӑ, йӗпе-сапаллӑ кӗрхи вӑрманти урапа ҫулӗ пек лапӑркка куҫӗпе тутӑх, хӑрӑк пӑталанса тирӗнме тӑрмашса.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кашни кӗтесрех хӗр пуҫӗсене ҫавӑрса ҫӳретӗп тесен, тен, тӗрӗсрех пулӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах хӑш-пӗр чухне ҫавсене тиркени те тӗрӗсрех пулма пултарать.

Помоги переводом

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Тӗрӗсрех - «Чӑваш Республикин прокуратури» тесе ҫырмалла иккен.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней