Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑмсем, хӳтлӗх шырайӑн, вӗсен ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ…
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗвел пайӑркисем ҫӗр ҫумнелле тӗршӗнеҫҫӗ те тӗршӗнеҫҫӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Хӗвел пайӑркисем сисӗнмеллех ҫӗр ҫумнелле тӗршӗнеҫҫӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫынсем кӑвайт тавралла тӗршӗнеҫҫӗ; ку — хура пуҫсен кӑвайтӑн хӗрлӗ сӗмӗнчи талккӑшпех ҫапкаланакан, силленекен унки-ҫаврашки.Толпа теснилась вокруг костра; то было сплошное мятущееся кольцо черных голов на красном фоне огня.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Пӗрисене вилӗм уҫӑ вырӑнта хӑваласа ҫитет, вӗсем вара, ҫулса пӑрахнӑ пек, юр ҫине йӑванса каяҫҫӗ; теприсене вӑл ҫатан урлӑ каҫнӑ чухне касса ӳкерет, — вара вӗсем ҫатан ҫинех ҫакӑнса юлаҫҫӗ; аманнисем ҫатан е хӳме хыҫӗсемпе юр тӑрӑх шӑва-шӑва упаленеҫҫӗ, ӑҫта та пулин вӑрттӑн вырӑнта вилесшӗн пулнӑ пек, кӗтессене тӗршӗнеҫҫӗ; хӑш-пӗрисем слива йывӑҫҫисемпе улмуҫҫисем кутне ӳкеҫҫӗ, йывӑҫ вуллисенчен ярса тытса ҫӗкленме хӑтланаҫҫӗ, анчах майӗпен шуса анаҫҫӗ те пуҫӗсемпе е аллисемпе юр ӑшне тирӗнеҫҫӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йӗркеллӗ ҫынсем, халӑх ушкӑнӗпе хутӑшса каясшӑн мар пулса, хӳмесем ҫумнелле кайса тӗршӗнеҫҫӗ — вӗсем хулари тӑлӑха юлнӑ мӗскӗнсем пек пӑхкаласа тӑраҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫапӑҫу пырать, кӗмсӗртетет, тупӑсем переҫҫӗ, самолетсем бомба тӑкаҫҫӗ, пуля шӑхӑрать, пурте тӗршӗнеҫҫӗ ҫӗр ҫумне: — вӑл окопран тухать те ҫӗр ҫийӗн калта пек хӑвӑрттӑн шӑвать.
Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.
Пыраҫҫӗ хӑйсем — хырӑнман, таса мар, ҫӗтӗк-ҫатӑк, хӑшӗ-пӗри аманнӑ, хӑшӗ-пӗри ура ҫинче аран тӑрать, хӑраҫҫӗ хӑйсем, сурӑхсем пек пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ.
Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.
Вӗсем пурте вӗҫне ҫитиех пӗрле пуласшӑн, Сагайда ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсемпе калаҫма тытӑнсан, Маклай ҫывӑхнерех тӗршӗнеҫҫӗ, тутисене пӑчӑртаҫҫӗ.Когда с ними пытаются заговорить, они ближе льнут к Маклаю и плотно сжимают губы.
Бик! Бик! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӗсем пырсан-пырсан ҫӗр ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ, каллех сиксе тӑрса, малалла чупаҫҫӗ, кӗпер патнелле, анаталла хыпаланса анаҫҫӗ.Они торопливо перебежками спускались по косогору вниз к мосту,
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӗчӗк ачасем стариксем ҫумнелле тӗршӗнеҫҫӗ…
47 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ваҫҫукпа Сашӑн пичӗсем вӗриленсе кайнӑ, иккӗшӗ те сцена ҫумнерех тӗршӗнеҫҫӗ.
1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ула кураксемпе чакаксем, пӗрчӗсем пуҫтарса, лаҫ таврашнелле тӗршӗнеҫҫӗ, вырӑнтан вырӑна вӗҫе-вӗҫе ӳкеҫҫӗ.Вороны и сороки, подбирая зерна, жались около крыш и перепархивали с места на место.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Каҫ пулсанах ҫынсем, пӗр-пӗринчен хӑранипе, кил-ҫуртсем ҫумнелле тӗршӗнеҫҫӗ, тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксем ҫеҫ вара, ҫынран хӑрамасӑр, ҫак пушӑ хир тӑрӑх ирӗккӗн яртлатса ҫӳреҫҫӗ.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Часрах пӗлесшӗн ҫунакан хӗр ачасем ман ҫумма тӗршӗнеҫҫӗ.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
5. Унччен тутлӑ ҫинӗскерсем урамра хухса типеҫҫӗ; йӗпкӗн хӗрлӗ тӑхӑнса ҫӳренисем тислӗк ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ.5. Евшие сладкое истаевают на улицах; воспитанные на багрянице жмутся к навозу.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӗмсем хушшинче улаҫҫӗ, кӳкен айне тӗршӗнеҫҫӗ.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1